Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Отсутствие наряда служит иногда лучшим нарядом.(Петроний)
 

Ad

«Хыпар»: Тепӗр чиркӳ тӑвасшӑн. Кирлех-ши?

«Хыпар»17.04.2013 19:4039216 views

Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.

Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи. Шупашкар хула влаҫӗ хушмасӑр тӗн керменӗн проектне хатӗрлемӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӑна тума саккас панӑ-ши? Пухура пӗлтермерӗҫ. МИХсенче те уҫҫӑн хуравламан. Архитектор собора В.И.Чапаев палӑкӗпе, музейпе пӗрле мӗнлерех курнипе паллаштарчӗ.

Пухуччен темиҫе эрне маларах Шупашкарӑн хальхи тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗр МИХра скверта собор хӑпартас текенсен - епархи ертӳлӗхӗн, хӑш-пӗр тӳре-шаран - сӗнӗвӗ пирки иккӗленнине, такамсем унӑн иккӗленӗвне администраци мелӗпе усӑ курса улӑштарма хӑтланнине пӗлтерчӗ. Малтанхи тата хальхи тӗп архитектор хулари мӗн пур ҫынна хапӑл туса кӗтсе илекен тӳремре тӗн керменӗ ҫӗклес ыйтупа икӗ тӗрлӗ вырӑн йышӑнни уҫӑмланчӗ.

Муниципалитет ҫав каҫ тӗл пулу йӗркелесе хаклӑ вӑхӑта ахальтен ҫухатмарӗ: собор тӑвассине татса париччен 100 яхӑн ҫын кӑмӑлне пӗлчӗ. Тӗрӗс турӗ. Залра 15-20-шӗн шухӑшӗпе паллашрӑмӑр. Пирвай Константин Ишутов журналист сӑмах илчӗ. Вӑл тӳрех: "Протокол ҫыракан пур-и?" - терӗ. "Пур", - хуравларӗҫ ӑна президиумран. Журналист атеист-мӗн. Симӗслӗхӗн пӗр пайне пӗтерсе пысӑк лаптӑка мӑн керменпе хупӑрлассине хирӗҫ каларӗ. Ун хыҫҫӑн Сергей Злобин ветеран сиксе тӑчӗ. "Халӗ ешӗллӗхре пурте кӗшӗлтетеҫҫӗ, - терӗ вӑл. - Чиркӳ уҫсан тӗне ӗненекенсемшӗн ҫеҫ пулӗ. Ыттисемшӗн кунта ҫул хупӑнӗ. 1960 ҫулсенче тӳремре эпӗ те йывӑҫ лартнӑ. Ӑна кӑклӗҫ. Ҫавӑнпа проекта хирӗҫлесе вунӑ хут калатӑп!.."

Епархи пуҫарӑвне ырлакансем ветерана пӳлчӗҫ. Ҫапах хирӗҫҫисем ӑна хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Музей ертӳҫи Денис Сятряйкин, казак тумтирне тӑхӑннӑскер, маларах музей директорӗ пулнӑ Валентина Бровченкова, ҫар пенсионерӗ Алексей Скворцов йывӑҫ-тӗм вырӑнне собор тӑвассине ырларӗҫ. Музейпа тӗн керменӗ юнашар вырнаҫсан хула халӑхӗн чун-чӗрине патриот туйӑмӗпе хӗмлентерме ҫӑмӑлрах терӗҫ. Яш каччӑ Александр Иванов: "Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ "хӗрлисене" хисеплесе республикӑра палӑк нумай уҫнӑ, - терӗ. - "Шуррисене" чысласа пӗрре те лартман". "Вӗсенчен Каппель те лайӑх ача пулнӑ!" - сӑмах хушрӗ ман ҫумри журналист - хыҫра сӗрлесе илчӗҫ. "Эпӗ собор тӑвассине хирӗҫ мар, - терӗ шкул директорӗ Светлана Кумалькова. - Анчах вӗренӳ учрежденийӗпе юнашар хӑпартмалла-ши? Унта ача-пӑча пултарулӑхӗн керменне е физкультура-спорт комплексне ҫӗклеме сӗнетӗп. Ачасене уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме шкул ҫывӑхӗнче пӗр клуб та, ФСК та ҫук. Чиркӳ вара - темиҫе те. Собор чанӗпе хӑнкӑравӗсем урок ирттерме, вӗренекенсене тимлӗрех пулма чӑрмантарӗҫ. Кермен умӗнче ыйткалакансем, кӗл тӑвакансем пуҫтарӑнӗҫ - ҫӳп-ҫап хӑварӗҫ. Ӑна ачасен тасатма тивӗ. Халӗ те вӗсем сквера тирпейлеме хутшӑнаҫҫӗ".

"Тӗп хулан ҫак скверӗнче храм лартма сӗнни паянхи социаллӑ ыйтусемпе ҫыхӑнса тӑмасть, - терӗ республикӑн Патшалӑх Канашӗн, хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Александр Соловкин. - Вырӑнти влаҫӑн халӗ чиркӳ тума тӗллев лартмалла мар. Калӑпӑр, ача сачӗсем ытларах уҫмалла. Совет тапхӑрӗнче хута янисем халӗчченех ача пӑхман организацисен аллинче. Ҫакна епархире те пӗлеҫҫӗ, анчах курмӑш тӑваҫҫӗ, ачасене садра вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ. Республикӑра юлашки ҫулсенче кӑна тӑхӑр чиркӳ уҫнӑ. Хула влаҫне тепӗр храм мӗн тума кирлӗ? Хӑйсен ҫылӑхне каҫарттарма?" Залра унта та кунта кулни илтӗнчӗ.

Максим Курленко пачӑшкӑ, ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен общество палатин хастарӗ Илья Тумаков, Кирилл Федоров, Денис Волков кермен ҫӗклессишӗн, Федор Алексеев, Сергей Утриван, Сергей Чуплыгин, Анатолий Алексеев, Борис Миронов проекта хирӗҫлесе каларӗҫ.

Эпӗ, сквертан инҫе мар вырнаҫнӑ 24-мӗш шкулта вӗреннӗскер тата 1968 ҫулта музей никӗсне янӑ кун ирттернӗ митинга ачасемпе пӗрле хутшӑннӑскер, ҫапла каларӑм: "Ку вырӑнта собор мар, ача-пӑчан пултарулӑх керменне ҫӗклесен вӗренекенсемшӗн усӑллӑрах..." Сӳтӳ-яву вӗҫленсен кашни ҫын шухӑшне сасӑлав ирттерсе пӗлчӗҫ. Скверта собор хӑпартассишӗн - 44-ӑн, хирӗҫ 47-ӗн сасӑларӗҫ. Ӑна тӑвассишӗн - яш каччӑсемпе хӗр-упраҫ, ҫав шутра - казак кадетсем. Вӗсене шкула хӗрлӗ хӑюллӑ шӑлавар тӑхӑннӑ вӗрентекен ертсе килнӗ.

"Эсир скверта кафедра соборӗн проектне пурнӑҫа кӗртесси пирки иккӗленнине пӗлтернӗ, - терӗм тӗп архитектора. - Унтанпа хӑвӑр шухӑша улӑштармарӑр-и?" "Ҫук, - хуравларӗ вӑл. - Администраци ҫак кунсенче тӗрлӗ майпа, ҫав шутра электрон мелпе, хула ҫыннисен шухӑшне йышӑнать. Ыйтӑва вӗсен сӗнӗвне тӗпе хурса татса парӗҫ".

Иртнӗ 20 ҫулта ҫӗр-шывра граждан обществине вӑйлатасси ҫинчен нумай калаҫрӗҫ. Шел те, влаҫ халӗ те вӑл е ку ыйтӑва татса панӑ чухне халӑх шухӑшне пӗрремӗш вырӑна хумасть, хӑйӗн пуҫне мӗнле проект кӗрет - ҫавна пурнӑҫлать. Шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсем хӑйсен шухӑшне хӑрамасӑр, уҫҫӑн сасӑласа пӗлтерни питӗ савӑнтарчӗ. Апла тӑк чун-чӗрере ирӗклӗх туйӑмӗ пур-ха. Администраци ертӳлӗхӗн хула ҫыннисене итлемеллех.

 

Владимир АКТАШ, публицист

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (116)]

Comments:

П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.06 15:37
Agabazar, кама вырана лартасшан вара эсир? В.Акташа никам та тиркемест.Чавашла пелнине паттарлах ан тавар.Шупашкарта сурална, пуранатап. Терлерен вахат пулна. Самракрах чухне ватанни пулна, вырассем хушшинче. "Чувашин" самаха та илтне, анчах паранман. Чунра вай пулна. Чаваш пулас тесен шалтан вайла пулмалла, атте-аннерен, челхерен ватанмалла мар.
П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.06 15:42
Тимер, чаваш юрри-ташине чуна хывман, ытларах вырас юррисене юрлана, дискотекасенче авкаланса двист, шейк ташлана пуле эпир, саванпа манкуртсем. Вырасла пелни аван шутланна, арам вырас пулсан тата лайахрах. 30 сул майрапа пурантам, ачасем савах та чаваш ман, вырасла калассасе, чавашла анланассе.
Agabazar // 3189.19.2901
2013.09.06 19:46
Agabazar
П.Сорокин:"...ачасем савах та чаваш ман, вырасла калассасе, чавашла анланассе..." Вăт-вăт, "вăрра тытрăмăр", алăранах ярса тытрăмăр! "ăнланаççĕ"(?) тенине каламасса та пултараттăр. Мĕн усси "ăнланнинчен" енчен çын çав чĕлхепе çын усă курмасть пулсан! Е шпион пек ыттисем калаçнине итлесе çуреме кирлĕ-и? "Ăнланать" тени чылай чухне ултав.
Agabazar // 3189.19.2901
2013.09.06 20:47
Agabazar
Вăт-вăт, "вăрра тытрăмăр", алăранах ярса тытрăмăр! "Ăнланаççĕ"(?) тенине каламасса та пултараттăр. Мĕн усси "ăнланнинчен" енчен çын çав чĕлхепе çын усă курмасть пулсан! Е шпион пек ыттисем калаçнине итлесе çуреме кирлĕ-и? "Ăнланать" тени чылай чухне ултав.
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.07 09:41
Тĕрĕс П.Сорокин.Ачасене халĕ хулара чăвашла калаçтарасси "не реально".Эпĕ пĕлни пĕр вунă çемье кăна.Ачасем ăнланни кирлĕ.Ан калаччăр:"Не знаю я по чувашски"-тесе.Майрана 30çул чăтнăшăн сана орден памалла.
П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.07 18:21
Ачасем анланассе, анчах "не знаю, не понимаю" тесе каламассе. Хайсене "чаваш" теесе. Арам вырас пулсан та чавашла анланать. Вырассемпе час-часах хутшанатпар, нихсан та хам чавашшине пытармас, керекере яланах чаваш юрри янрать. "Сумар савать" юрра вырассем те камалассе, 50 г. ярсан килештерсех юрлассе.
Юля, Моргаушский район // 4186.57.1361
2013.09.08 23:20
Ман упашка та вырас пулсан та чавашла юрлама юратать. Аннепе яланах ана хисеплесе "анне" тесе ченет,чавашла перкелешет.Весем каласнине илтсен кулсах вилмелле.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 09:34
Акасапар, пăрса ан яр-ха темăна. Кунта чиркÿ çинчен сăмах-юмах пырать. Хăвăн шухăшна пытармасăр кала та лăплан.
Agabazar // 4181.59.6163
2013.09.09 14:45
Agabazar
bor1959:"Кунта чиркÿ çинчен сăмах-юмах пырать." ТĔРĔСРЕХ, ТИМЕР АКТАШ СТАТЙИ ПИРКИ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 20:27
Тимĕр Акташ Чиркÿ тăвасси пирки çырнă статьине Православи хутшăнăвĕсем, Чиркÿсем тата Епархи çумĕнчи этемсем çинчен калаçмасăр мĕнле сÿтсе явас? Е эсĕ питĕ пултаруллă йĕкĕт унсăрăнах стактьяна сутсе-явма пултаратăн? Чăн та ăс-тăн енчен пиртен чылай маларах кайнă!

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, ... 12

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters