Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Познавать - это радость для того, в ком воля льва.(Ф.Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Сывӑ нацие чӑваш чӗлхи кирлӗ мар

Аçтахар Плотников25.09.2014 23:0110920 views

Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.

Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши? Чӗрӗ чӗлхе кирлӗ мар-ши?

Пире вырӑслантарсан эпир тата та йӑвашрах пулӑпӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ пулас. Чӑваш чӗлхине пӗлни тӳре-шарашӑн темшӗн Раҫҫей патшалӑхшӑн питӗ пысӑк инкек кӑларса тӑратать. Пирӗннисем чӑваш чӗлхи пирки кӑшкӑрашма пуҫласанах рейтинг тӑвакан вырӑссем тӳрех пирӗн регионӑн рейтингне чакараҫҫӗ. Те эпир вӗсем патне Питӗре ҫитсе чӑваш регионне туса хурасран шикленеҫҫӗ, те хӑйсен юнра ларакан «империлӗхе» ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Ӑнланма йывӑр.

Хисеплӗ вырӑссем, эсир чӑвашла ӑнланмастӑр пулин те сире чӗнсе калас килет: ҫитӗ пире вырӑслантарса! Эпир сире хирӗҫ нихҫан та тухман, сире хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнместпӗр. Парӑр пире йӗркеллӗ чӑвашла аталанма!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (23)]

Comments:

Agabazar // 2241.43.5994
2014.09.26 14:14
Agabazar
"Затокрымнаш!" ©
Agabazar // 2034.89.0656
2014.09.26 15:01
Agabazar
<<Хисеплĕ вырăссем, эсир чăвашла ăнланмастăр пулин те сире чĕнсе калас килет: çитĕ пире вырăслантарса! Эпир сире хирĕç нихçан та тухман, сире хирĕç пĕр сăмах та чĕнместпĕр. Парăр пире йĕркеллĕ чăвашла аталанма!>>

Кун пек каласа никама та "хăратаймастăр" та, витерейместĕр те.... "Хăвăр айăплă! Хăвăртан пиçмест! Хăвăр начар!" тейĕç те — ĕçĕ те пĕтнĕ!
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.26 15:45
Вырăса пӳрне çеç пар, вăл сана çăтсах ярать.

Pages: 1, 2, [3]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters