Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +22.3 °C
Деньгами можно купить только людей. Случая не купишь! (Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Карап путассине сиссе йӗкехӳресем тараҫҫӗ

Аçтахар Плотников10.02.2012 11:165378 views
Тӗнче тетелӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие пӗтересси пирки калаҫусем тапранни пирки сас-хура туха пуҫларӗ. Тивӗҫтермест иккен хальхи лару-тӑру. «Извести» хаҫат сайтне пӑхӑр.

Партири ӗҫсем лайӑхах пыманнине эп хам «Халӑх фронтне» тума пуҫланӑ чухне сисрӗм. Йӗкехӳресем путакан карапа пӑрахса кайнӑ пекех Путин юлташ ҫӗнӗ пӗрлӗх йӗркелеме пуҫланӑн туйӑнчӗ. Ак халь вара — парти ертӳҫисем хӑйсемех ун пирки уҫӑмлӑн калаҫҫӗ.

Тен чӑн та, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» те «НДР» пек историри пӗр пулӑм евӗр ҫеҫ юлӗ?

http://top.rbc.ru/politics/10/02/2012/637140.shtml
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (10)]

Comments:

Владимир // 3487.64.5022
2012.02.11 21:25
Россия карапĕ нихăçан та путмаççĕ. Путин тĕрĕс тăвать. Суйлав иртсен "ЕДРОССЕНЕ" салатса ярсассăн та, политика теççĕ çак япалана. Турă çырнă Путина çакна чăтма. Чăваш, итлем мана! Паянхи кун пирĕн лăпкă пурăнăçа ПУТИН кăна тытса пыриять.
2012.02.12 21:37
Аçтахар Плотников
«Паянхи кун пирĕн лăпкă пурăнăçа ПУТИН кăна тытса пыриять»

Незаменимых нет — тенине илтмен-им эсир?
2012.02.19 20:40
Аксар Чунтупай
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" йĕкехÿре-чиновниксенчен тăнине эпир тахçанах пĕлетпĕр...
tittagrishi // 1114.20.8012
2012.03.01 18:04
Для Владимира. Вы, как Р.Кадыров - Путин- посланник Бога?
Не лижьте там, где срамно.
Васса // 1180.6.4118
2012.03.02 18:41
Владимир пеккисен шăп çеç тăрасчĕ,унран ăслăрах шутлама пĕлекенсен шухăшĕсемпе паллашасчĕ.Çук вĕт,çухăрашма чарăнмаççĕ.Е тен лайăх та вăл шухăшсене нихçан та ылмаштарманни,малтан мĕнпе тултарса янă сана ,мĕн виличчен çав тултармăшпа пурăнма?
Владимир // 1389.08.2124
2012.03.11 13:20
Путин пĕр "тултармăшпа" пурăнмаççĕ çав, кирлĕ пулсассăн самантрах улăштарать, çĕнетет. Едроссем вырăнне урăххисене тупать, ĕçе кÿлĕнтерет. Çавăнпа çĕнтерет-те. Мĕншĕн тесен унăн тĕллев пур. Ĕмĕтлĕ тата тĕллевлĕ çын яланах малта, халăхĕ ун хыççăн. Çулĕ тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и паян палăрмаççĕ.
Владимир // 1389.08.2124
2012.03.11 13:24
Халăха улталимастăн, хай улталанасшăн пулмасассăн.
Владимир // 1389.08.2124
2012.03.11 13:29
1917-мĕш çултанпа кĕтÿ йĕркипе пурăнма хăнăхнă этемĕн хайпĕрхи чунтуртăмĕпе пурăнма йывăртарах пулĕ çав.
Тимер // 5574.4.5423
2012.03.11 20:00
Вунă çул каялла Раççейре 12 миллиардер пулнă. Пупин тăрăшнипе паянхи кун 112 çитнĕ.Мускавра вĕсен шучĕ Нью=Йоркринчен нумайрах.Хулари шкулта-саплăклă линолеум.
Владимир // 9524-0699
2012.03.14 13:09
Путин (пулас Конституци) пире "карап" тума ирĕклĕх парать. Хыпаланмасăр саккуна пăсмасăр.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters