Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.
Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.
Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.
Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.
Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.
Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Атнер, терес калатар, кам чарать пире "чаваш" ятпа утма?! А.Юрату, ав, Турцире те ытти халахсем хушшинче чаваш ялавне йатса утать (никам та чармасть! никам та хушмасть!)
Agabazar:"Атнер хăта, "Первомай" пирки калан-ха..." Куратăр пулĕ, кунта, ав, эпĕ те, яланхи йĕркене пăсса, çынна иккĕмĕш сăпатри пĕрреллĕ хисепре асăннă.
Кур-ха Акасапар мĕнле кутăнлашать.Унран Атнер тÿррĕн ыйтать "Первомай" пирки, анчах Акасапар тем çинчен те калаçма хатĕр, только "Первомай" пирки мар.Хун ĕмĕрÿнте пĕрре тÿррĕн, хÿрене вылятмасăр хуравла.
Акапасар,тĕрĕс каларăн русский марш утакансене сивлесе.Атнер сана конкретнă япала сĕнет.1 майра демонстрацинче чăваш колоннине тăвасси пирки.Влаç чармасть.Давай пĕр ĕç хăвăн çине ил.Тен Архипофф конгресран кайсан халь хăрамĕ хутшăнма?
Акасапар нумай ан попле, йĕркеле колонна, ертсе тух чăваш тумтирĕпе хастарсене. Хăв, паллах, шупăрпа. Шупăру çук пулсан парап сана адрес: В.А.Ивановăн(ЧНК-ра вице-презик пулнă) паянтан ахалех çакăнса тăрать килте-халь вăл сцена çине тухма пăрахнă,сана парать ахалех лайăх калаçсан.
Васса // 2740.10.4477
2013.11.21 10:41
Çитет ĕнтĕ, чăваш арçынĕсем, пĕр-пĕрне вăрçтарма, юнашар ларса калаçнă пулсан сĕтел айенчен чĕпĕтсе илнĕ пулăттăр ĕнтĕ пĕр-пĕрне, çынсем курман чух.Çитет,тăрантартăр.
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.21 11:35
Эпир Тымарлансемпе чăваш колоннинче утнă.Чăваш факультечĕсене курман.