Вилӗ тинӗс тӑварлӑ тинӗссен хушшинче – чи тарӑнни. Тӑвар нумай пулнӑран вӑл ҫак ята тивӗҫнӗ. Кунта, океанпа танлаштарсан, 8,6 хут тӑварлӑрах: 1 литр шывра – 330,7 грамм тӑвар. Вӑл тинӗс шайӗнчен 425 метр аяларах вырнаҫнӑ. Эппин, ку планетӑри чи аяллӑ вырӑн.
Виле тинӗс тӑршшӗ – 67 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ – 18 ҫухрӑм, тарӑнӑшӗ – 378 метр. Анчах ҫулсерен шыв шайӗ 1-ер метр чакать, ун хыҫҫӑн тӑварлӑ тӑпра юлать.
Тӗнчере тӗлӗнмелле вырӑнсем пур. Вӗсен вӑрттӑнлӑхне ӑнланма та йывӑр.
Винчестерсен ҫурчӗ. Вӑл АПШри Калифорнире вырнаҫнӑ. Ку вилла пысӑк, унта 160 пӳлӗме яхӑн, картлашка нумай. Кунта тӗлӗнмелле тӑлӑх арӑм пурӑннӑ. Кунта мӗлкесем те пур текен сас-хура ҫӳрет.
Кил хуҫи Сара Винчестер упӑшкинчен тӑлаха юлнӑ, вӑл мӑшӑрне питӗ юратнӑ. Ҫемье пуян пулнӑ, ҫавна май Сара валли укҫа нумай юлнӑ. Пӗррехинче Сарӑна упашки мӗлки куҫа курӑннӑ-мӗн, лешӗ мула ултавлӑ майпа ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Винчестерсен йӑхне тухатнӑ-мӗн, ҫавӑнпа улталаннӑ ҫынсен мӗлкисем укҫа хуҫине йӗрлӗҫ иккен.
Йыта – ҫын тусӗ. Этем ытти чӗрчуна та кӑмӑллать. Ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле пулӑмсем пирки вулама тӳр килчӗ. Тӗлӗнмелле те, этеме вилӗмрен хаяр чӗрчун та ҫалать.
Питбуль йытта чылай ҫӗршывра килте тытма чарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ хаяр. Пӗррехинче питбуль палламан хӗрарӑма тата унӑн ывӑлне вилӗмрен хӑтарнӑ. Хӗрарӑм ачипе вӑйӑ лапамӗнчен таврӑннӑ, паркра вӗсене арҫын ҫӗҫӗпе хӑратма пуҫланӑ. Хурах иккӗшне хускалмасӑр тӑма хушнӑ, хӑй ҫывӑха та ҫывӑха пынӑ… Кӗтмен ҫертен пысӑк питбуль сиксе тухнӑ та хураха тапӑннӑ.
Пӗр сайтра (http://forum.na-svyazi.ru/) чӑваш чӗлхине сӳтсе явни пирки вуласа пӗлтӗм. Унта чӑваш чӗлхи пирки интереслӗ темиҫе факта илсе кӑтартнӑ, вӗсем тавра «калаҫнӑ».
Вӑрӑм чӗрне, паллах, хӗре илем кӳрет. Анчах пур япалан та виҫи пур-ха. Хӑш-пӗр пике чӗрне ӳсменшӗн, вӑл хуҫӑлнӑшӑн пӑшӑрханать. Чӗрне шутран ытла вӑрӑм пулмасть тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑм чӗрнеллӗ арҫынсем те пур иккен.
Чи вӑрӑм чӗрнеллӗ ҫын Лас-Вегасра пурӑнать. Крис Волтон юрӑҫ 45 ҫулта. Ӑна ытларах Графиня ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл 2011 ҫулта Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ. Специалистсем унӑн сулахай аллинчи пысӑк пӳрнин чӗрнине виҫнӗ. Чи вӑрӑмми! Вӑл 91 сантиметрпа танлашнӑ.
Канадӑра улачӑла (е пӑнчӑллӑ) кӳлӗ пур. Унӑн ячӗ Клилук. Е ӑна Споттед теҫҫӗ. Кӳлӗ питӗ илемлӗ. Вӑл мӗншӗн ҫапла улачӑла-ха? Шывра минерал нумай пухӑннӑ. Клилукра, ытти кӳлӗпе танлаштарсан, магни сульфачӗ, кальци, натри сульфачӗ тата ытти япаласем (кӗмӗл, титан йышшисем) - чи нумаййи.
Ҫулла кӳлӗри шыв самай пӑсланса пӗтет, ҫавна май минералсенчен хӑйне евӗр утравсем тӑрса юлаҫҫӗ. Кӳлӗре пысӑк пӑнчӑсем юлаҫҫӗ. Ҫулталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтӗнче минерал йышне кура вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ пулаҫҫӗ. Ҫулла унри усӑллӑ япаласем хытаҫҫӗ, ҫавна май пӑнчӑсем тавра ункӑ пулать.