Паллӑшӑр, вӑл Магдалена Огорек ятлӑ, историк, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1979 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ сарӑ хӗр ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ президент суйлавне хутшӑнать.
Магдалена Огорек 2002 ҫулта Ополе хулин университетӗнче магистр степеньне илнӗ. Тепӗр ҫултан Варшавӑри университетӑн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, 2009 ҫулта философи докторӗн степеньне илнӗ. 2008–2010 ҫулсенче сулахайрисен демократилле пӗрлӗхӗн Альянсӗнче парламент клубӗнче ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн хӗр Варшавӑри таможняпа логистика университечӗпе Краковри кӗҫӗн поляк колледжӗнче студентсене вӗрентнӗ. 2011 ҫулта парламент суйлавне хутшӑннӑ — леш, хайхи сулахай демократсен пӗрлӗхӗ енчен. Анчах сейма лекеймен. Магдалена биографийӗнче темиҫе сериалта выляни те пур. Унсӑр пуҫне вӑл телекӑларӑм ертӳҫи те. Хӑй вара качча тухнӑ, пӗр хӗре ӳстереҫҫӗ.
Магдаленӑна Польшӑри сулахайри демократилле вӑйсен пӗрлӗхӗ тӑратнӑ. Суйлавра ҫӗнтерсен хӗр чылай саккуна улӑштарасса шантарать, тӗслӗхрен Раҫҫейпе туслӑрах пулма. Шел те, Польша халӑхӗ Раҫҫее ытлашшиех юратсах каймасть, ҫавӑнпа илемлӗ хӗрӗн регйтингӗ те пысӑках мар.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.