Шел пулин те, ансат япаласенех тепре ăнлантарма тивет. 1584 çын мар. Мĕншĕн тесен пĕр çын темиçе хут кĕме пултарнă. Кашни кĕмессеренех счётчик шута илет.
Пĕр харăссăн çавăн чухлĕ çын пулма сунни е ыйтни — калама çук кулăшла! Пурте кунта ларсан, кам ака тăвать, кам кирпĕч йăтать, кам космос карапĕ конструкцилет, кам Донбассра çапăçăть, кам Керчь проливĕ урлă çынсене каçарса ярать, кам картара пăх хырать, кам пасарта сутă тăвать, кам компьютер валли прграммăсем хатĕрлет, кам кĕтÿ кĕтет, кам çум çумлать, кам Путин валли ыйтусем хатĕрлет? Кунсăр пуçне Интернетра сайтсем нумай, кашниех Чувашоргра ларать теме çук паллах! Тĕрлĕ сайтсенче лараççĕ çынсем.
Ют Ҫын // 2937.01.1113
2015.05.03 07:21
Agabazar тете!Хӗллехи каҫсенче никам та чармас форума пӗр харӑссӑн нумай чӑваша кӗрсе калаҫма.Agabazar // 3770.02.7383
2015-05-02 18:44 кунта пустуй япала нумай ҫырса тултарнӑ.Хӗллехи Каҫхине вуннӑра -"кам ака тăвать, кам кирпĕч йăтать, кам космос карапĕ конструкцилет, кам Донбассра çапăçăть, кам Керчь проливĕ урлă çынсене каçарса ярать, кам картара пăх хырать, кам пасарта сутă тăвать, кам компьютер валли прграммăсем хатĕрлет, кам кĕтÿ кĕтет, кам çум çумлать, кам Путин валли ыйтусем хатĕрлет?"
Ют Ҫын текен юлташ!Эппин ку форумра сӑмах ваклаканнисемех пӗр вуннӑшӗ ҫав 20 кун хушшинче кунне 6-7 шер кӗрсе пӑхкаланӑ та, вара 1400 хут пӑхнӑ тесе кӑтартать компьютер. Компьютер вӑл пуҫпа шутламасть, ӑна тӑнлӑ каччӑсем мӗнле програмланӑ ҫавӑн пек кӑтартать. Ҫавӑнпа та хӑшпӗр сайтҫӑсем пит сайта кӗме хистеҫҫӗ.Акасапар хӑтьана ҫав кирлӗ те.Шут пултӑр,аре ҫыраканни-хуравлаканни ҫук иҫ.
"Ют Ҫын текен юлташ!Эппин ку форумра сӑмах ваклаканнисемех пӗр вуннӑшӗ ҫав 20 кун хушшинче кунне 6-7 шер кӗрсе пӑхкаланӑ та, вара 1400 хут пӑхнӑ тесе кӑтартать компьютер."
10*20*7=1400
Нивушлĕ кашни сайтçă кашни темăна кашни кун 7 хут кĕрсе пăхать?
Нивушлĕ унашкал хăватлă сайтçă 10 таран тупăнма пултарать? Калăпăр, эп хăш чух пĕр темăнах 2-3 хут кĕни пулать. Анчах кашни кунах мар. Кашни темăнах та мар.
Хаçатпа танлаштарасшăн тата. Кам хаçата юлашки саспалли таранччен вуласа тухать? Тепри ăна селёдка чĕркеме çеç çырăнса илет.
Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015.05.05 06:53
Agabazar текен юлташ.Эсӗ шкулта шутлама вӗрениман пулсан,шкул хыҫҫӑн та пулин вӗренсен лайӑх. Ман ят 1-2 страницӑра 8 хутчен пур, тата ҫырмасӑр кӗрсе тухни пӗр 10 хут. -Страницисем -челых 11(вунпӗр). Халь хӑвӑн аватарне шутласа пӑх.Нумайӑшӗ кӗреҫҫӗ, кураҫҫӗ каллех чалт Agabazarпа Ют Ҫын хушамачӗсем,вара ним вуламасӑрах каялла тухаҫҫӗ. Вара 1400 мар, 2400 пулса тухат.