...Кам эсир, сире евит туса тăма? Командир-и? Патша-и? Мĕнле тивĕçпе эсир кунта ыттисене приказсем парса ларма пултаратăр?
Мĕн тăватăр Ленинпа? Луччĕ шутлăр: Мĕншĕн Тимĕр çавнашкал "ленинла" сăмахлать? Мĕншен Еххĕм текенскер те çав юррах юрлать?
Конми // 4756-8546
2014.01.23 15:16
Шикли -шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ. Пăрахар кĕрĕк е тăлăп айне пытанма.Чăваш ача сачĕсемпе пуçл. шкул валли хатĕрлекен фак-сене ЧППУ-ра хупни 3 -4 çул иртрĕ. Ачасене ăстăнне катăклăх, нишлĕх синдромĕпе тата тарăнрах амантатпăр. Мĕншĕн пи-рĕн чĕлхе, истори çинчен халăха пĕлтерместпĕр? Аттил пирĕн чĕлхепе калаçнă (А.Мудрак), пирĕн чĕлхене сĕм авалхи чĕлхе тымарĕсене упраса хăварнă тесе США, Голланди унив-сенче (тен ур- че те) вĕрентнине пĕлетпĕр. Çитĕ пĕр-пĕрне çисе ларма! Чăнах та хăсас килет вăтам сийри ентешĕн çакна курма, çампа вăл Мускава ĕрĕхет. Выртан каска мăкланнă... Çĕрсе выртар марччĕ вăхăтсăрах! Чăваш маршĕ те тен кирлех пулĕ.
Конми // 4756-8546
2014.01.23 15:38
Эп тахçанах регстрациленнĕ. Ан сехĕрленĕр. Ман постсене мĕншĕн кастрацилетĕр? Катăклăх - патшалăх пуласлăхĕшĕн хăрушă туйăм. Çакна кашни политик пĕлмелле. Вăл çыннăн ăстăнне курайманлăхпа (патшалăха, халăха, ашшĕ-амăшне, ытти этемсене) тултарса арпаштарать. Наци туйăмĕ кашни халăхăнах тивĕçлĕ шайра пулсан - патшалăх тăнăçлă.
«Эп тахçанах регстрациленнĕ. Ан сехĕрленĕр.»
Регистрациленнĕ пулсан — логинăрпа тата вăрттăн сăмахпа усă курса сайта кĕрĕр те çырăр — вара эсир мĕн сырнисем тӳрех курăнĕç. Хăвсамăр «Хăна» пек, сайта кĕмесĕр çыратăр тата темле катăклăх пирки сӳпĕлтететĕр. Кайран тата сирĕнешкеллисем суя сăмах сараççĕ...
Конми:"Чăваш ача сачĕсемпе пуçл. шкул валли хатĕрлекен фак-сене ЧППУ-ра хупни 3 -4 çул иртрĕ"
Кун пек пулăмсемшĕн ку сайта çырса тăракансенчен чылайăшĕ, шел пулин те, савăнать кăна. Вĕсен шучĕпе, патшалăх хутшăнмасăрах чăваш тĕнчине малалла аталантарма пулать имĕш. Вĕсен ялан пĕр юрă: Кирлĕ мар,Кирлĕ мар,Кирлĕ мар,Кирлĕ мар,Кирлĕ мар,Кирлĕ мар,Кирлĕ мар,Кирлĕ мар,....
Çурма путвалти кафе пеккисенче сурхури пеккисем ирттеркеленипех малалла кайма пулать имĕш.
Малалла мĕнле каясшăн эс,Акасапар,программăра çырса кăтарт-ха?Тахçанах ыйтатăп, турă пул-ха маншăн! Аттун путвалти кафере сурхури пекки,Вăрманкас çырминче Юпа уявĕ пекки, Çуркунне Çăварни пекки тата ытти те,тата ыт. те. Хăв укçу-тенкюпе пулăм йĕркелесе кăтарт-ха çурма путвалта мар,а МегаГалакси керменĕнче те пулин. Аттун Киеври ресторана пулсан татах лайăхрах.
bor1959:"Хăв укçу-тенкюпе..." РАÇÇЕЙРЕ ПАТШАЛĂХ ТЫТĂМĔСЕМ, СЛАПУХ ТУРРА, АРКАНМАН-ХА. АНАРХИ ПУÇЛАНМАН-ХА. МИНИСТРСЕМ ТЕ, ЫТТИ ТИЕКСЕМ ТЕ "ТАР КĂЛАРСА" ĔÇЛЕÇÇĔ.
bor1959:"Малалла мĕнле каясшăн эс,Акасапар,программăра çырса кăтарт-ха?" Программăна Акапасартан мар, тÿре-шараран ыйтмалла. Паралеллĕ влаç тума хăтланакансене кирпĕч шутлама яраççĕ.
Сурхуринче Станьял,Мадуров,Кибеч,Праски Витти,Енилин,Н.Егоровпа Тафаев профессорсем тата ыттисем пулнă.Халиччен нихçан та пĕр кĕрекере ларма тÿр килмен вĕсен.Акапасарăн пуç мимми ăнкараймасть ку пулăма хаклама.