Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Дайте нам лучших матерей, и мы будем лучшими людьми.(Ж.П. Рихтер)
 

Ad

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1947906 views

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (174)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 18:09
"Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар."-мĕн çав тери кÿренмелли пур кунта. Эс вон:"Якур хоспочын", "Вихтăр хоспоччин"-тесе çыран. Мĕне пĕлтернине хăв кăна пĕлен,пурпĕрех çыран. Апла пулсан эс те ку каччăсене хăв чĕлхÿпе кÿрентерен,анчах ку сан шай та-сан çине никам та кÿренмеç.
Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 18:31
Agabazar
Эп кÿренместĕп, анчах сире тахçанах "вăрра тытнă". Виртуаллă калаçура мĕн кÿренмелли пултăр??????????

ЧНК Ларăвĕ — мыскара...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 19:14
Эс йĕркеллĕрех пул-ха,Акасапар.Мĕскер"вăрри"пирки калаçан. Часах хулигансем,бандитсем пирки калаçма пуçлăн.Ахальтен мар "чышма, тапма, банклаттарма" хăтланкаласа ларан. Виртуальность помогает вольно себя вести,а реально попридержал бы и прикусил бы язык.
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 21:09
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
Тимӗр // 4266.76.9177
2013.11.11 22:18
Мĕнле патша вара эс,Акапасар.Тен сана Его Высочайшее превосходительство темелле.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.11 22:23
Кесех кунта ликбез усмалла пулать, юлташсем. "Частное лицо" мен тенине пелтернине веренепер малатн.
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 22:35
Agabazar
Timer:"...эс,Акапасар." Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 12:29
Тĕрĕс,Ефим хăта.Ăнлантар-ха мĕн вăл"частное лицо",ытларах Акасапара.
Agabazar // 1395.66.4544
2013.11.13 16:06
Agabazar
Timer:"Мĕнле патша вара эс,Акапасар." Акапасар патша мар, анчах патша мар çынна та, вăл сирĕн çывăх пĕлĕш пулмасан, "эсир" теес пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 18:13
Акасапар эсир темеллипе сÿтĕлсе кайнă. Кунта калаçмалла кун кайсан конгресăн малашлăхĕ пуррипе çукки çинчен калаçмалла.Атьăр темăна пăхăнса калаçар.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 18

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters