Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Университет развивает все способности, в том числе и глупость.(А. Чехов)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Суйлав чӑваш чӗлхисӗр иртни Чӗлхе саккунне пӑсмасть-им?

Аçтахар Плотников11.09.2015 13:193848 views

Ку суйлав чӑн та влаҫ органӗсем чӑваш чӗлхи вырӑнне ӑҫта курнине питӗ лайӑх палӑртать. Япӑх енчен, паллах. Пӗр чӑвашла баннер та ҫук (курман эп), пӗр чӑвашла листочка-агитаци хучӗ те! Иртнӗ ҫулсенче суйлава чӗнекен хута яланах вырӑсла тата чӑвашла валеҫетчӗҫ пулсан. Кӑҫал вара — ВЫРӐСЛА КӐНА! Кунта хучӗн пичӗ. Хыҫал енӗ пуш-пушах (малтан хыҫал енче вырнаҫтаратчӗҫ, ҫырса тултармастчӗҫ пулин те).

Юрӗ, тейӗпӗр, Михаил Игнатьев, тӗлпулусенче халӑхпа чӑвашла калаҫать. Анчах та мӗншӗн чӑваш чӗлхипе агитаци материалӗ кӑларас мар? Куҫарма тивет? Ку мар-и-ха вара проблема? Тутарстанра чӑвашла агитаци хучӗсем кӑларма май тупнӑ (ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӑ вӗсем!), пирӗннисем — ҫук. «Вырӑсла пурте пӗлеҫҫӗ», — тесе явӑнтараҫҫӗ-ши? Е вӑхӑт ҫитменни ҫине?

Ку ман шутпа влаҫ органӗсем чӑваш чӗлхине ним вырӑнне те хуманнине кӑтартать. Чунӗпе пурте вӗсем вырӑса тухнӑ ӗнтӗ. Чӑваш чунӗ пӗр чӗпттӗм те пулсан суйлав вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пирки аса илетчӗҫех. Чӑваш чунӗ ҫуккине пула проблемӑна та влаҫрисем асӑрхамаҫҫӗ. Чӑвашлине яланах тархасласа ыйтса илме тивет. Ыйтсан тата кутӑнлашма та пӑхаҫҫӗ. Хӑш чухне май ҫук тесе те хуравлаҫҫӗ. Кунта республикӑна 60% ытла чӑвашсем мар, вырӑссем йышӑнаҫҫӗ тейӗн.

Нумай пулмасть Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна тишкернӗччӗ. Халь ҫавра сӗтеле хутшӑнма каймалла та саккун мӗн ыйтнине пӑхса илме вӑхӑт ҫук. Анчах та астӑвасса суйлавра чӑваш чӗлхипе пӗр тан усӑ курмалли пирки унта сӑмах пурахччӗ.

Паян тыттарнӑ суйлава чӗнекен хут мана питӗ вӑйлӑ тарӑхтарса ячӗ! Кунашкал ӗҫ каймасть! Чӗнмесен, нимӗн те тумасан влаҫрисем чӑвашсене тӗппипех пӗтереҫҫӗ.

//шухӑшсем арӑш-пирӗш пулсан каҫарӑр, тӗрӗслеме вӑхӑт ҫукрах...

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters