Акасапаркка,ăçта эс курнă мухтаннине. Санран ыйтаççĕ конкретнăй япала, сан каласа памалли ним те çук. Санаран ыйтаççĕ:" мĕнле те пулăм турăн-и?"-тесе.Сан сăмах çук,эсĕ пуш-пушă.Çавăнпа сăмаха урăх тема çине пăрса яратăн. Кирпĕч шутлани çинчен калаçма пуçлан. Кала тÿррĕн: "Эп вăл пулăмсене хутшăнмас, ĕçрен кăларса ярасран хăрап, ман ачасене тăрантармала"-тесе.Ку честнă пулать,сана ăнланма тăрăшатпăр. Кирлĕ-кирлĕ мар воззванисем ан çыр,вĕсем сан пуш-пушă.
Конми // 1855.03.4859
2014.01.28 03:49
Катăклăх туйăмĕ пусахламан пулсан сирĕн постсен авторĕсем чылайăшĕ хăйсене европеоид теттерессишĕн чунĕпе вĕчĕрхенмен пулĕччĕ.
Эпĕ ватă. Интернета тухма тинтерех çеç май тупрăм. Суккăрланса пыратăп. Эпĕ регистрацилен нине урăх темăсенчи çырусем тăрăх пĕлетĕр. Сирĕнпе урăхла еплерех çыхăнмаллине тавçăрма йывăр мана.
Пуçлăхсен вĕрентÿри наци политикине юсама чылай (РФ шайĕнче те) тăрăшрăм, "çиле хирĕç сурма" шикленмерĕм. Тÿре-шарана мăкланнă каскана евĕр тапратма-хускатма йывăррине туятăр. Анчах ку ĕçе тăвас пулать.
Конми // 1855.03.4859
2014.01.28 03:59
Сирĕн сайт "Чăваш халăх канашлăвĕнчен" уйрăм-им? Е юриех пытанатăр, манăн сĕнÿсене, шухăшсене тураса-касса якататăр.
Конми // 1855.03.4859
2014.01.28 04:20
Тĕлĕнтеретĕр. Сирĕн эппи çыру (эпиграф) наци элитине шиклĕхпе катăклăх туйăмĕпе минретнине асăрхамастăр-и вара? Вăл "Çиле хирĕç ан ... Йĕммÿне йĕпетĕн" тенипе пĕрех. Шел, пурнăçăм çакăн евĕр "мăчисене" тÿрлетме тăрăшсах иртсе кайрĕ.
Ан куллян Конми-хăта.Пурнăç Ахалех иртсе кайрĕ тени тĕрĕсех мар пулĕ. Ахалех пурнăç иртсе пырать тĕрлĕрен "мучисен". Киремет пурне те шута илеть, чи вырăнли пурнăçра асатте-аттесен ятне яманни ман шутпа.
Тай // 3913.58.4645
2014.01.29 16:05
Сурхурине ма пире ченмен вара Тимер текенни.Эпир те пулашма пултаратпар чан-чан чавашсене.Пурте совет кана парса ларасшан ату кунта .Еслесшен мар.Прахса параса кетсе ларас власрен пенионерсем-инвалидсем мар пуль.
Тай,пăлханма кирлĕ мар. Малта çăварни уявĕ,Çур Аки уявĕ. Хутшăнма пултаратăр. Пĕлтерÿ пулать,пулăшу(май килнĕ таран)хапăлласах йышăнать йĕркелÿ ушкăнĕ.