Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Знание - это препятствие на пути неизвестности.(С. Паронен)
 

Ad

Николай Лукианов: Декларацинчен конституциччен. Хроника. Опыт

Николай Лукианов08.12.2015 20:504618 viewsEdit Delete

Николай Егорович Лукианов раштавӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ ҫавра сӗтелте тухса каланӑ доклад тексчӗ.

 

Кӗркунне вӑл пирӗншӗн — чӑвашшӑн чи тухӑҫлӑ та яваплӑ вӑхӑт иккенне эпир пурте питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Ҫулталӑкӗпе тар тӑкса ырми канми ӗҫленин результачӗ кӗркуннере паллӑ пулса халӑх малалла, тепӗр ҫул мӗнлерех пурӑнасси ҫутҫанталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнчен килет.

Теме пула ҫутҫанталӑк йӗркипе анчах та мар, чӑваш нацин шӑпипе ҫыхӑннӑ питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем те ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче кӗр кунӗсенче пулса иртрӗҫ. 1990 ҫулхи юпа (октябрь) уйӑхӗн 24-мӗш кунӗнче пирӗн патшалӑхӑн ун чухнехи Республикӑри влаҫӑн чи аслӑ органӗ «Чӑваш ССР Патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Деклараци» текен документа, 2000 ҫулхи чӳк (ноябрь) уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑл вӑхӑтри ҫав шайриех влаҫ органӗ пирӗн паян та вӑйра тӑракан Чӑваш Республикин Конституцине йышӑнса хӑварнӑ. Ҫак политикӑпа право акчӗсем пирӗн халӑхшӑн историлле документсем пулса тӑнине пула эпир, хамӑра хамӑр чӑваш наци интеллигенци шутне кӗртме хӑякансем, ҫак юбилейлӑ кунсене паллӑ тумасӑр, вӗсене асӑнмасӑр пултараймастпӑрах.

Пирӗн тӑван халӑхӑн историйӗ питех те синкерлӗ иккенне пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, ун пирки пирӗн тӗрлӗ историксем ӗненмелле кӗнекесем ҫырса кӑларнӑ. 16-мӗш ӗмӗрте Московияна ирӗксӗррӗн лексе, Раҫҫей империйӗ арканса пӗтичченех ытти халӑхсем пекех пирӗн халӑх та инородец шайӗнче анчах шутланса, асапланса пурӑннӑ. Унӑн политикӑпа право статусне ниҫта та палӑртман та пулман, пулма та пултарайман.

Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӗшӗнче тин, Раҫҫей империйӗ ҫӗрсе арканса кайсан, пирӗн халӑх та хӑйне хӑй тулли праваллӑ халӑх пек туйса илсе хӑйӗн пурнӑҫне хӑйне кирлӗ пек тытса пыма пултарнине ӑнланса илет. Вӑл вӑхӑтра пулса иртнӗ процессем пирки те ҫырни пайтах, пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем пирӗн тӑван халӑх хӑйӗн патшалӑхне йӗркелесе майлаштарса янипе вӗҫленеҫҫӗ.

Шел пулин те ку таранчченех пирӗн ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫнелле, тата ҫирӗм пӗрремӗш пуҫламӑшнелле чӑвашра пулса иртнӗ событисене тирпейлӗ тӗпчесе ҫырнӑ япаласем пулаймарӗҫ-ха. Ҫав вӑхӑтра пулса иртнӗ событисен историллӗ шайӗ, ман шутпа, иртнӗ ӗмӗр пуҫламӗшӗнче пулса иртнӗ процессенчен нимпе те кая мар, тен, тата хӑватлӑрах та. Эпир астӑвакан, хамӑр та май пур таран хутшӑннӑ паян калаҫакан япаласем вӗсем ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӗшӗнче чӑваш обществинче пулса иртнӗ процессен малалли объективлӑ тӑсӑмӗ пулса тӑраҫҫӗ теме те пулать пулӗ.

Мӗне пула пулса иртрӗҫ-ха вӗсем?

Тем каласан та, кирек те мӗнле халӑхӑн та ҫак ҫутӑ тӗнчере хайӗн вырӑнне тупса йӗркеллӗ, ытти халӑхсем пекех, хӑйне вӗсемпе тан туйса пурӑнас, аталанас килет. Паян ҫакӑнта калаҫма пуҫтарӑннӑ япаласем те вӗсем шӑп та лӑп ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Кирек мӗнле аталаннӑ халӑх та хӑйӗн пурнӑҫне хӑйне кирлӗ пек туса пыма хӑйӗн патшалӑхне ирӗклӗ, ыттисем чӑрмантармасӑр, хушша-хуппа кӗмесӗр йӗркелесе тытса пырсан анчах пурӑнайнине эпир пурте лайӑх пӗлетпӗр. Тепӗр майлӑ каласан, патшалӑх текен орган халӑх пурӑнассин, аталанассин тӗп гаранчӗ пулса тӑрать. Ун пек пулмасан патшалӑх пуррин усси те ҫук.

Раҫҫей империн арканчӑкӗ вырӑнӗнче наци патшалӑхӗсем йӗркеленсе кайни те ҫав япалах. Вӑл вӑхӑтра йӗркеленме пуҫланӑ чӑваш патшалӑхлӑхӗ те пирӗн халӑхӑн ӑшӗнчи иммунитет системи йӑшса пӗтменнине, вӑл хӑйне хай хӑйӗн пурнӑҫне хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе тытса пырассипе ҫыхӑннӑ.

Анчах та Раҫҫей империйӗ вырӑнне майӗпен Совет империйӗ чӑмӑртанса СССР территорийӗнче тӗпленсе пурӑнакан халӑхсен прависемпе тӗп интересӗсене ним вырӑнне хума пӑрахни ҫав халӑхсен аталанассин историлле перспективи пуласси пирки иккелентерме пуҫлаттарнӑ. КПСС текен организаци, унта пурӑнакан халӑхсенчен ыйтса тумасӑрах, Совет Союзӗнче хӑйне майлӑ «исторческая общность — советский народ» чӑмӑртанни пирки пӗлтернӗччӗ, вырӑс халӑхӗ вара ытти халӑхсен аслӑ пиччӗш вырӑнӗнчеччӗ. Ҫавӑн пек волюнтаризмла япаласене те пула та ӗнтӗ СССР текен империне арканса каясси патне илсе ҫитерчӗ.

Коммунистсен партийӗ тытса паракан абсолютла влаҫлӑ импери арканнӑ вӑхӑтра чӑваш халӑхӗ те самана тапхӑрӗнчен аякра тӑрса юлма пултарайманах. Наци пуласлӑхӗ пирки шухӑшлакансемшӗн, уншӑн тӑрӑшакансемшӗн хамӑр халӑх аталанӑвӗшӗн латентлӑхран тухма, хӑйсем шухӑшланине политикӑпа право тӗлӗшӗпе конкретлӑ пурнӑҫра реализацилеме май туса пачӗ истори.

1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24 мӗшӗнче черетлӗ пуҫтарӑннӑ сессийӗнче Чӑваш ССРӗн Аслӑ Канашӗ уйрӑм законпа «Чӑваш ССР Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан Декларацине» йышӑнса хӑварма пултарчӗ. Ман шутпа вӑл юриспруденции, тӗнче тата конституци прави мӗнне кӑштах та пулин чухлаканшӑн тӗлӗнмелле Документ пулса тӑрать. Деклараци маншӑн хамӑншӑн вӑл акӑлчансемшӗн 1689-мӗш ҫулта йышӑннӑ «Правасем ҫинчен калакан Билль», французсемшӗн 1789-мӗш ҫулта йышӑннӑ «Ҫын тата гражданин прависен Декларациӗ» пек хаклӑ.

Мӗн палӑртса хӑварчӗ ха ҫак историлле Документ?

Чи малтанах вӑл пирӗн патшалӑх чӑваш нациӗн тӗнче правипе килӗшӳллӗн хӑйтӗллӗнлӗх правине реализацилекен суверенлӑ патшалӑх иккенне, вӑл хӑйӗн территорийӗнче влаҫа Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин законӗсемпе килӗшӳллӗн никама пӑхӑнмасӑр, хӑйтӗллӗн тытса пырассине пӗлтерчӗ. Вӑл вӑхӑтра чӗрӗ СССРпа РСФСР законӗсем пирӗн патшалӑх территоринче вӗсем пирӗн Республика Конституцине хирӗҫлемен чух анчах ӗҫлеме пултарнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин гражданлӑх пулмаллине, халь эпир ҫакӑнта калаҫакан чӗлхе республикӑмӑрта патшалӑх чӗлхи пулса тӑмаллипе пӗрле вӑл тата пирӗн хамӑрӑн экономика, пурлӑх суверенитечӗ, пирӗн хамӑрӑн бюджетпа налук политики пулмаллине тата ытти тӗп правасене палӑртса хӑварнӑ.

Тӗлӗнсе каймалла Документ.

Ку документа йышӑннӑ вӑхӑта аса илсессӗн тата ҫакна асӑнса хӑвармалла. Халь эпӗ асӑнакан документа ӑна хӑйне евӗрлӗ, революцине аса илтерекен экстремла вӑхӑтра йышӑннине шута илмелле. Авторитарлӑ патшалӑх тытӑмӗ арканса совет халӑхӗ текен общество координатсен урӑхла системине куҫнӑ тапхӑрта чӑваш обществинче те социум, патшалӑх, экономика тата ытти япаласем пирки тӗрлӗрен те ирӗклӗ шутлакансем нумай тупӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа та йышӑннӑ Деклараци хӑрах документ пулман палах, унӑн альтернативӑллӑ проекчӗсене пирӗн Республикӑн вӑл вӑхӑтри саккун йышӑнакан органне тӗрлӗрен общество организацийӗсем хӑйсем хатӗрленӗ проекчӗсене сӗннӗ пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра эпӗ хам та Декларацин альтернативӑллӑ проектне хатӗрленӗччӗ. Ӑна сӳтсе явма паян вӑхӑт ҫук, ун пирки ятарласа юри пуҫтарӑнмалла. Пӗтӗмлетсе каласан эпӗ вӑл проект пирки пӗр япала ҫеҫ асӑнса хӑварам — вӑл проект пач ирӗклӗ, тӗнче прави субъекчӗ пулмалли таран суверенлӑ патшалӑх Декларациччӗ.

Йышӑннӑ Декларацине пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе чи малтанах ЧССР Аслӑ Канашӗ 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗш кунӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан закона йышӑнчӗ. Ку закон пирки асӑнас пулсан чи малтан ҫакна каласа хӑвармалла — вӑл пирӗн тӑван чӗлхене патшалӑхӑмӑрта право тӗлӗшӗпе регуляцилес тӗллевпе йышӑннӑ шав шайри пуҫламӑш нормативлӑ акт пулса тӑчӗ, кунсӑр пуҫсӑр тата пирӗн атте-анне чӗлхине патшалӑх чӗлхи таран статуслантарчӗ.

Декларацин положенине пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе тунӑ тата тепӗр пысӑк ӗҫ вӑл, паллах, ЧР Президентне суйлассипе ҫыхӑннӑ процессем.

Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗ 1991 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗнче ЧР Президент постне йӗркелесси ҫинчен», унпа килӗшӳллӗн ҫав ҫулах юпа (октябрь) уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Чӑваш Республикин Президенчӗ ҫинчен» тата «Чӑваш Республикин Президентне суйласси ҫинчен» калакан Законсене йышӑнса хӑварчӗ. Вӑл документсене йышӑнасси те, унпа килӗшӳллӗн пулса иртнӗ суйлав процедури те питӗ демократилле, ирӗккӗн те уҫҫӑн пулса иртӗҫ.

Вӑхӑт сахаллине кура эпӗ сирӗн умра вӑл суйлавпа ҫыхӑннӑ, ҫакӑнта ларакансенчен нумайӑшӗ пӗлекен, событисем пирки каласшӑнах мар. Тӗпрен илсен вӑл суйлава эпӗ мӗнле хакланӑ пулӑттӑм-ха?

Ҫак суйлав вӑхӑтӗнче пирӗн Республикӑри суйлавҫӑсен хӑйсене кирлӗ пек кама, мӗнле ҫынна пӗр вӑхӑтлӑха Президента суйламалла анчах пулмарӗ, вӗсен пуҫласа пирӗн ку таранччен пулман та пулма та пултарайман историлле пӗлтерӗшлӗ суйлав тума лекрӗ. Ман шутпа ҫак суйлав вӑл пирӗн патшалӑхӑн тӗп ертӳҫине суйласси анчах мар, вӑл хӑйне евӗрлӗ референдум, плебисцит пулса тӑчӗ.

Чӑваш Республикин Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине унччен малтан, коммунистсен партийӗ хуҫаланнӑ совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи суйланнӑ депутатсем хӑйсем тӗллӗн анчах йышӑннӑ пулсан, ҫак суйлава хутшӑннӑ халӑхӑн ҫак историлле документа ырламалла е хурламалла пулса тухнӑ. Самана хӑй ҫавӑн евӗр ыйту тӑратса кӑларнӑ.

Ҫавна пула пирӗн халӑх, ҫав процеса хастаррӑн хутшӑнса, 1991 ҫулхи раштавӑн (декабрӗн) 8-мӗшӗпе 22-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра А.П. Хусанкайшӑн анчах мар, хӑйӗн пуласлӑхне, малашлӑхне суйласа илсе маларах представителлӗ влаҫ органӗ йышӑннӑ Суверенитет Декларацине ырларӗ.

Кунта эпӗ ҫак декларацинче палӑртса хӑварнӑ положенисене пурнӑҫлас тӗллевпе туса ирттернӗ тата питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ документа асӑнса хӑварасшӑн.

1992 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пирӗн Республикӑн тулли полномочиллӗ делегацийӗ Мускавра Раҫҫей Федерацин тулли полномочиллӗ делегацийӗпе «Федеративлӑ договор» текен документ алӑ пусса ҫирӗплетет. Унӑн тулли ячӗ «РФ патшалӑх влаҫӗн федераллӑ органӗсемпе РФ составне кӗрекен суверенлӑ республикӑсен влаҫ органӗсем хушшинчи полномочийӗсемпе введении предмечӗсене пайласси ҫинчен калакан Договор».

Вӑл вӑрӑм та кӑткӑс документ, унӑн содержанине каласа пама вӑхӑт питӗ нумай кирлӗ, ҫавӑнпа кӗскен ҫакна ансах асӑнса хӑварам:

Ҫак документ Раҫҫей вӑл федеративлӑ тытӑмлӑ патшалӑх пулнине, пирӗн Республика Раҫҫей Федерацин патшалӑх статуслӑ суверенлӑ субъекчӗ иккенне палӑртса хӑварнӑ.

Унпа килӗшӳллӗн Республикӑсем хӑйсен территорийӗсенче патшалӑх влаҫӗпе (закон йышӑнакан, пурнӑҫлав тата суд влаҫӗпе) хӑйсене кирлӗ пек туллин усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӗсем РФне хӑйсен ҫак полномочийӗсене хӑйсен ирӗкӗпе пама пултараҫҫӗ. Республикӑсем тӗнчери тата тулашри экономка хутшӑнӑвӗсене хӑйсем тӗллӗн тытса пыраҫҫӗ.

Договорӑн протоколӗпе килӗшӳллӗн РФ закон йышӑнакан аслӑ влаҫӗн пӗр палатин ҫурринче Республикӑсен представителӗсем пулмалла пулнӑ.

Кунсӑр пуҫне тата ҫак Договорӑн положенийӗсем РФ пулас Конституцийӗн пӗр пайӗ пулса тӑмалла пулнӑ.

Анчах та, яланхи пекех, Раҫҫей ҫак Договора ӑна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ РФ субъекчӗсене ним вырӑнне хумасӑр 1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ Конституцийӗнче унӑн положенийӗсене кӗртсе хӑвармарӗ.

Тӗрлӗ сӑлтавсене пула пирӗн Республика 2000-мӗш ҫулчченех тем тӗрлӗ саплӑкланса пӗтнӗ, кивелсе кайнӑ Конституципех пурӑнчӗ. Урӑх унпа пурӑнма май ҫуккине пула Конституци йышӑнассипе ҫыхӑннӑ комисси йӗркелесе ярса вӑл комиссине тӗрлӗ обществӑлла организацисенчен пуҫласа уйрӑм ҫын таранах конституци проекчӗсене ҫырса пама пултарнӑ. Ҫавӑнпа усӑ курса эпир те Сироткин Леонид Иванович коллегӑпа хамӑрӑн проекта ҫырса ЧНК ячӗпе комиссине ярса патӑмӑр. Вӑл проект, пӗтӗмӗшле каласан, ЧР патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацин 15-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ Конституци пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен унӑн никӗсӗнче ҫак деклараци принципӗсем хывӑнса юлчӗҫ. Эпир хатӗрленӗ проектпа килӗшӳллӗн ЧР хӑйӗн административлӑ территорийӗнче мӗн пур пек суверенлӑ, тӗнче прави субъекчӗ таран тулли праваллӑ патшалӑх пулса тӑмаллаччӗ. Пирӗн патшалӑх ытти патшалӑхсемпе пӗр-пӗрин хутшӑнӑвӗсене тӗрлӗрен икӗ енлӗ договорсемпе майлаштарса пымаллаччӗ. Вӑл вӑхӑтри политика лару-тӑрӑвӗнче ун пек проект Республика тӗп законӗ пулма пултараймассине пӗлсе тӑрсах ҫырса конституци комиссине сӳтсе явма тӑратрӑмӑр эпир ӑна. Чӑвашра хамӑр патшалӑхӑмӑра айваннӑн анчах мар, тӗнче прави субъекчӗ таран туякансем, ҫавӑншӑн тӑрӑшакансем пуррине пӗлччӗр терӗмӗр.

Мӗн хак пама пулать паян хамӑрӑн саплӑкланса пӗтнӗ Конституцине?

Хамӑрӑн тӑван патшалӑх Тӗп саккунӗпе, паллах, питех те мухтанас килет пулсан та пит мухтанмаллиех ҫукрах ҫав.

Пӗтӗмлетсе калас пулсан ҫапларах калассӑм килет — вӑл Суверенитет Декларацин ывӑлӗ пулса тӑраймарӗ. Декларацинче палӑртса хӑварнӑ чи никӗслӗ, тӗп, принципла положенийӗсем унтан тухса ӳкнӗ. Кунсӑр пуҫсӑр тата вӑл документ майӗпен хавшанӑҫем хавшаса пырать. Пурте пӗлетӗр ӗнтӗ, хальхи вӑйра тӑракан Конституцинче «Республика вӑл — патшалӑх», — текен положени ҫук, Президентсӑрлантарчӗҫ пире, халӑха шанма пӑрахса нумай пысӑк праваллӑ патшалӑх должноҫӗсене ирӗклӗ те тӳртен суйлама пӑрахрӑмӑр.

Ҫавна пула эпӗ, хальхи хамӑрӑн Тӗп саккуна вуласа паян пирӗн патшалӑх хайӗн тӗп функцине — чӑваш халӑхӗ тӗнчере упранса юлса малалла аталанассин гаранчӗ пулнине пурнӑҫлама пултарассине шанаймастӑп.

