Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Хорошо одетый человек тот, кто считается с собой и с другими. (П.Карден)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин Буш ҫулӗпе каяс тет пулас

Аçтахар Плотников07.03.2014 23:4930735 views

Лента пӗлтерет:

«Посмотрите на рейтинг Путина, который сейчас зашкаливает — это уникальное совершенно явление, оно продолжается, когда лидер страны тем более на фоне таких турбулентностей не только сохраняет свой рейтинг, а он его увеличивает», — заявил Песков.

Кунта ним ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ку ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче АПШ президенчӗ Буш утса пӑхсаччӗ. Суйланас тесе вӑл Иракра вӑрҫӑ пуҫланӑччӗ. Ҫапла май вӑл халӑха патшалӑхри йывӑр лару-тӑру пирки мантарса патриотизм хумӗ ҫинче пуканне сыхласа хӑварчӗ. Мӗн калӑн — вӑрҫӑра ӗҫсем чӑн та лайӑх пыраҫ пулсан — патшалӑх пуҫлӑхӗн те рейтингӗсем ӳсеҫ. Ку — чӑнлӑх. Анчах ӗҫ-пуҫ япӑхланма тытӑнсанах, салтаксем вилме пуҫласанах — пӗтӗмпех кутӑн ҫӑврӑнса тӑрать. Историре те ав Буш ырӑ сӑмахпа ҫырӑнса юлмарӗ...

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (97)]

Comments:

Agabazar // 1502.83.6397
2014.03.11 22:38
Agabazar
Кубрат // 9896.5.8858
2014-03-10 22:53 <<Эпĕ шутланăччĕ,форумра кăна пĕр ăсран тайăлнă Синун йĕппе чиксе ларать тесе?>>

Шел пулин те, ку брсемпе ун "каманти" синунсенчен пин хут хăрушрах троллисем. Пурттенккесем.
Якур // 1537.37.5842
2014.03.11 22:49
Акапасар пуртенкке теме пуçларĕ, чăхăмлать пулмалла. Латнă калаçаканĕ сăпайлă чăваш каччи Бор тата ун каманти. Пĕр-пĕр тутар тата ытларах чеченецпа дагестанец пулсан янклаттарса яратчĕç-ха Акапасарккана, хăйĕн яĕпе амăшĕн чĕлхине манса кайĕччĕ ĕмĕрĕ вĕçлениччен.
Якур // 1537.37.5842
2014.03.11 22:52
Купрачĕ тата камах-ши? Мĕнле пухура та пулин конкретлă ĕç-пуç йĕркелесе курнă-ши? Е леш Мускаври анра Волков-элита чувашии текенни пур, çавăн евĕрли пулмалла.
Agabazar // 1502.83.6397
2014.03.11 23:41
Agabazar
"Так никто не запрещает учить чувашский язык."

Ну мухтанса ларăр эппин чăвашла вĕреннишĕн çакса вĕлермеççĕ текелесе . Купăс каласа ташласа илме те пулать çак сăлтавпа. Тавтапуç партипе правительствăна!
Agabazar // 1502.83.6397
2014.03.11 23:44
Agabazar
Сăмах май каласан, суахили чĕлхине вĕреннĕшĕн те никама çакса вĕлермеççĕ. Вара мĕн каласшăн кунпа? Курнă-и эсир пирĕн патра суахили чĕлхипе калаçса çÿрекенсене?
Якур // 1537.37.5842
2014.03.12 08:35
Акапасар яланах кутăна переть, леш пĕрремĕш класа каякан ача пек. Шкула та каяс килет ыттисем пек, айккине тăрса юлас килместь,çав хушăрах ытлашши вĕренес те килместь - шкулта тăрăшмалла,тарламалла иккен вĕренме.
Васса // 4128.48.8936
2014.03.12 08:59
Хĕрарăма хăй вырăнне кăтартма ăс питех кирлĕ мар, арăмăрсене лайăхрах тытăр эсИР,хăвăр компьютер умĕнче ларнă чух çапса кайĕç таçта,конкретлă ĕç тăвакансем.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.12 09:04
Акапасар,пăрах провокаци тума.Кала:хăçан,ăçта тата кам сана лично чарнă Шупашкарта аслă та мăнаçлă тĕнчери чи авалхи чĕлхепе тулли кăмăлпа калаçма.Хăв чăваш пулнине хăрамасăр,вăтанмасăр хăçан пĕлтерме пуçлан?Тĕпсакайĕнчен хăçан тухан?Партизан мар пульте эсĕ?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.12 09:24
Вăт куштан-тăк куштан Акасапаркка!Пăх-ха сăмаха мĕнле çавăрттарса ярать вăл:"Ну мухтанса ларăр эппин чăвашла вĕреннишĕн çакса вĕлермеççĕ текелесе"-кун пек сăмахсене чăн-чăн кĕççепит çеç çырма пултарать.Ну каснă лартнă хайхи Б.Немцов тата М.Касьянов(леш Парнас ушкăнĕнчеччĕ-иха вĕсем, пĕри миша 2 процента,тепри Сочири бездельник).Хăйсем вăрласа пурăнчĕç,халĕ чăнлăхшăн,тĕрĕслĕхшĕн "кĕрешме" хатĕр иккен.Ну каснă-лартнă Акасапар,только в больших размерах,ну в очень больших размерах.
Agabazar // 9597.0.4391
2014.03.12 19:33
Agabazar
Чăвашла пулма чаракансем пирки ак çакăнта вуласа пăхăр. Куçĕрет чару пирки сăмах пырать унта. http://www.chv.aif.ru/edu/problem/1115110

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters