Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.
Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.
Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.
Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.
Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.
Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Васса, никам та вăрçăнмасть.Просто Акасапар килти чăкраш арçын пек пурне те хăй сисмесĕрех вĕренткелеме хăтланать. Анчах çак арçынăн хăйĕн мĕн те пулин( МĔН те пулин!)туса кăтартмалла, вара сăмаххисем вырăнлă пулма пултараç. Хĕрарăмсем килти трутеньсене ырламаç вĕть-ха, трутеньсем пĕр-ик уйăхлăха анчах кирлĕ Хурт Маткисене(пчеломаткăсене).
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.24 00:34
Айтар Сене Султа чаваш чарашесен конкурсе иртерер. Шупашкарта чарашсене чавашла капарлатар. Чаваш терри, чаваш кепи, чаваш самахе, пукани... курантар капар чарашра. Чараш тавра кар тарса чавашла юрлар халахпа перле. Ех, ура хусса ташлар!
Ефим Н.:"Айтар Сене Султа чаваш чарашесен конкурсе иртерер."
Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх,
Тусăмсем, пĕр çĕрелле:
Татăла пĕлми татулăх
Тыттăр пирĕн эрттеле! (Митта Ваçлейĕ).
Ефим Н. питех те интереслĕ сĕнÿ парать. Чăрăшнех чăвашла капăрлатаймасен та чăвашла ташлассси пулатех. Елчĕк районне туя кайса та Чутайсем ташланине çăвар карса пăхса тăчĕç лешсем, пирĕнпе никам та юнашар тăрса ташлакан пулмарĕ, хамăрах клуб тултартăмăр.
Васса // 1238.96.4890
2013.11.24 20:46
Çăвар карсах пăхман пуль-ха та, "вирьялсем ейкеленеç"тесе шутланă, çавăнпа ташлакансем пулман.Анатрисем вирьялсем пек ташласа хакĕсене чакармаç...
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.25 02:16
Кашни шкулта, кашни клубра, кашни хула-ялта чаваш чараше. Никам хушасса кетмелле мар. "..Елка-елка пите капар, симес-симес теттисем, Сене сул касе саванатпар Чаваш халах сайчен тусесем.
Якур // 1761.4.6283
2013.11.25 07:58
Ефим,Васса парăр сĕнÿсем,çывăрма ан парăр Çĕнĕ-кив конгреса.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.12.05 00:06
Алак сумнчи шанкрава кана пусмалла -чавашла кеве янраса каять "Пис-пис палан...", тепре пусан "Кай-кай Ивана..", тата тепре -"Ма хитре -ши Шупашкар ураме...".60 юра! Никам хушмасарах, чун ыйтнипе сакан пек звонок шухашласа каларна пер астасе. Кам хай хавттерне чаваш кеввине итле-итле кересшен? Пур-и ун пеккисем?