Ара ун пек качакана хăвăăртрах туянас, Акапасар. Туянас тесен çанă тавăрса ĕçлес. Ун пек качака пулмасан та натур плата е ĔÇкунĕпе ЧНК хыснине тултарма тăрăшас. Акасапар атя каялла рак пек чакмастпăр, малаллах кайăпăр.
Вихтăр // 2890.82.2880
2013.10.17 19:36
Эп ăнланнă тăрăх Акапасар пĕр тенкĕ те парас çук, ун çине шанчăк никам та тăратмасть. Унăн позитивный критик пулсан та çитет.
Вихтăр:"Туянас тесен çанă тавăрса ĕçлес." Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн: мĕнлерех туянма пулать хайхи качакана, енчен те эсмр сĕннĕ пек песплат ĕçлес пулсассăн тата пур-çук укçана "чăвашлăх" пирки сÿпĕлтетекенсене парса тăрсассăн?
Чăвашра конгреса суйласа лартмалли президентсен шутенче çĕнĕ çынсем çуки вара?
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.19 08:24
Акапасар каллех ухмаха перет.Чăвашлăхшăн чунпа ĕçлемеллине каламасăрах паллă.Вара сана ĕненмелле.Сăмахран:Лукоянов,Пил Тымарлан кунĕпе хăйсен ĕçĕнче.Станьял та çитмен вырăн хăварман аякри чăваш патĕнче.Никам та командировочный паман ăна.
Станьяла тĕрлĕ çĕре хăйĕн УАЗĕпе турттарса çÿрени çинчен бор1959 каланăччĕ. "Ав эп епле маттур!" теес шутпа каламан пуль ĕнтĕ. Пире,айвансене, "технологипе" паллаштарас шутпа çеç каланă пуль...
Васса // 3355.62.8854
2013.10.19 15:41
Ну вăрçаç,ну вăрçаç ĕнтĕ Акапасара,вăл пулман пулсан тата кама та пулин тупатчĕç вăрçма.Ĕнтĕ Акапасарĕ те сирĕн пекех чăвашлăхшăн çунакан çын, çук, тем мурĕшĕн ăна тапăнаççĕ,такки хăйсем кăна аван,вĕсем унта пулнă, кунта укçа панă, ăна хÿтĕленĕ,лешне машинапа леçсе янă...Хамăра хамăр юратманнипе кăна ытти халăхсенчен уйрăлса тăратпăр пулмалла эпир.