"Переговорите откровенно, что называется «по душам», и вы убедитесь, что «четверки» и « пятерки» в наших школах ставят только за толерантное отношение к предмету и самому учителю чувашского языка и литературы. Грубо говоря, чтобы «не вякал» и не произносил шовинистические фразы хотя бы в стенах школы…" http://россиябездураков.рф/issues/8298/
УПАÇÇИ ХĂТАНА. "Усси çук, усси çук!" текелесе чăвашла вĕрентессине пачах пăрахăçлама пултараççĕ вĕт! Çакăнтан хăрамастăр-и эсир? ÇАПЛА МАЙПА ТЕПĔР ИНКЕКЕ ЙЫХĂРСА ИЛМĔПĔР-ШИ ХАМĂР СИСМЕСĔРЕХ? Мĕнлерех шутлатăр-ши кун пирки?
Аксар Чунтупай хăта, эсир темăна вырăсла уçрăр-ха та, эп вара кунта чăвашла пĕлменнисем килсе ерессе шанмастăп. Хамăр пеккисем 3-4 çын тупăнсан та Слапух Турра темелле. Тавах сире çак темăшăн!
Тимер // 3464.23.7236
2013.01.24 22:13
Вăйпа вĕрентнин усси çук.Тарăхтарни кăна.Пустуй укçа вăхăт ирттерни.Классран 5-6чăннипех вĕренес текенсем питĕ аван пулмалла.Тен,чăннипех вĕренме пултарĕç.Килте чăвашла калаçсан.
Ку ыйтăва çавах политика шайĕнче пăхмалла.
Пĕрре — чăвашла çырма вĕренес текенсен мĕн тумалла? Вĕсем пулаççех. Эп ирттерекен литература конкурсĕсене хулари шкулсенчен сахал мар хутшăнаççĕ...
Иккĕ — тăван чĕлхене вĕренесси ирĕклĕ пулмаллипе пĕрре те килĕшмелле мар. Калаçу чĕлхине вĕренччĕр, анчах та вăл обязательный предмет пулмалла.
Россия Конституцийĕнче Чăваш Республики валли уйрăм статья çырман-тăр вĕт вырăсла кăна вĕрентмелле тесе?! Пирĕн Татарстана пăхса вĕренĕр! Никамран -та ыйтса тăмаççĕ,пурне-те тутарла вĕрентеççĕ,хăш-пĕр чухне тутарла уроксем вырăслинчен нуммайрах-та вĕрентеççĕ май тупса.
Ĕмĕрхи ыйту: мĕн тумалла? Методикăна улăштармалла теççĕ... Анчах та ытти методикăпа асăннă чĕлхе урокĕ эрнере 12 сехетрен кая мар пулмалла теççĕ... Акăлчан чĕлхипе (эрнере 3 сехет вĕреннипе) кам та пулин калаçма вĕренчĕ-ши? Пур-и ун пеккисем?