Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
В гениальности 99% труда и 1% вдохновения.(Эдисон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Патша, хан тата элтапӑр

Аçтахар Плотников07.10.2015 09:034397 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ҫак виҫӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, вӗсем ҫӗршыва, патшалӑха е эле тытса тӑракан ҫын тенине пӗлтереҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен хӑш сӑмахӗ чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ-ши? Пирӗн шутпа, саманана кура, виҫӗ сӑмахӗ те пулнӑ пек туйӑнать. Анчах та «патша» сӑмах пуринчен те аслӑ пуль. Мӗншӗн тесен, хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан тӳрк йӑхӗсен пирӗн эрӑчченех ҫак сӑмах пурри паллӑ. Акӑ, Г. П. Снесарев тӗпчевҫӗ хӑйӗн «Реликты домусульманских верований... кӗнекинче те патша (падшах) сӑмах пуррине ҫырать. Ҫак сӑмаха эпир Ю. А. Рапопортӑн «Из истории религии Древнего Хорезма» кӗнекинче те вулама пултаратпӑр. «Укажем еще, что записанный в Хорезме рассказ относительно существовавшегося здесь когда-то обычая оставлять стариков в пустынных местностях, дополняет любопытная подробность: «падшах» повелел собирать и захоронить кости».

1439–1498 ҫулсенче пурӑннӑ тӗпчевҫӗ Мирхонд VIII ӗмӗрти Хасарстанри ӗҫсем ҫинчен ҫырнӑ чухне паллӑ ҫар-пуҫне Парспике патша тесе чыслать. М. И. Артамонов «Хасарсен историйӗ» кӗнекинче ҫак ят турккӑсен «паша» сӑмахӗнчен пулман тесе ӑнлантарать.

Эппин, VIII ӗмӗрти хасарсен чӗлхинче патша та, хан (кахан) та пулнӑ. Хасарсемпе пӗр чӗлхеллӗ сӑварсем вара хӑйсен патшине элтапӑр тенӗ. Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсем ӑна элтепер тесе калаҫҫӗ. Пирӗн шутпа вара элтепер мар, элтӑпӑр е альтапар темелле, ку вӑл эльре, патшалӑхра тапӑр тытса тӑракан тенине пӗлтернӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters