Пустуй кулăш кăна ан пултăр тесе мĕншĕн çыртăм? Ĕнерхи кунри Катăк Çăвара пĕрремĕш пайрах хăварса иккĕмĕш пайне паянхи Илле Ивановпа çыхăнтармалла. Унта та, кунта та - чĕлхе тата куçару ыйтăвĕ.
Паянхине тата çивĕчрех тума пулать, комедирен трагифарс пулса тăтăр. Чăваш чĕлхипе çыхăннă пĕтĕм ыйтăва çĕклеме, Федор Павловăн чаплă комедине çапла майпа малалла тăсса вилĕмсĕр туса хума май пур.
Тÿррипе каласан, хам "Судра —2" ăсталаса пахас шухăш та пурччĕ малтан. Анчах та пултарулăх, талант çитеймест пек туйăнать. Ыттисене çапах та манран хамаран хăюллăрах пулма сĕнетĕп. Куç хăрать те — алă (е ăс-тăн) тăвать. Палăртнă идея темиçе çул-йĕрпе кайма пултарать.
Микулай пичче // 4186.57.1361
2013.06.19 09:41
Илле Иванов Мочалов рекетирпа сыханса кайса анрашса суресе журналист ятне яче енте. Ухмаха персе суда тасать-ха, анраштарах, анраштарах...
Тавай, тавай ăнлантарса парăр пире: Мĕнлерех майпа Мочалов "рекетир" пулса тăнă! Атту эпир ним те пĕлместпĕр! Анчах çакна шута илĕр: Пĕччен "рекетир" пулма çук. Пулăшакансем кирлĕ. Чăн малтанах —влаç тытăмĕнчи пулăшакансем: полицирен, судран, приставсен йышĕнчен...
Хальхи вăхатра телевиденире "Суд идёт" евĕрлĕ тĕрлĕрен шоусем пайтах. Анчах та пире ахаль шоу мар, чăн-чăн комеди кирлĕ. Ĕçпуçăн пĕр пайĕ суд ларăвĕн тулашĕнче те пулса иртме пултарать. Вăт çакнашкал хăшпĕр шухăшларăшсем пулас (ĕмĕтри...) "Судра —2" тĕлĕшпе...
Суд ыйтăвĕ паян Раççей шайĕнче те, Республикăмăрта та шутсăр актуаллине кура, тепĕр хут "Судра—2" комеди ăсталама чĕнсе калатăп. Камăн кăштах та пулин талант, пĕлÿ, хăнăху пур, çавсем калемсене шĕвĕртĕр, тархасшăн. Ăнăçу сунатăп пурне те! Тавтапуç!