Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Знание умножает скорбь, седину и морщины.(Мавпа)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273647 views

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (270)]

Comments:

Атнер // 3913.58.4645
2013.11.02 12:53
Конгресăн ревизи комиссийĕ питĕ нумай "криминал"тупса палăртнă ЧНК ертÿçин схемисенче.Сăмах пырать çĕршер пин пирки.Ахаль мар сьездра 2-3 минутран ытла калаçтармарĕç архипоффа.Çăлкуç кафе директорне Игнатьев грамота пачĕ,а куна вара асăнмарç те.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.03 10:37
Эп шутланă тăрăх,Тимĕр"хисеплĕ ятсене" тĕрлĕрен "варягсене" валеçсе пама шутламан та, шутламаç те.Тимĕр"хисеплĕ ятсене" тивĕçлĕ çынсене парасшăн, памаллах пулсан. Анчах кам тивĕçлипе тивĕçлĕ маррине Акасапар татса паримаç, халăх татса пама тивĕç.Аршинова Патшалăх Думинче пирĕн республикăн депутачĕ пулма пултарни Архиповăн тата Акасапарăн чи пысăк ŸСĔМĔ( природа не терпит пустоты-хамăр пултаримаспăр пулсан).
Agabazar // 1183.19.7251
2013.11.03 20:25
Agabazar
Хамăр пултаримаспăр пулсан тени —фашизмпа тан. Хамăр пултараймастăр, варягсем пултараяççĕ имĕш. Чăваш никамран та катăкрах мар.
Agabazar // 1183.19.7251
2013.11.03 20:42
Agabazar
Чăвашăн "пултарса" мĕн тумалла тет вара? Хăйĕн халахне сутмалла-и Мускаври çемçе пуканшăн? Депутатсене, министрсене мĕнле меслетпе уйăрни паллă вĕт. "Вертикаль" текен сăмах пур. Чăваш никамран та катăкрах мар.
Якур // 3954.31.0990
2013.11.03 21:52
Г.Максимов:"Çавăнпах-тăр Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче культура сферин пĕр представителĕ те çук. Тутарстанра та, Пушкăртстанра та вĕсем пур. Ку çеç те мар, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ те депутат мандатне илме «тивĕç» пулаймарĕ, Общество палатинче те ун валли вырăн тупăнмарĕ. Çак тӳнтерлĕхе ăнлантарма сирĕн рецепт пур-и?". Кунта пĕтĕмпех каланă "хамăр пултариман пирки".
Agabazar // 1882.38.3739
2013.11.04 08:33
Agabazar
ТИВĔÇЛИСЕМ ЧĂВАШ ХУШШИНЧЕ МĂЙ ТАРАН. Чăваш никамран та катăкрах мар.
Тимӗр // 1081.45.1880
2013.11.04 09:16
Катăкрах пуль çав.Вăрçăсăрах çур миллион çухалтăмăр 20çул хушшинче.Çав вăхăтрах вăрçăна пăхмасăрах теприсем хушăнса пыраççĕ.Тивĕçлисем мăй таран пулсан ăçта пытанса пурăнаç вĕсем?
Якур // 2038.98.6049
2013.11.04 09:21
Паллах, пур тивĕçлисем.Анчах та Акасапар килĕштерекен система Тивĕçлисене яма пултаримаç!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.04 11:20
Чи тивĕçли,паллах,Акасапар! Нимрен те катăк мар Акасапара в Госдумăна е Федераци Советне. Тавай паянтан пуçлăпăр çак юхăма: Акасапара в законодательные и представительные органы власти РФ!
Agabazar // 7613.7.7870
2013.11.05 05:38
Agabazar
Тимер, саламлатăп!!! "Вырăс маршĕ" ирттерекенсене вирлĕ хурав панă ятпа! Чемберленсем чĕтресе тăччĕр! Мĕн пирки каланине пĕлетĕр! http://www.irekle.org/news/i1450.html

Pages: 1, ... 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters