Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -6.7 °C
Все можно познать, только не самого себя.(Стендаль)
 

Ad

Agabazar: Тӗрӗс ҫырмалли йӗркевсем епле пулмалла?

Agabazar09.02.2014 11:1928090 views

Чӑваш сӑмахӗсене епле ҫырас ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗ пуху ирттернӗ. http://www.youtube.com/watch?v=SIVO ... eature=youtube_gdata

Кун пирки ҫавӑн пекех ак ҫакӑнта пӑхма пулать: http://chuvash.org/news/4844.html

 

Тен, ҫакӑн пирки хӑйсен шухӑшӗсене калас текенсем ҫак Блорумра та пулӗҫ. Атту ав леш хайхи пухӑва хутшӑннисем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, пӳлеҫҫӗ пӗрне-пӗри. Ҫав вӑхатрах ку пирӗн лаптӑкра вара ҫав ыйтусемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫма пулать. Калӑпӑр, хайхи пухӑва хутшӑннӑ ҫынсен те кунашкал майсем пур. Хапӑл тӑватпӑр!

Ҫавӑн пекех ак ҫак тӗле те пӑхса илме сӗнетӗп: http://pkanash.chv.su/5_92_1.html

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (64)]

Comments:

Agabazar // 2636.94.8258
2014.06.02 17:17
Agabazar

"Ума" тата "Умма" — иккĕш те тĕрĕс!


"Çума" тата "Çумма" — иккĕш те тĕрĕс!

Agabazar // 4149.62.6696
2014.06.03 11:57
Agabazar
Ум сăмах пару падежĕнче "Ума" пулать. Ум > Ума.
Ум сăмах туртăм категорийĕн пĕрремĕш сăпатĕнче, пĕрреллĕ хисепре Умăм пулать. Умăм сăмах пару падежĕнче Умăма пулать. Ă сасă тухса ÿксен Умма тăрса юлать. Ум > Умăм > Умăма > Ум(ă)ма > Умма
2014.06.09 16:26
Аксар Чунтупай
Халĕлĕх=>Хал(ĕ)лĕх=>Халлĕх
Наука енчен ăнлантарса паман (ăнлантарма пĕлмен) абракадабра çеç ку!
2014.06.09 16:27
Аксар Чунтупай
Мускавра чăхсене сăваççĕ тет тени ку!
2014.06.09 16:30
Аксар Чунтупай
Халап шайĕнчи ăнлантару... Кунпа нихăçан та килĕшместĕп. Тата... пустуй пакăлтату. Кун пек версисем хыççăн кайсан чĕлхе науки пĕтрĕ тесе шутла...
2014.06.09 16:33
Аксар Чунтупай
"Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс. Орфоэпи правилине те тÿр килет: хытă сăмахра (сыпăкра) хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан çемçелĕх палли лартмалла. Çавă çеç. Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Анчах "мунча" йышши сăмахсенче çапла çырма йышăнман. Ку чĕлхе саккунĕсен консенсусĕ (килĕшĕвĕ).
Agabazar // 3143.29.7268
2014.06.10 10:04
Agabazar
Аксар Чунтупай:<<"Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс.>>

Эпир те çавнах калатпăр вĕт! Мĕн уçă алăка çĕмĕрсе кĕмелли пур! Анчах та альтернативлă меслет те ТĔРĔСЕХ! Анчах та "ь" паллă сывă ÿте тăрăннă шăрпăк пек курăнать. Çапла ăс парать пире

Элĕкре пурăнакан гени, Н.Ларионов!

Agabazar // 3143.29.7268
2014.06.10 10:15
Agabazar
Аксар:"Халĕлĕх=>Хал(ĕ)лĕх=>Халлĕх
Наука енчен ăнлантарса паман (ăнлантарма пĕлмен) абракадабра çеç ку!"

Мĕнле "наука" кирлĕ сире? Тĕнчере "халĕ" сăмах пур-и? — Пур! Ун çумне лĕх аффикс çыпçăнма пултарать-и? — Пултарать!!!!!!! Варринчи "ĕ" сасă тухса ÿкме пултарать-и? — Пултарать!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!! Ĕ сасă тухса ÿксен мĕн тăрса юлать? — Халлĕхе! Тата мĕнле "наука" кирлĕ кунта? Тен интегралсемпе дифференциалсене хута ямалла? :-) Тен А.Эйнштейнăн релятивизм теорине шута илмелле? :-)
Agabazar // 3933.04.7659
2014.06.15 12:57
Agabazar
Аксар Чунтупай:<<"Хальлĕхе" тесе çырни тĕрĕс. Орфоэпи правилине те тÿр килет: хытă сăмахра (сыпăкра) хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан çемçелĕх палли лартмалла. Çавă çеç. Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Анчах "мунча" йышши сăмахсенче çапла çырма йышăнман. Ку чĕлхе саккунĕсен консенсусĕ (килĕшĕвĕ).>>

Халлĕхе орфграммăра "ь" паллă çукки çемçен калама ним чухлĕ те чăрмантармасть. Консенсуса çынсем тăваççĕ, чĕлхе саккунĕсем мар.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.15 18:54
"падеж" сăмаха чăвашла е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахпа улăштарса çырма май тупма пулĕ-ши?

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters