Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Тысячи путей ведут к заблуждению; к истине - только один.(Руссо)
 

Ad

Аксар Чунтупай: "Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!" вӑйӑ конкурсӑн оргкомитечӗ ӑна тепӗр икӗ куна тӑсма шутларӗ.

Аксар Чунтупай14.04.2012 15:4210184 views
"Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен" вӑйӑ конкурса хутшӑнма заявка ярса памалли кунсен шучӗ сахаллансах пырать. Тепӗр 4 кун ҫеҫ юлчӗ. Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс ака уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче иртет. Унта 5-7, 8-9, 10-11 класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫҫӗ. Унччен малтан учитель пуҫарнипе Microsoft Exsel формӑпа шкултан mixaj_58@mail.ru электрон почти ҫине заявка ярса памалла. Унта ҫак реквизитсене кӑтартмалла:
1. Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ
2. Шкул
3. Класс
4. Телефон
5. E-mail
6. Вӗрентекен
Конкурса пуҫлама вӑхӑт ҫитсен вӑйӑ ертӳҫи ачан е учителӗн электрон почти ҫине йыхрав ярать. Йыхравра конкурс иртекен http://www.make-test.ru сайт ҫине кӗме ыйтакан сӗнӳ пулать. Йыхравра кӑтартнӑ ятарлӑ кодпа сайтра регистрациленмелле те тест ыйтӑвӗсене хуравламалла (Асӑрханӑр: сайтри теста хуравлама тестируемый тесе ҫырӑнмалла!). Вӑйӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗ Виталий Михайловӑн чӑвашла сайтӗнче ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулма тивӗҫ.

Тӗплӗнрех
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

2012.04.17 15:04
Аксар Чунтупай
Асăрхаттаратпăр: Конкурса пуçлама вăхăт çитсен вăйă ертÿçи ачан е учителĕн электрон почти çине йыхрав ярать. Йыхравра конкурс иртекен http://www.make-test.ru сайт çине кĕме ыйтакан сĕнÿ пулать. Йыхравра кăтартнă ятарлă кодпа сайтра регистрациленмелле те тест ыйтăвĕсене хуравламалла
2012.04.17 15:04
Аксар Чунтупай
(Асăрханăр: сайтри теста хуравлама тестируемый! (Создатель теста мар!) тесе çырăнмалла!). Регистрациленнĕ хыççăн кăшт кĕтме тивет, мĕншĕн тесен конкурс ертÿçин вăйă конкурса хутшăнакана тест ĕçне лартса памалла. Камăн хушамачĕ заявкăра çук, ăна администратор тест лартса памасть, регистрацинчен кăларса пăрахать.
2012.04.17 15:05
Аксар Чунтупай
Вĕрентекенсен те сайта кĕрсе нушаланмалла мар. Ахалех пулать. Теста пĕр хут çеç хуравламалла, ик-виçĕ хуравланисенне пĕрремĕш хуравне çеç шута илеççĕ. Тимлĕ пулăр. Хуравланă хыççăн каялла кайма пулмасть. Ăнăçу сире!

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters