Чӑваш халӑх хастарӗсем Слакпуҫне кайса килни пирки видео пӑхрӑм. Пушкӑртра пурӑнакансем чӑвашсем патне Шупашкара килсен асӑнмалӑх чӑвашла открыткӑсем туянасшӑн пулнӑ, пирӗн вара чӑвашла ун пек открыткӑсем пачах та ҫук темелле. "Пирӗн лавккасенче пушкӑртла ҫырнӑ темӗн тӗрлӗ открытка та пур: ҫуралнӑ кунпа та, юбилейсемпе те, ҫӗршыври е республикӑри уявсемпе те пушкӑртла ҫырнӑ открыткӑсем темӗн чухлех! Сирӗн пачах та ҫук!"- терӗ Слакпуҫӗнчи пӗр вӗрентекен.
Анчахрах Админ Чӑваш Ен картине ӑсталарӗ. чӑваш чӗлхипе тухакан хаҫат-журналсем те тухаҫҫӗ. Хамӑра хамӑр кӑтартма вара (презентация), чӑнах та пӗлейместпӗр. Вӗренес пулать.