Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+0.3 °C
Сила желания пропорциональна строгости запрета.(Бертран Рассел)

Ad

Аçтахар Плотников: Путин Буш ҫулӗпе каяс тет пулас

Аçтахар Плотников07.03.2014 23:4930736 views

Лента пӗлтерет:

«Посмотрите на рейтинг Путина, который сейчас зашкаливает — это уникальное совершенно явление, оно продолжается, когда лидер страны тем более на фоне таких турбулентностей не только сохраняет свой рейтинг, а он его увеличивает», — заявил Песков.

Кунта ним ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ку ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче АПШ президенчӗ Буш утса пӑхсаччӗ. Суйланас тесе вӑл Иракра вӑрҫӑ пуҫланӑччӗ. Ҫапла май вӑл халӑха патшалӑхри йывӑр лару-тӑру пирки мантарса патриотизм хумӗ ҫинче пуканне сыхласа хӑварчӗ. Мӗн калӑн — вӑрҫӑра ӗҫсем чӑн та лайӑх пыраҫ пулсан — патшалӑх пуҫлӑхӗн те рейтингӗсем ӳсеҫ. Ку — чӑнлӑх. Анчах ӗҫ-пуҫ япӑхланма тытӑнсанах, салтаксем вилме пуҫласанах — пӗтӗмпех кутӑн ҫӑврӑнса тӑрать. Историре те ав Буш ырӑ сӑмахпа ҫырӑнса юлмарӗ...

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (97)]

Comments:

Тимӗр // 4916-2612
2014.03.12 21:26
Чăвашла калаçма чарни пирки Тымарлансăр пуçне Шупашкарта никамах та калаймасть пулмалла.Акапасар,паллах,хăй пирки нимех те калаймасть.Кантура е лавккана пырса чăвашла ыйтма хавшакрах пуль çав.
Agabazar // 3178.24.4168
2014.03.12 22:35
Agabazar
Калаймастпăр çав. Мĕншĕн тесен чараççĕ. Тымарлана та чараççĕ. Ахальтен мар ун сасси тахçантанпах илтĕнмест. Ăна та алла илнĕ авă.
Якур // 1849.05.3548
2014.03.12 23:02
Акапасара никам та чармасть, хăв юлхавлăхне такам çине йăвантарса тÿрре тухасшăн. Вăт чее тилĕ.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.13 09:15
Акапасар,эсĕ хăв пирки кала.Ăçта,хăçан,кам сана чăвашла калаçма чарнă?.Вара мĕнле йĕр хăвартăн?.Книга жалоб çине çыртăн-и?.Сĕтеле чышкăпа çапрăн-и?Макăрса ятăн-и?.Е саккунпа килĕшÿллĕн суда патăн-и аслă та мăнаçлă чăваш чĕлхипе калаçакана кÿрентернĕшĕн?.
Якур // 2834.76.9953
2014.03.13 16:14
Ниçта та Ним те туман вăл Акапасар. Кунта та ПИАРшăн çеç хăлаçланкалать. Кама сута пама пултарать Акапасар, çынна ан култар-ха Атнер хăта?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.13 17:45
Акасапара ăнлантаратăп мĕншĕн Тымарлан пулăмсене хутшăнма пăрахнине.Ăна трибуна тата сцена çинчен Пиар-шăн кăшкăрашакансем "тăрантарса" çитерчĕç,сан пеккисем эппин,Акасапар.Çавăнпа Тымарлан шăппăн тăвать хăйĕн ĔÇне. Акасапара тата Иллене кăшкăрашу,пиар кирлĕ. Эпĕ ăнланатăп: сирĕн патронăрсене видеоотчет памалла.
Agabazar // 2093.1.5846
2014.03.13 19:59
Agabazar
bor1959:"ăнлантаратăп мĕншĕн Тымарлан пулăмсене хутшăнма пăрахнине"

Кирлĕ мар ăнлантарма. Капла та паллă. Бор ку тĕлĕшпе шăпăрт тăманни те çавнах тепĕр хут çирĕплетет: Тымарлана алла илнĕ. Мĕнле калас, "нейтрализациленĕ".

Мĕн-ши вăл "Буш çулĕ"? Ара, вăл Иракăн пĕр миллиметр çĕрне те туртса илмен.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.13 21:46
Акапасар таки каламарĕ:хăçан тата кам тата ăçта ăна чăвашла калаçма чарнине.Тымарланпа ан витĕн.Калаçса курнă-и эсĕ унпа?.Юнашар тăрса курнă-и?.
ЯКУР // 2270.52.0131
2014.03.14 00:43
АКапасар, эсĕ ăçта кĕрсе каятăн? Буш тата Путин политики патне сана иртерех-ха!Буш çулĕ, пĕр миллиметр çĕрне илмен. Пĕрремĕшĕ- çĕр кв.мм-па виçĕнеть. Иккĕмĕшĕ-Муркаша та пулин çитсе кил. Виççĕмĕшĕ- Малтан сăмсуна шăлма вĕрен.
Agabazar // 3573.15.4768
2014.03.14 10:50
Agabazar
ЯКУР:"...çĕр кв.мм-па виçĕнеть..."
Темех мар. Кулленхи калаçура ытарлăн апла каласси пулать вăл. Кунта эпир диссертаци çырмастпăр вĕт.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters