Тымарлан чăваш чĕлхине хÿтĕлесе нумай нуша курнă.Унсăр пуçне никам та цивилизованно,трибуна çинчен кăшкăрмасăр,пиар тумасăр,чиновниксенчен кĕтсе лармасăр судра пире хÿтĕлекенни пулмарĕ.
АКасапар судсем тăрăх çÿримаç пуль,хавшакрах ун пек паттăрла ĕçсем тума.Тата- унăн вăхăчĕ те çук, Муркаша та виç сехетлĕх кайса килимарĕ вĕт.Тата- интернетăн асамлă тĕнчинче çÿреме те вăхăт самаях кирлĕ.Тата-çăкăр-тăварлăх ĕçлесе те илмелле вĕт.
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.03 23:44
Акапăсар, ăçта каянть? Суда-и?
Микула // 3913.58.4645
2014.02.04 12:24
Мĕн те пулин тумалла.Уссăр лараттăр интернетра бездельниксем интелигентсем.Чăвашсем вăтанатăр магазинра чăвашла çăкăр ыйтма.Кайăр Хусана курма.
Микула:"Мĕн те пулин тумалла.Уссăр лараттăр интернетра бездельниксем интелигентсем."
Интернетра эпир лармасан — ыттисем лараççĕ. Кунтан тарнипе никама та хăратаймастăр. Пĕчĕк ачасем пек хăтлантарасшăн çынсене: лешсем хăрушлăх курсанах куçĕсене хупаççĕ -çапла майпа хăрушлăх çухалать имĕш. Е страус пек: пуçне хăйĕн "кайри шăтăкне" чиксе хурать.
Микула:"Чăвашсем вăтанатăр магазинра чăвашла çăкăр ыйтма."
Хăвăр мĕнлерех-ши? Хăвăра курасчĕ çавнашкал лару-тăрура. Пур кунта сирĕнсĕр те çавнашкал каппайланакансем. Виртуаллă тĕнчере е кăмака çинче пурте паттăр, пурте "улăп"...
Микула:"Кайăр Хусана курма."
Мĕн курмалли пур унта курмалли? Хусан - Шупашкартан та вырăсларах хула. Шел пулин те. Пурăнакансенчен ытларахăшĕ те вырăссемех. Тăван чĕлхене еплерех аталантармаллине вĕренес тесен Хусана мар, Львова, Таллина, Ригăна кайса курас пулать.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.05 10:04
Чăвашла ыйтакнсем пайтах.Тымарлан,Илле,Тимер,Арслан,Валем-пур вĕсем.Тимер сурхури ирттерни пирки чăваш телевидени кăтартрĕ.Тĕлĕнмелле.Çавăн чухлĕ маттур чăваш пухăнма пултарнă.Кун пек пулсан тутарсен умĕнче те намăс пулмĕ чăваша.
Атнер:"Çавăн чухлĕ маттур чăваш пухăнма пултарнă."
Чăнах та маттур иккенне епле меслетпе тĕрĕслерĕр? Пире те паллаштарăр-ха çав меслетпе!
Атнер:"Кун пек пулсан тутарсен умĕнче те намăс пулмĕ чăваша."
Камсем вара вĕсем, тутарсем, вĕсен умĕнче намăсланса тăма? Ытла та чăваша яланах çĕр çумне лапчăтасшăн-çке ку атнерсем!
Акасапар пуш параппан çапса ан лар-ха!Хăв мĕн çинчен калаçнине те манса кайрăн пулмалла.Калаçмастпăр прибалтсем çинчен,вĕсем аякра.Пирĕн кÿршĕсем тутарсем,эпир вĕсенчен хавшакрах пур енчен те:пурнăç шайĕпе, лидерсем пуррипе, мăнаçлăх пуррипе,пĕр пĕрне ăнланма тăрăшнипе.Анчах Акасапар пур пулăмсене те хирĕç,мĕншĕн тесен ку пулăма Акасапар пуçарнипе туман.Эпĕ халь кăна ăнланатăп:Акасапар Советсем вăхăтĕнче мĕнлерех карьера тума пултарнине.
Тутарсемпе мĕн танлашмалли.Акапасар хăй те лайăх пĕлет.Попробуй тутар лавккинче сутуçă тутарла ыйтсан "скажи нормально"-теме.Шупашкарта Тымарлан чылайччен кĕрешрĕ чĕлхемĕршĕн.Кунти виртуаллă "паттăрсем" айкинчен пăхса чĕтресе тăчĕç.Хăйсене хăйсем лапчăтрĕç.