Эпӗ ӑнлантӑм, Agabazar юлташ ҫапла калама пултарат:- "Ни о чем не сожалею и ни в чем не раскаиваюсь". Тавтапуҫ, уҫҫӑнах каланӑшӑн. Мухтав Agabazar-а ! Сывӑ пултӑр Agabazar! Хӑйӗн позицине уҫҫӑн пӗлтернӗшӗн.
Акасапар хӑта ман ҫӑвара та хупасшӑнччӗ, паллах ӑна критикленӗ хыҫҫӑн. Вара эп пӗр 3-4 уйӑх ним те ҫырмарӑм. Вулама кӗрсе тухаттӑм, ара леш кӗрекенсен статистикине хӑпартма. Вара кӗрекенсем, ҫыракансем сахаллине курса кӗрсе вӑхӑт ирттерме шут тытрӑм Акасапара савӑнтарма. Форумра ним те улшӑнман, яланхи пекех Акасапар саркаланать( ан ҫиллен,каҫар мана,леш Киеври Радӑри Ляшко безмозглӑй пекрех).
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.22 04:27
Agabazar никам ҫӑварне те хупма пултараймас, критиклеме пултарат. Персе пӑрахма та пултаримас. Ан хӑратӑр чӑвашсене, ӗлӗк те нумай хӑранӑ.
Акасапар хӑта, аре суварсемпе Булхара кайса килме шутламан-и? Вӗсем ҫыртмаҫҫӗ вӗт. Эпӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ, чей ӗҫнӗ, ҫулҫуреве те кайнӑ, килти сӑра та ӗҫнӗ. Эрех пачах ӗҫмеҫҫӗ. Пит пултаруллӑ ачасем. Санӑн та ним те катӑлмастьчӗ пулех ӗнтӗ вӗсемпе курса калаҫсан. Чипер те тулли пурӑнӑр.