Мĕнех çырнă-ши Якур кÿрентермеллех? Акасапар пурне те кÿренÿллĕ сăмахсемпе витет. Унăн мĕнле приоритет, преференци пур вара Админтан? Вăл в Совете Директоров штоль?
"...И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чăвашсем-им?..."
Яковлев пирки расистларах шухăшлакансем çапларах сÿпĕлтетнине илтнĕ:"Ун пек ăслă та пултаруллă çын чăваш пулман пуль, ахăртнех Кăнна-Кушкине килсе лекнĕ пĕр-пĕр вырăс вăрлăхне хăварнă-тăр; ара, чăваш ăçтан апла ăслă пулма пултарĕ?" Чăннипе вара кăннакушкисем Яковлевăн ашшĕ кам пулнине питĕ лайăх пĕлнĕ. Кун пек япалана ялйышран пытараймастăн. Вăл çын — Баимкин хушаматлă вырăнти чăваш хресченĕ. Çав хушаматла çынсем ялта халь те пур.
Чăвашла вулама-çырма чăваш 19-мĕш ĕмĕрччен пĕлни çинчен кăтартакан документ пур-и? Çук. Атăлçи Пăлхар халăхĕ хальхи чăвашсен маçакăшсем пулнине çирĕплетекен документсем те çук.Шеремет тутарĕпе чăваш ниепле те Пăлхар историне пайласа илеймеççĕ. Мĕн пуррипн çырлахса, килĕшсе малалла ниепле те аталанаймаспăр вĕт, сÿпĕлтисем.
Иван Яковлевич Яковлев, вырăс ачи, чăваш халăхне çутта кăларас ĕçпе хăйĕн ĕмĕрне ирттернĕ. Вăл пирĕн мăнтарăн халăхăмăра вулама тата çырма вĕрентес ĕçе пушă вырăнтан пуçарса янă. Н.Ашмарин, ку та вырăс çынни, ĕмĕрĕпех чăваш халăх сăмахсарне (сăмахлăхне-и) словрьне, вырăсла каласассăн, пуçтарнă. Чăваш сăмахĕсем вырăс çынни тăрăшнипе çеç сыхланса юлнă вĕт, тăванăмăрсем! Икĕ вырăс çыннине кăна илсе кăтартрăм кунта сире. Анчах та ку вырăс чĕлхи пирĕншен мĕне пĕлтернине палăртма кирлĕ пулĕ.
Эпĕ чăн пулса иртнине тÿррĕн каланинче мĕнле фашизм тупнă вара, Акапасар. Хамар камне, тата мĕнле халăхран тапранса кайнине те пĕлейместпĕр пулсассăн, хальçине, паянхи куна мĕне юрăхлине палăртма тăрăшмалла хуть пирĕн, чăвашсен.
Мĕн вăл пирĕншĕн, вырăс чĕлхи? Вырăс халăхĕ çумĕнче, вырăс халăхĕпе пĕрле, пĕр çĕршывра, пĕр тĕллевпе пĕр утаспа пурнăç çулĕпе утнинче! Çакă вара фашизм-и, Акапасар?