Маниччен каласа хăварам-ха.
Хăшпĕр ялсен чăвашла ячĕсем пур, анчах паянхи кунччен те вĕсемпе усă курасшăнах мар. Патăрьел районĕнчи Ясная Поляна чăвашла Апрушнай
Admin:"Официаллă епле — эп çавăн пек кĕртĕп." Темĕн, чăннипе чăвашла официаллă ятсем çук пуль. Никам та вĕсене документпа çирĕплетмен. Йăлана кĕнĕ ятсем темелле пуль.
Тав, Кашкăрçырмине кĕртрĕм. Лешĕ Çăханвар мар, Çĕнĕ Вăрăмпуç ятлă. Вăрăм та кĕртсе тăмарăм. // энциклопедире «Çĕнĕ Вăрăмпуç, Вăрăмпуç» тенĕ... «Вăрăмпуç»-па кĕртес — инçе те мар унашкал тепĕр ял пур... Хайхисем унтан куçса тухнă пулинех.
Admin:"Лешĕ Çăханвар мар, Çĕнĕ Вăрăмпуç ятлă." Çăханвар вырăсла Вороново пулма кирлĕ. Пĕлместĕп, тен, ăна урăхла "Çĕнĕ Вăрăмпуç" та тесе калаççĕ пуль....
Çавăн пекех Патăрьел, Шăмăршă таврашенче темиçе ятлă ялсем пур. Кĕçĕн Патăрьел —чăннипе халăхра Йăлăм е Йăлăм Патăрьел теççĕ. Çĕнĕ Чукал — чăннипе Пулмантăш (Вырăс Чукалĕпе юнашар).
Улатăр, Пăрачкав таврашĕсенчи ятсемпе те тертленме тивет пуль...
Тавах, каярах тӳретĕп.