Политика системи халӑх сисмелле мар улшӑнса пӗтнипе пирӗн халӑхӑн, патшалӑхӑн интересӗсене Федераци текен шайра эпир суйламан та палламан та ҫынсем «хӳтӗлеме» пуҫларӗҫ. Пӗр хушамата ҫеҫ асӑнам — Аршинова. Вӑл хитре майра иккеннисӗр пуҫне ун пирки эпӗ хам та ним те пӗлместӗп. Чӑваш халӑхӗн, республикӑра пурӑнакан ҫынсен мӗнле интересӗсене, мӗнле майпа хӳтӗлет-ши вӑл? Эпӗ кунта РФ Федераци Канашӗнче «пирӗн интерессене питӗ хытӑ хӳтӗленӗ» хӑш-пӗр авантюристсем пирки каламастӑп та.

Паянхи лару-тӑру пирки. Мана Раҫҫейре, Мускавра каллех великодержавилле шухӑшсем хуҫаланма пуҫланнӑн туйӑнать. «Русский мир» текенни мӗн япала вӑл? Раҫҫей патшалӑхӗ вырӑссене, вырӑс чӗлхеллисене тӗнчере таҫта та хӳтӗлӗ тени мӗне пӗлтерет? Ку сӑмахсене маргиналлӑ политиксем мар, паян Раҫҫейӗн чи аслӑ влаҫ органӗсен должноҫра ларакан ҫынсем тухса калаҫнӑ сӑмахсене аса илтерсе калатӑп. Пирӗн пек халӑхсене, вырӑсла чӗлхеллӗ мар Раҫҫей гражданӗсене кам хӳтӗлӗ-ха эппин? Вӑл хамӑрӑн патшалӑх анчах пулма пултарать паллах.

Маларах калаҫнине пӗтӗмлетсе ҫакна каланӑ пулӑттӑм.

1. Истори тахҫанах ҫакна кӑтартса панӑ — ҫын, халӑх интересӗсене хӳтӗлемен, вӗсене ним вырӑнне хуман патшалӑхсем — империсем яланах арканаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Раҫҫейӗн великодержавилле, империлле тенденцине пӑрахӑҫламалла. Раҫҫей территорийӗнче тем тӗрлӗ халӑх та пурӑннине, вӗсен кашнин хӑйне майлӑ истори, йӑла-йӗрке пурине пӗлсе, вӗсене хисеплесе, аталантарса пымалла. Пур халӑх та пӗр тан, пур халӑх та пӗр пек праваллӑ — ҫак принцип анчах хуҫаланма пултарать федеративлӑ патшалӑхра.

2. Халӑх, наци хӑйне кирлӗ пек хӑйӗн патшалӑхне йӗркелесе ярса, ӑна типтерлӗн тытса пырсан тин аталанма пултараять. Ҫавӑнпа та пирӗн, чӑвашсен, ҫирӗммӗш ӗмӗрте хамӑр тӑван патшалӑхӑмӑра йӗркелесе янӑскерсен, ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте те ӑна упраса, аталантарса, хӑватлантарса пымалла. Ҫавӑнпа та Деклараци вӑл историлле документ кӑна мар, вӑл ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрти чӑваш патшалӑхне малалла аталантармалли идеологилле, политикӑлла никӗс пулса тӑрать.

3. Ҫирӗммӗш ӗмӗрте пулса иртнӗ политика процесӗсем пирӗн халӑхӑн историлле перспективи пурри, вӑл наци пек те, патшалӑхланса та тӗнче право субъекчӗ пулма тивӗҫлине пӗлтереҫҫӗ.

Халӑха мухтав!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Володя // 3993.8.7282
2015.12.10 20:45

Суя:"16-мӗш ӗмӗрте Московияна ирӗксӗррӗн лексе, .... асапланса пурӑннӑ"

Малалли сӑмахсем ӑҫта илсе ҫитересси ҫинчен шутлама та пултарайман вӗт: "Чи малтанах вӑл пирӗн патшалӑх чӑваш нациӗн тӗнче правипе килӗшӳллӗн хӑйтӗллӗнлӗх правине реализацилекен суверенлӑ патшалӑх иккенне, вӑл хӑйӗн территорийӗнче влаҫа Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин законӗсемпе килӗшӳллӗн никама пӑхӑнмасӑр, хӑйтӗллӗн тытса пырассине пӗлтерчӗ. Вӑл вӑхӑтра чӗрӗ СССРпа РСФСР законӗсем пирӗн патшалӑх территоринче вӗсем пирӗн Республика Конституцине хирӗҫлемен чух анчах ӗҫлеме пултарнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин гражданлӑх пулмаллине, халь эпир ҫакӑнта калаҫакан чӗлхе республикӑмӑрта патшалӑх чӗлхи пулса тӑмаллипе пӗрле вӑл тата пирӗн хамӑрӑн экономика, пурлӑх суверенитечӗ, пирӗн хамӑрӑн бюджетпа налук политики пулмаллине тата ытти тӗп правасене палӑртса хӑварнӑ".

