Улатăр районĕнче Çам ятлă ял пур пек астăватăп. "Шумы" поççолăкне çапла калаççĕ-ши? Татсах калама хĕн. Кивĕ Эйпеçпе юнашар Паснапуç (Новые Выселки) пур. Хăшĕсем ăна "Çĕнĕ Выççăлккă" е "Çĕнĕ Выçли" (?) теме пăхаççĕ. Анчах та вăл тĕрĕс мар. Полукиря чăвашла Савут (тахçан унта завод пулнăран-ши?). Киря, паллах, Кире, анчах та çав ятлă юханшыв Хĕр пулать.
Якур // 7012.9.3218
2014.02.26 22:07
Пит лайăх ĕçлет Акапасар. Карта ăсталасси шăп та лăп унăн турă тата ашшĕ амăшĕ пилленĕ ĕçĕ. Маттур,килĕшет.
Ырă вахăт сире кирлĕ ĕç туса пыма!!!

1. Картăна пичетлесен эпĕ илетĕп.

2. Чăвашень картине пĕтĕм пĕчĕк ял, сала ячĕсене кĕртме чăн та майлăмар пуль.

3. Апла пулсан, ĕçе малалла тăсас тесен, малашне тата районсен картисене чăвашла тума пулать. Унта географи ячĕсене нумайрахта, тĕплĕнрехте тума пулĕ.

4. Пичетлес умĕн картăна сайтра терлĕ çынсем пăхса, хĕйсен курнă йăнăшсене тата хăйсен районĕсенчи ятсен е ялĕсен ячĕсене чăвашла мĕнле пулнине тĕрĕслесен, кирлĕ сĕнÿсемпе улшăнусем кĕртме хистесен аван пулĕ.
Агабазар, килĕшетĕп.Çавăнпа пĕрлех кашнин çырăвĕнче, хăвăр мана ăнланнă пулсан та, вырăс-чăваш чĕлхисене уйрăмлатса, хирĕçлетсе тÿрлетме тăрăшмасан лайăхчĕ...

Эпир пĕр-пĕрне ăнлансан, вырăсла-и е чăвашла-и, вырăс чĕлхинчи пек е тата урăх чĕлхери пек çырни, калаçни пирĕн чĕлхене аталанма тата пире пĕрле малалла утма канчĕрлемĕ...
Ясная Поляна текенскерне темшĕн çаплах хăварнă (Апрушнай темелле)
Шăмăршă районĕнчи карапайпа юнашар Çĕнĕ Тăрăн (Тăрăн мар!)
Йĕпреç районĕнчи поççолăк Пăва мар пуль. Буински.