Вара мĕскер? Ыттисем вара мĕнпе айăпа кĕнĕ? АРĂМĔСЕМ ЧĂВАШ ПУЛНИПЕ АЙĂПА КĔНĔ-ИМ? Туркайăн арăмĕ чăваш пулнипе вăл айăплă-им?
Епле пулса тухать-ха? Пĕрин арамĕ чăваш та, ăна ачисем чăваш маршăн тăраниччен тÿнккеме пулать имĕш. Теприн арамĕ вырăс та (е нимĕç-и унта...) , çавна кура кунашкал "критикăран" пăрма пулать иккен...
Хуть те кам та çапла калама пултарать: "Эп ачасене шутсăр чăвашла вĕрентесшĕн, анчах арăм ирĕк памасть..."
Эппин пырăр та ун арăмне кайса вăрçăр!
Хăйĕн арăмĕ чăваш пулнишĕн Туркай пачах та айăпла мар!
Э-э-э, çапла çав, эсĕр Туркая çеç мар, Иванов, Петров, Сидоров... йышшисене те арăмĕсем чăваш пулнăшăн ан тÿнккĕр. Вĕсем те сирĕн "мухтавлă Туркайран" нимпе те кая мар! Вĕсен те, шăписем темле килсе тухнă пулсан та, чăвашлахри тÿписем Туркайăннинчен кая мар. Вĕренес пулать вĕсенчен те. Вĕсен те ыттисем çине тÿррĕн пăхмалла марри ним те çук! Тĕнче умĕнче тап-таса!
Атилла // 3913.58.4645
2015.03.24 12:39
Паллах, хисеплӗ Акапасар.Ачисене чӑвашла вӗрентме пултарнӑ чӑваш арӑмӗсем хисепе тивӗҫ.Пур ун пек паттӑрсем Шупашкарта.
Салам,Акасапар хӑта!Халап ҫапма пӑрахас тесе чӗнни мана пит килӗшет,ҫавӑнпа ҫырас терӗм.Пире нумай халап ҫапрӑн "Украина" проект пирки."Ще не вмерла украина"-тенине чӑвашла куҫарса та ухмаха ертӗн.Вӗҫне ҫитиччен туса ҫитеримарӑн пулмалла анчах та.Пӗлтӗр эпӗ мӗн калани Украинӑра шел пулин те кӑҫал пурнӑҫа кӗрсе пырать.Халӑха шел, халӑх айӑплӑ мар.
Ще не вмерла... текеннине туса çитернĕ-и, çитермен-и, ăна хавăр та малалла тăсма пултаратăр. Ăна чăвашла куçарнине ухмахлăх теекен хăй ухмах. Кунтан та ытларах, Украинăна чăн-чăн çĕршыв мар, "проект" çеç теекен вара фашистпа тан. Мĕншĕн тесен мĕнпур саккунсене, халăхсен туслăхне, çураçулăхне хирĕç пынине пĕлтерет.
Луччĕ калаçăр кунта "Хыпар&Туркай" проект пирки. Ан пăранăр темăран айккинелле!