Питĕ тĕрĕс тĕслĕх илсе кăтартрĕ Акапасар.Пирĕн чиновниксенчен ыррине кĕтмелли çук чĕлхемĕре упраса хăварас ĕçре.Пĕрин те вĕсен чун ыратмасть кун пирки.Шанчăк хамăрта кăна.
Мĕн-ха вăл Прокуратура? САККУНА СЫХЛАКАН ОРГАН. Эпир илсе кăтартнă тĕслĕхре вăл çакна палăртать: МĔНЛЕ ВĔРЕНТНИ ЛАЙĂХ, МĔНЛЕ ВĔРЕНТНИ НАЧАР. Ку вара прокурорсен ĕçĕ мар. Ку чăннипе ПЕДАГОГСЕН ĕçĕ!!! Вĕрентÿ меслечĕсене пркурорсем мар, вĕрентевçĕсем хăйсем палăртмалла.
Игорь Сайман // 1487.24.9049
2013.03.20 21:33
Аксар Чунтупай хăта пире кун пирки тахçанах систеретчĕ-ха.
Атнер // 3672.40.7488
2013.03.22 13:24
Вĕрентевçĕсем мĕн палăртĕç ĕнтĕ.Хăйсен ачисене те килĕнче чăвашла калаçма вĕрентейменскерсем.
Игорь Сайман // 6965.0.0501
2013.03.22 14:27
Мĕнле çынсем эпир, чăвашсем? Шкулта ачасене чăвашла вĕрентесси çăмăл ĕç мар. Ытти предметсене вĕрентессипе танлаштарсан 3-4 хут йывăртарах. Çакнашкал лару-тăрура пирĕн çак вĕрентевçĕсене тĕрĕссипе алă çинче çĕклесе çÿремелле, çĕре çити тайăлса пуç таймалла! Эпир пур... Эх!
Тимер // 2405.97.0371
2013.03.22 15:14
Питĕ тĕрĕс.Прокуратура никама та чарман ачасене чăвашла калаçма вĕренмтме.Чăннипех вĕретес тесен ашшĕ-амăшĕ ним те мар вĕрентме пултарать.
Вихтăр // 6590.6.0667
2013.03.22 16:26
И.Сайман! Эсĕ яланах такам çине шанатăн( вĕрентекентен пуçласа киремет таранах). Чиновниксем нихçан та сан шăпа çинчен шухăшламаççĕ, вĕсен хăйсен нушисене кĕске вăхăтра татса памалла(ĕçрен хăтариччен).