Чăвашсен несĕлĕсем сăварсем çеç мар. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пĕтĕмпех пирĕн несĕл. Вăл шутра Акапасар хулинче пурăннă çынсем те. Çавăн пекех: Пÿлер, Ишлĕ, Чĕкету...
Игорь Сайман // 3214.17.7523
2013.05.11 21:10
Тема ячĕ "сăвар чĕлхине вĕренесси" мар. Унашкал чĕлхе тĕнчере çук та! Хуласенчи шкул ачисене ЧĂВАШ чĕлхине вĕрентмелле!
Ма эсир маттур та пултаруллă Арсенчен -суварсенчен- тăшман тăвасшăн? Вĕсенчен тĕслĕх илмелле те ачасене тăван сувар-чăваш чĕлхине вĕрентмелле. Приказ Росстата от 27.01.2010n74 п\п1314(сувары).
Ак çакă та темăпа мар-и: "Игорь Сайман
2013-05-11 21:10
Тема ячĕ "сăвар чĕлхине вĕренесси" мар. Унашкал чĕлхе тĕнчере çук та! Хуласенчи шкул ачисене ЧĂВАШ чĕлхине вĕрентмелле!"
Сувар чĕлхине(?) мар, чăваш чĕлхине вĕрентмелле!
Аксар хăта, паллах хăвăрăн темăра катертме пултаратăр. Сирĕн унашкал майсем те, проаво та пур. АНЧАХ УНАШКАЛ ХĂТЛАННИ ШĂШИПЕ КУШАКЛА ВЫЛЯНИ ПУЛĔЧЧĔ. Хăвăрах шутлăр:Çын тертленсе çырса ларать те —хуçа сасартăк çавна пĕтерсе хурать... Мăшкăллани вĕт ку!
Хулара чăваш шкулне пĕтернисем те чăвашла( чăваш маррисем) тата тăван чĕлхепе( чăвашран тухнисем) калаçма, интересленме пуçлама пултарĕç енчен те наци мăнаçлăхне çавăрттарса ярсан. Вĕренеççĕ вĕт чĕлхене пач пĕлмен яшсемпе хĕрсем Эстонире, Белоруссинче, Оренбургра чăвашла.
Чăвашран // 3895.20.0989
2013.06.06 15:04
Упасси, Эсир шкулта чăваш чĕлхи урокĕнче пулса курнă-и? Мĕн вĕрентеççĕ унта, пĕлетĕр-и? Эсир ĕçсĕр аптратăр-и?Пăтратма кирлĕ мар.