Паян та ку сӑмахсемпе перкелешекенсене итлеме тивет иккен: "Вӑл вӑхӑтра эпӗ хам та Декларацин альтернативӑллӑ проектне хатӗрленӗччӗ. Ӑна сӳтсе явма паян вӑхӑт ҫук, ун пирки ятарласа юри пуҫтарӑнмалла. Пӗтӗмлетсе каласан эпӗ вӑл проект пирки пӗр япала ҫеҫ асӑнса хӑварам — вӑл проект пач ирӗклӗ, тӗнче прави субъекчӗ пулмалли таран суверенлӑ патшалӑх Декларациччӗ"

Ҫитӗнсе ӳснӗ, анчах ҫаплах ача вӑйи пуҫӗнче: "Эпир хатӗрленӗ проектпа килӗшӳллӗн ЧР хӑйӗн административлӑ территорийӗнче мӗн пур пек суверенлӑ, тӗнче прави субъекчӗ таран тулли праваллӑ патшалӑх пулса тӑмаллаччӗ. Пирӗн патшалӑх ытти патшалӑхсемпе пӗр-пӗрин хутшӑнӑвӗсене тӗрлӗрен икӗ енлӗ договорсемпе майлаштарса пымаллаччӗ. Вӑл вӑхӑтри политика лару-тӑрӑвӗнче ун пек проект Республика тӗп законӗ пулма пултараймассине пӗлсе тӑрсах ҫырса конституци комиссине сӳтсе явма тӑратрӑмӑр эпир ӑна. Чӑвашра хамӑр патшалӑхӑмӑра айваннӑн анчах мар, тӗнче прави субъекчӗ таран туякансем, ҫавӑншӑн тӑрӑшакансем пуррине пӗлччӗр терӗмӗр".

Тепӗр суя: "... шанма пӑрахса нумай пысӑк праваллӑ патшалӑх должноҫӗсене ирӗклӗ те тӳртен суйлама пӑрахрӑмӑр".

Суйса пӑтратни:"Мана Раҫҫейре, Мускавра каллех великодержавилле шухӑшсем хуҫаланма пуҫланнӑн туйӑнать. «Русский мир» текенни мӗн япала вӑл? Раҫҫей патшалӑхӗ вырӑссене, вырӑс чӗлхеллисене тӗнчере таҫта та хӳтӗлӗ тени мӗне пӗлтерет? Ку сӑмахсене маргиналлӑ политиксем мар, паян Раҫҫейӗн чи аслӑ влаҫ органӗсен должноҫра ларакан ҫынсем тухса калаҫнӑ сӑмахсене аса илтерсе калатӑп. Пирӗн пек халӑхсене, вырӑсла чӗлхеллӗ мар Раҫҫей гражданӗсене кам хӳтӗлӗ-ха эппин? Вӑл хамӑрӑн патшалӑх анчах пулма пултарать паллах"."Ҫавӑнпа та Раҫҫейӗн великодержавилле, империлле тенденцине пӑрахӑҫламалла. Раҫҫей территорийӗнче тем тӗрлӗ халӑх та пурӑннине, вӗсен кашнин хӑйне майлӑ истори, йӑла-йӗрке пурине пӗлсе, вӗсене хисеплесе, аталантарса пымалла. Пур халӑх та пӗр тан, пур халӑх та пӗр пек праваллӑ — ҫак принцип анчах хуҫаланма пултарать федеративлӑ патшалӑхра"


Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters