Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Начинай на чужой лад, чтобы закончить на свой.(Грасиан Бальтасар)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Кӑлас» е «класс»?

Аçтахар Плотников19.08.2013 14:4710017 views

Вырӑс чӗлхинчен* кӗнӗ «Класс» чӑваш орфографийӗшӗн ыйту тӑратакан сӑмахсенчен пӗри. Тӗп падежра вӑл ҫаплах тӑрса юлать-ха, анчах ытти вӗҫлевсенче «темшӗн» вӗҫӗнчи пӗр с-не ҫухатать: класс, класра, класшӑн, класри, класа.

Ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ман шутпа ҫак сӑмаха «КӐЛАС» тесе ҫырма йышӑнтармала: кӑлас, кӑласӑн, кӑласа, кӑласра, кӑласран, кӑласпа, кӑласпалан, кӑлассӑр, кӑласшӑн; кӑласӗ, кӑласӗн, кӑласне, кӑласӗнче, кӑласӗнчен, кӑласӗпе, кӑласӗпеле, кӑласӗсӗр, кӑласӗшӗн; кӑласӗсем, кӑласӗсен, кӑласӗсене, кӑласӗсенче, кӑласӗсенчен, кӑласӗсемпе, кӑласӗсемсӗр, кӑласӗсемшӗн; кӑласлӑ, кӑласла, кӑласӑнни, кӑласалла, кӑласшар, …

Лайӑн енсем:

1) ку форма сингармонизм сакунне пӑхӑнать;

2) чӑваш чӗлхишӗн тӑванрах курӑнма тытӑнать (витре, кӗрепле, кӗнеке пек);

3) ҫӗнӗ терминсем ӑсталама май парать: классификация — кӑласласси (кӑласлани; е кӑласлав); классифицируй — кӑласла (кӑласласа тух). Хальхилле ҫыру кун йышши терминсене ӑсталама май памасть — клас(с)ласси, клас(с)лани, клас(с)ла, клас(с)ласа тух — ытла та кӑнтаммӑн илтӗнеҫҫӗ, вӗсене калама та йывӑр.

Япӑх ен:

1) ҫӗнӗлле ҫырӑва хӑнӑхма/хӑнӑхтарма тивӗ. Анчах ку ӗҫ йывӑр мар ман шутпа. «Ҫӗр-шыв», «ӳсен-тӑран» сӑмахсене дефис урлӑ ҫыртарма ним мар пултартӑмӑр пулсан, ку ӗҫ те кӑткӑссисен йышне кӗместех ӗнтӗ.

_ _ _ _ _ _

* вырӑс чӗлхишӗн те вӑл ют-ха: тымаррисем ун латин чӗлхинчен пыраҫҫӗ; вырӑс чӗлхине хрантсус чӗлхинчен лекнӗ пулать; акӑлчан, нимӗҫ, испан тата ытти нумай чӗлхере пурӑнать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (25)]

Comments:

Agabazar // 3176.24.8706
2013.08.19 20:37
Agabazar
Клаас кĕлĕ çунтарать ман чĕрене! http://www.bibliotekar.ru/encSlov/15/19.htm
Agabazar // 7635.4.8170
2013.08.19 23:43
Agabazar
Мĕншĕн-ха сасартăк КĂЛАС? Мĕншĕн КЛАС мар? Мĕншĕн Ă шăрпăк пек кĕртсе лартмалла?
2013.08.19 23:56
Аçтахар Плотников
Ă кĕртсен вулама та калама та çăмăлрах. :) Ман шутпа // Йăнăшмастăп пулсан КЛ... пуçланакан сăмахсем пурте пирĕн чĕлхере ют. //кăлава, кĕлеме — ку сăмахсенче пуринче те (ă/ĕ) сасăсем сăмаха калама çăмăл пултăр тесе кĕрсе ларнă.
Игорь Сайман // 3580.53.8811
2013.08.23 11:52
Класс тĕрĕссипе нумай-нумай тĕслĕхрен пĕри çеç. Ун пек сăмахсем нумай: пресс, процесс, кросс, конггресс, компресс, прогресс, регресс... Çавăн пекех: Бонн, металл, Отт, Шмидт, галл, Трупп (хушамат), Крупп (хушамат), Марр, Тамм, балл......
2013.08.23 12:08
Аçтахар Плотников
Ну ăна çăмăл кăна чăвашлатма май пур пулсан ма унран пуçлас мар? :) «Процесс»-а сăмахран епле çăмăллатмаллине пĕлместĕп...

Pages: 1, 2, [3]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters