Трахомлă,пыйтлă çĕрпÿртре пурăнаканнисене курман=и вăл?.Чăваш мĕн авалтан мунчара милĕкпе çапăннă.Вĕсем пек вĕри кăмакана тăлăп тăхăнса кĕрсе выртса тарламан.Суять ку хисеплĕ ватă.Апполинарий атте пачăшкă велосипетпа çÿретчĕ.Ку вара шикарный мерседеспа.
Рязаньре 1976 çулта ялĕсем уш арканнă та ĕнтĕ, вĕсен килĕнче простынь мар, кравачĕсем те юлман-тăр. Тем тесен те ку сăмахсене Варнава шутламасăр каланă. Акасапар туп-ха, тархасшăн, мĕнле ялта пулнă ку истори. Кайса килетпĕр вăл яла, курса калаçăпăр сывă свидетлĕсемпе.
Суймасть пулĕ çав Варнава атте. Эпĕ хам 1982-мĕш çулта вĕрентекен ĕçне пуçларăм. Ун чухнех пире ялсем тăрăх ачасен килĕсенче мĕнле пурăннине тĕшкерме яратчĕç. Кашни классрах ик-виç ача пыйтăллăччĕ. Хам та киле чутах ертсе пымарăм.
Маншăн вырăс чĕлхи иккĕмĕш тăван чĕлхе.
Мĕн пĕчĕкрен атте-аннепе, ял хушшинче, шкулта чăвашла калаçса ÿснĕ. Пĕчекренех хуларан çулла хăнана килекен ачасемпе, пичче-аппасемпе вырăсла-чавашла калаçса уснĕ.Чăвашла та, вырăсла та калаçатăп, çыратăп, Чавашра пулсан та, Мускавра ĕçленĕ чухне те. Кам та пулин чăвашла калаçма чарнине е айкăн пăхнине асăрхаман (хамăр чăвашсем хамăр чăвашрисĕр пуçне), ытларах эсир мĕнле чĕлхепе калаçатăр тесе кăсăкланаççĕ.
Эпĕ икĕ чĕлхе пĕлетĕп, чăвашла тата вырăсла, вĕсем ман чун- чĕрере, пуçра, эпĕ вĕсемпе ĕмĕрлехе пĕрле, çакăнпа эпĕ мăнаçланатăп!!! Сире те çавнех сунатап!
Arayen, итлетĕп-итлетĕп те сире, темĕн, шансах пĕтерейместĕп. Пафос текенни ытлашши нумай. Коммунизм патнелле ăнтăлни çинчен калани çеç çитеймест. Тен, çапах та, пĕлĕтрен çылăхлă çĕр çине анмалла? Çитет пуль халлап çапса?
Никам та чăвашла калаçма чармасть, тĕрĕс çырать Arayen. Пачах урăхла, икĕ чăваш тĕл пулса вырăсла калаçнине илтсен вырăссем вара "Эсир мĕншĕн иккĕн чăвашла калаçмастăр"-тесе ыйтнине илтнĕ,астăватăп.