Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Думай головой, возможно узнаешь новое ощущение.(Стивен Кинг)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин Буш ҫулӗпе каяс тет пулас

Аçтахар Плотников07.03.2014 23:4930748 views

Лента пӗлтерет:

«Посмотрите на рейтинг Путина, который сейчас зашкаливает — это уникальное совершенно явление, оно продолжается, когда лидер страны тем более на фоне таких турбулентностей не только сохраняет свой рейтинг, а он его увеличивает», — заявил Песков.

Кунта ним ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ку ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче АПШ президенчӗ Буш утса пӑхсаччӗ. Суйланас тесе вӑл Иракра вӑрҫӑ пуҫланӑччӗ. Ҫапла май вӑл халӑха патшалӑхри йывӑр лару-тӑру пирки мантарса патриотизм хумӗ ҫинче пуканне сыхласа хӑварчӗ. Мӗн калӑн — вӑрҫӑра ӗҫсем чӑн та лайӑх пыраҫ пулсан — патшалӑх пуҫлӑхӗн те рейтингӗсем ӳсеҫ. Ку — чӑнлӑх. Анчах ӗҫ-пуҫ япӑхланма тытӑнсанах, салтаксем вилме пуҫласанах — пӗтӗмпех кутӑн ҫӑврӑнса тӑрать. Историре те ав Буш ырӑ сӑмахпа ҫырӑнса юлмарӗ...

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (97)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.09 09:49
Эпĕ ăнланнă тăрăх Админ та, Якур та пĕр япала çинченех калаçаççĕ, просто расна чĕлхепе.Якур хăйĕнне переть,Админ хăйĕнне.Попробуй Админа,с его упрямством,урăх çын шухăшне ăнлантарма."Семь потов сойдут" теççĕ Одессăра. Админ, эсĕ Акасапарпа çывăх çын,эсĕ те пулин сăпайлă та вăтанакан Акасапарăн ĔÇĕсем пирки çырса кăтарт,вара пĕр сăмах хирĕç каламăп.
Якур // 3522.68.7942
2014.03.09 11:47
Эпĕ йĕрке тăваканни тесе пĕр сăмах та каламарăм-çке Админ-тăванăм.Хăйĕн картишĕнче те пулин,хăйĕн тăкăрлăкĕнче( переулок) те пулин йĕрке тăвайман çын республикăра е çĕршывра йĕрке тăвас пирки ĕмĕтленме пăрахмалла.Тĕплĕнрех вула та, çавăн çинчен çырнине ăнланса илетĕн.Ăнланас кăмăлу çук пулсан та темех мар.
Якур // 3522.68.7942
2014.03.09 11:53
Админ, пăх çак темăн калаçу пуçламăшĕнче питĕ "тăнлă" Кубрат мĕн çырать :"право наций на самоопределение". Ăçта, мĕнле документра,подлинникра курнă ăна вăл? Ленин çырнă конспектсенче штоль?Кампа самоопределени тумалла?Туркайпа-и? Иллепе-и? е тата уксах Архиповпа-и? Нихăшĕ те ниçта та ĕçлемен,производство мĕнне чухламаççĕ,плакат йăтса та тухимаççĕ ĕретлĕн!
Agabazar // 2143.80.8099
2014.03.09 13:59
Agabazar
Халăхсен хăйпалартав прави пирки В.В.Путин мĕн каланине пăхăр. http://www.youtube.com/watch?v=sthgAlJcUMg

Ак çакăнта пресс-конференцин тулли версийĕ (стенограмми): http://vesti.ua/strana/40907-polnaj ... o-situacii-v-ukraine
Agabazar // 2143.80.8099
2014.03.09 14:03
Agabazar
Халăхсен хăйпалăртав прави. http://ru.wikipedia.org/wiki/Пра ... пределение
Agabazar // 2143.80.8099
2014.03.09 14:49
Agabazar
Кам та кам В.В.Путин халăхсен хăйпалăртав прави пирки мĕн каланине шырама ÿркенет, çавсене ак çак каçăпа пахма сĕнетĕп:http://voskanapat.info/?p=6408
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.09 19:39
Саня матки Влерикки.Санăн йăмăку,упăшки тата ачисем ухмахсем мар.Вĕсем хăйсем тавра кураççĕ чăвашшăн калаçам пекки тăвакан "лицемерсене".Ачисене чăвашла вĕрентейменнисем,тата лавккара çăкăр чăвашла ыйтма вăтанаканнисем пуринчен ытла кăшкăраççĕ чăваша аталантарас пирки.
Agabazar // 2768.3.4338
2014.03.09 19:54
Agabazar
Timer:"...пуринчен ытла кăшкăраççĕ чăваша аталантарас пирки."

Вара эсир чăваша кăшкарттарасшăн та мар-и? Чĕнми шăрчăк туса хурасшăн-и? ТĂПАСАКАЙĔНЧЕ йĕрсе лармалла-и? Тепĕр тесен, кăшкăракансем хушшинче чăваша лапчăтса хурас текенсем ытларах.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.09 20:21
Çав хăйсем ним те тума пултарайман"лицемерсем"кăшкăрнин уссинчен сăтăрĕ нумайрах.Çавсене пула Саня матки Валериккин аппăшĕ,упăшки тата ачисем чăвашран пăрăнаççĕ.Вĕсем кăна мар,нумайăшĕ пăрăнаççĕ:ултав вăл курăнать.Çав кăшкăракансем спекулянтсем пулнине халăх курать.Акапасар,эсĕ мĕн пăлханса кайрăн?.Эсĕ те вĕсен йышăнче мар пульте?.
Якур // 2093.1.5846
2014.03.10 20:52
Тĕрĕс Тимĕр, çав комсомол тапхăрĕнчен пуçланчĕ "лицемерить" туни, халь те хÿрешкисем çав политикăна тăсаççĕ.Çамрăксем как никто тонко чувствуют ложь,у них чувство справедливости развито острее.Çавăнпа та çамрăксем тăван чĕлхепе ытлашши поплесшĕн мар пек.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters