Светлана И.:"Надо же, чувашскому языку деньгами заманивают." Калап вĕт çапла тесе: "шпийон" пек çын каланине хăлхана чиксе çÿрекенсем пур авă — чăваш чĕлхипе чăнласах пурнăçра усă курас текенсем çукрах... "Надо же" текелеççĕ мар-и!
Чĕлхе пĕлекен çынна хавхалантарасси — пиртен тухнă йăла мар!
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.29 09:10
Тимер калашле пĕтĕмпех хамăртан килет тени каллех тĕрĕс пулнине палăртать лавккасенче чăвашлăха хисеплени.Нимле хуçа та хушса тÿлемĕ сутуçăна чăвашла пĕлнишĕн.Çулталăкра пĕр-ик çын кăна ыйтать чăвашла.Тымарлан пек принципла таварне илмесĕр тухса кайаканни кам пур?
"Чĕлхе пĕлекен çынна хавхалантарасси—пиртен тухнă йăла мар!"-тет Акасапар.Тĕнчере темле Йăла-йĕрке те пур-тăр.Малтан чăн чăвашсен чăвашла хитре поплемелле кăкăра çапмасăр куллен кун, вара ыттисем те çав пархатарлă ĕçе кÿлĕнĕç.Калаçма ыйтни, хистени нумаях пулăшаймĕ.
Атнер:"...пĕтĕмпех хамăртан килет..." ĂÇТА РЕЗУЛЬТАТ? Атнер:"... Тымарлан пек..." ĂÇТА РЕЗУЛЬТАТ? bor1959:"... Малтан чăн чăвашсен..." ĂÇТА РЕЗУЛЬТАТ? bor1959:"...Калаçма ыйтни, хистени нумаях пулăшаймĕ..." ЫТТИСЕМ ПЕК ыйтса пăхăр-ха, хистесе пăхăр-ха малтан, вара пĕтĕмлетÿсене тăвăр кайран.
Мĕн результачĕ кирлĕ сана Акапасар.Кашни хăйшĕн яваплă Аслă Киремет умĕече.Несĕлсем ыйтаç санран.Тепĕр тесен результат пур.Нумай чăн патриотсем çемьере чăвашла кăна калаçаççĕ ачисемпе.Акапасарсăр пуçне, паллах.
Вихтăр // 3913.58.4645
2013.11.29 17:43
Атнерпе bor "чарăнăр-ха" калаçма,Результат Акапасарăн кăна пулма пултарать.Результат пулать Тепĕр 100-200-...900 çултан,анчах Акапасарăн.Акапасарăн ку пурнăçра та Нимле Результат та çук,вăл пытанса пурăннипе пулма та пултараймасть.
Вихтăр // 3913.58.4645
2013.11.29 17:51
И.Я.Яковлев та, А.Г.Николаев та яланах каланă:чăвашлăха, тăван чĕлхене аталантарасси кашни чăвашăн тивĕçĕ тесе.Çав шутрах чăваш каччин-Акапасарăн та.
Журналистăн шалувĕ, ман шутпа, мĕнле чĕлхепе калаçнинчен килместь. Вулакана интереслĕ тăк, вăл вулать. Вулать тăк хаçатăн рейтингĕ хăпарать, бюджечĕ те ÿсет, хальхи журналистăн та шалу укçийĕ хăпарать. Кунта шахтăрипек тоннăшăн тÿлемеççĕ. Чăвашла калаçма пĕлнĕшĕн укçа ыйтма тытăнсан пĕтрĕмĕр вара!
Чĕлхе пĕлекен çынна хавхалантарасси — пиртен тухнă йăла мар!