Timer // 3376.99.3276
2013-10-20 20:37
Тĕрĕс.Тата пур Мустаев.Вăл Чĕмпĕрте чăваш телевиденине йĕркелесе яраканни.Чăваш тĕнчинче ăна пĕлмен çын çук.Питĕ хастар,пултаруллă елчĕк чăвашĕ.
Мустаевăн Чăваш тĕнчин капашне ытамласа илме хевти çитеймĕ çав. Политикăра дипломати те, еврейла чеелĕх те кирлĕ. Пĕр сăмахпа каласан - политтехнологи. Çăвар артиллерийĕпе темех тăваймăн.Енчен те ЧНК-ран каллех (!) экскурсисен бюровĕ е банкет-шоусен центрĕ тăвасшăн пулсан - ăна тума кирек кам та пултарать. УКÇИне Культура министерстви çителĕклех парать - вĕсене шăпах çавăн йышши çын кирлĕ те...
Якур // 1457.33.2887
2013.10.21 23:17
Аксар Ч.! Мĕнех тăвĕ-ши санăн ытарлă Лукианов? Каллех каять укçа-тенкĕ шырама Б.Березовский, Вл.Жириновский хÿрешкисем патне. Вара вĕсен юррине юрламалла пулать. Архипов персе аниччен кĕтсе пурăнчĕ, конгресс малашлĕ Ăна программный заявлени тума çеç кирлĕ.
Пăхрăм Акасапарăн Михĕри кушакĕ( Лукианов эппин) 15 çул каялла калаçнине.Начар, начар наци лидерĕ кун пек калаçсан. Куççуль тухать. Ара журналистăн çирĕп те мар ыйтăвĕсем çине "Пĕлместĕп" тесе е шĕвеккĕн хуравлать те.Впрочем он всегда юлил, конкретики нет. Ара Акасапара тивĕçтереть пулсан Çаплах пултăр эппин, Акасапарăн шайне пĕлетпĕр.
Акасапар каллех лозунгсем сапать:"михĕри кушака илсе килсе пама никам та ан хăйтăр!" тата ыт те.Кала уççăн кама,мĕншĕн суйламаллине. Или хăв шухăшна пĕлтерме те сана командировочный тÿлемелле-и?
Якур // 3532.27.6621
2013.10.22 13:38
Виртуаллă Акасапар! туп та палăрт марионеткăлла мар кандидат ЧНК ертсе пыма. Пире паллаштар, эпир те килĕштерĕпĕр, кам чарать? Пĕрмаях калаçнă пек тăван, пăс кăларан. Усси çук пĕр пуслăх та. Паллаштар пире хăвăн хевтÿпе. Ятне-шывне кала, мĕн çисе-ĕçсе пурăнать, малалла мĕнле пурнасшăн?
Паянхи кун Лукиановсăр пуçне ЧНК-ан Президентне суйланмашкăн тивĕçлĕ кандидат çук! Ыттисем пукана илемлетме çеç (туйри мăн кĕру пек) кĕрсе ларасшăн! Ун пек пулмасть!!! Пире чăн-чăн политик кирлĕ! Культура министрĕн çумĕ мар!
Станьял шурсухал вăл унсăрах наци лидерĕ. Унта ларса вăл хăй авторитетне пĕтермест те. Станьял - наци ялавĕ! Çакă уншăн чи пысăк чыс. Çамрăксене çул памалла. Сĕнÿсемпе вăл кирек хăçан та пулăшма пултарать, президент пуканне йышăнмасăр та.
Яковлев ĕмĕрне Тутарстанра пурăнса ирттернĕ, унăн менталитечĕ питĕ йăваш. Пукан йышăнса ларма юратнине, Тутар Президенчĕн канцелярине кĕрсе çуллă калаçнине пурте пĕлеççĕ. Ĕçĕ вара çав вырăнтах. Тата ăна унта тутар халăхĕн менталитечĕ кăшт тĕрек парса пырать ĕнтĕ. Кунта килсен ăна таптасах каяççĕ. Вара - пăштик!
Микулай Лукианов мĕнпе тивĕçлĕреххине ăнлантарса парсан лайăхрахчĕ.Аттун пиртен кашни çырма пултарать:сăмахран-паянхи кун Станьялсăр е Яковлевсăр пуçне ЧНК-ан Президентне суйланмашкăн тивĕçлĕ кандидат çук! Вара мĕн пулчĕ? Аксар ăнлантар-ха мĕнпе тивĕçлĕ Лукианов?
Якур // 1350.62.7826
2013.10.22 19:08
Манăн та пĕлес килет, мĕнпе Егор ывăлĕ Микулай ыттисенчен ытларах тивĕçлĕрех.Сăмахпа мар, юлашки 10 çул хушшинчи ĕçĕсемпе ăнлантарсан шеп пулмалла пек, килĕшĕттĕмччĕ( çапла калать Микулай).
Пуш параппан çапакансем пирĕн республикăра пайтах.20 çул хушшинче такама та куртăмăăр.Хусана ямалла сире.Вара курăр :Яковлевпа юнашар тăраймăр.Паллах унтан турă тумăпăр.Анчах уншăн намăс мар пĕтĕм чăваша.Эсир маттур пулсан ма халиччен чăтса пурăнтăр конгресри наци намăсне?
2013-10-20 20:37
Тĕрĕс.Тата пур Мустаев.Вăл Чĕмпĕрте чăваш телевиденине йĕркелесе яраканни.Чăваш тĕнчинче ăна пĕлмен çын çук.Питĕ хастар,пултаруллă елчĕк чăвашĕ.
Мустаевăн Чăваш тĕнчин капашне ытамласа илме хевти çитеймĕ çав. Политикăра дипломати те, еврейла чеелĕх те кирлĕ. Пĕр сăмахпа каласан - политтехнологи. Çăвар артиллерийĕпе темех тăваймăн.Енчен те ЧНК-ран каллех (!) экскурсисен бюровĕ е банкет-шоусен центрĕ тăвасшăн пулсан - ăна тума кирек кам та пултарать. УКÇИне Культура министерстви çителĕклех парать - вĕсене шăпах çавăн йышши çын кирлĕ те...