Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Тесен мир, мозг же человека необъятен.(Ф. Шиллер)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Сывӑ нацие чӑваш чӗлхи кирлӗ мар

Аçтахар Плотников25.09.2014 23:0110919 views

Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.

Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши? Чӗрӗ чӗлхе кирлӗ мар-ши?

Пире вырӑслантарсан эпир тата та йӑвашрах пулӑпӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ пулас. Чӑваш чӗлхине пӗлни тӳре-шарашӑн темшӗн Раҫҫей патшалӑхшӑн питӗ пысӑк инкек кӑларса тӑратать. Пирӗннисем чӑваш чӗлхи пирки кӑшкӑрашма пуҫласанах рейтинг тӑвакан вырӑссем тӳрех пирӗн регионӑн рейтингне чакараҫҫӗ. Те эпир вӗсем патне Питӗре ҫитсе чӑваш регионне туса хурасран шикленеҫҫӗ, те хӑйсен юнра ларакан «империлӗхе» ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Ӑнланма йывӑр.

Хисеплӗ вырӑссем, эсир чӑвашла ӑнланмастӑр пулин те сире чӗнсе калас килет: ҫитӗ пире вырӑслантарса! Эпир сире хирӗҫ нихҫан та тухман, сире хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнместпӗр. Парӑр пире йӗркеллӗ чӑвашла аталанма!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (23)]

Comments:

Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 16:44
Кӳрентермен пулсан мĕн сăлтав пирки эпĕ 2014-09-28 09:35 çырнине хуратса хунă?
2014.09.28 17:42
Аçтахар Плотников
Эс Акапасара унта кӳрентерсе çырнă. Çавăншăн. //тепĕр хут: кӳрентерсе çырман пулсан эп сан çырусене хуратмастăп. Сăлтавсăр кăларса çапмастăп. Ман пата ыйту пур пулсан электронлă адреспа çырса ыйтма пултаратăн — ыттисене ку ним тума та кирлĕ мар. Шухăш çырмалли вырăн икĕ çын хушшинче çыру çӳретмелли вырăн мар. Вăл публичнăй вырăн.
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 21:27
Чăваш республикинчи "Çут-ĕç" министерстви ют чĕлхепе çырни тараватлă ĕç пулат-ши е киревсĕр?
Agabazar // 2616.15.9234
2014.09.28 22:23
Agabazar
Эппин тавайăр "персе пăрахас" ун пек хăтланакан киревсĕрсене... :-) :-) :-)
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 23:19
Акапасар чăн-чăн коммунист пек унпа килĕшменнисене персе пăрахасшăн. Çынла тума пĕлмест ĕнтĕ, анчах та кунта ыттисене вĕрентесшĕн.
Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 18:43
Agabazar
Мда... Нумай салма çиес пулать-ха сирĕн, Микулай, ăна-кăна ăнкарма пуçлас тесен....
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.29 21:01
Вара санăн персе пăрахас шухăш çухалчĕ-им?
Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 21:22
Agabazar
Эсир ухмах-и, ăслă-и?... :-(
Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 21:25
Agabazar
Мĕн, "персе пăрахас" тенине кавычкăпа хупнине курмастăр-им?
Е пуплев вĕçĕнче умлăн-хыçлăн тăракан 3 смайлике курма май çук?
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.29 22:50
Тархасшăн, чарăн.

Pages: [1], 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters