Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Не могут понять жизнь в этом мире те, кто никогда не жил в нем.(Дж.М.Джилберт)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353762 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

Agabazar // 4188.87.9926
2015.07.05 03:58
Agabazar
"Хитре ÿкерчĕк тупрăм. "Раççейре сирĕн кирек мĕнле чĕлхепе те калаçма юрать, вăл чĕлхе вырăс пултăр кăна". :D"

Ӳкерчĕк пĕрех сăнланаймасть вĕт кунта. Эппин ун пирки сăмах хускатнин мĕн усси?

Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.05 10:47
Чӑнах та, чӑвашлӑхпа атте анне панӑ чӗлхене аталантарма паян чаракан ҫук. Аталантарас текен шухӑшсем ҫукрах пулсан халӑхра тен Кремльте те калама пултарӗҫ- "ку халӑхӑн аталантарас хӑвачӗ,хевти ҫукрах, ҫавӑнпа вӗсене пулӑшу кирлех мар". Аталанма шухӑшлисене тен пулӑшу та парӗҫ.
Agabazar // 1317.21.6584
2015.07.05 12:25
Agabazar
Çук, çук, чăнах та çук, Миккуль хоспочын, хамăр начар, хамăр шĕвек, хамăртан пиçмест!

... Аса илтеретĕп: çакнашкал шухăшларăша раса теорийĕ теççĕ. Вăл теори вара фашизм текен япалан уйрăлми пайĕ.
Ют Ҫын // 3054.02.9705
2015.07.05 23:31
раса теорийӗ тетӗн? Ку перебор. 23 очко, 21 мар.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.07 09:50
Agabazar тете, тавай хурах кӑшкӑрмастпӑр. Тавай фактсемпе калаҫар," чышкӑран-из пальца" пулман япаласене туртса кӑларар мар леш украинецсем пек. Куратни мӗн пулса тухрӗ. Кун пек пуласса сире пурне асӑрхаттарнӑччӗ няк 2 ҫул каялла. Эсир пурте ал султӑр леш Т.Акташпа пӗрле.
Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 17:14
Agabazar

Акапасар сирĕн тетĕр мар.

bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.07 19:03
Эпӗ Акасапара "хӑта" тесе чӗнетӗп. Мана та санӑн "хӑту" мар тесе калӗ-ши? Путин "хӑта, тете" теме ирӗк парать, пирӗн тӑван Акасапар ирӗк памасть. Мӗнле вара ку? Ав пӗрремӗш страницӑра Полина Фӗдорова гимнасткӑ тӑрать, пит хитре чӑваш хӗрачи ман шутпа. Ахӑртнех чӑвашла пӗлместь. Питӗ шел. Мӗнле сӑпайлӑ, хитре курӑнать. Тӑван чӗлхепе калаҫма пит те тивӗҫлӗ.
Agabazar // 8931-6856
2015.07.08 17:16
Agabazar
"раса теорийӗ тетӗ<р>? Ку перебор."

Чăвашран кулмалла мар. Чăвашран мăшкăлламалла мар. Вара нимĕнле "перебор" та пулмасть.

Ют Ҫын // 3449.34.7161
2015.07.09 02:08
Чӑвашран кулма хистекенни паллӑ кам пулни ку форумра.
Agabazar // 1813.54.8277
2015.07.09 05:08
Agabazar
"Хăта" тени "хоспочын" тениех пулать.
Вăт "тăхлачă" тенин сĕмĕсем кăшт урăхларах пек туйăнать. шел пулин те.

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters