Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Логика - это искусство ошибаться с уверенностью в своей правоте.(Дж. У. Крач)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Сурхури сунӑмӗ

Аçтахар Плотников11.01.2016 11:045969 views

В.П.Станьял 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти сурхурире калани

 

Аван-и, ырӑ хуҫа, Сурхури пуҫӗ! Сурхури чупса килнӗ халӑха хапӑлласа йышӑнтӑн. Таймапуҫ сана!

Эй-эй! Мӑнуксемлӗ ватӑсем, ача-пӑчаллӑ арсемпе арӑмсем, хӗсӗр хӗрсемпе кастарман каччӑсем! Сурхури уявне пуҫлама ирӗк парӑр.

Ӗмӗртен килекен йӗркепе ҫапла калам:

Ӳснӗ хӗрсем ар тупчӑр та арӑм пулсан ачи-пӑчи сак тулли кӗшӗлтеттӗр. Маттур кинсен телейлӗ нуши ватти-карттишӗн сӑваплӑ пултӑр. Выльӑх-чӗрлӗхӗ карта тулли хунатӑр, апат-ҫимӗҫӗ пӳлме тулли упрантӑр, ӗҫни-ҫини, хӑналанни вырӑнне туллин хутшӑнса пытӑр — пӗр пӗрчӗрен пин пӗрче, пӗр пусран пин тенке ҫиттӗр. Ачи-пӑчи мачча таран, хирти пӑрҫи шалча таран ӳстӗр. Ман ывӑҫри пӑрҫа пек йышлӑ пултӑр кашни кил, кашни йыш!

Ҫӑкӑр пуҫлама ирӗк парӑр. Кайнисене асӑнса, килнисене хисеп туса, пысӑк та ӑслӑ халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑлӗ-хӗрӗ пулнине манмасӑр, Хӗвел пек ҫавра, Тӗнче пек паха ҫӑкӑра ырлӑх, пурлӑх, сывлӑх, управлӑх, хӑюлӑхпа чӑмӑртану сунса пуҫлатӑп.

Пӗрлӗх чӗлли, хисеплӗ Сурхури Пуҫӗ, санӑн килте ҫитес Сурхуриччен таса вырӑнта, Аша кӗтессинче упранса тӑтӑр. Кунпа ҫӗр, ӑшӑпа сивӗ, ҫӗрпе шыв, арӑмпа арӗ, хӗрпе каччӑ тата ытти пӗтӗм пулӑм йӗкӗр пулнине пӗлсе, ҫӑкӑра Тӗнчен тӑват енӗшӗн уйӑратӑп.

Ларма хӗрсем! Кашнине пӗрер турам пайласа парӑр. Ҫакӑ пурсӑмӑр пайрӑм пурӑнсан та пӗр халӑх ачисем пулнине, пӗрле пурӑнма тупа тунине пӗлтертӗр.

Курка тытма ирӗк парӑр. Кил-йышра шӑкӑл-шӑкӑл килӗштерсе тӑмалла пултӑр, атте-анне килӗнчи картара тӑхӑр тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхе тытмалла пултӑр, чӑваш хушшинче тӑхӑрвун тӑхӑр халӑх ҫыннине хире-хирӗҫле хисеп тумалли йӗрке тухтӑр. Уявсенче тӑвансемпе йӳҫӗ сыпса пылак калаҫнинчен пархатарли тата мӗн пултӑр?

Ман алӑри тулли курка пек тулӑх пурӑнар. Пуррине пӗрле пайласа. ҫуккине ҫурмалла туса, кашни чӑваш, кашни йӑхташ халӑхӑмӑр ятне чысра упратӑр. Несӗлсен ӑсне хисеп туса, пӗр ҫӑвартан сурма пӑрахар мар.

Чӑваш ваттисен ячӗпе пил те пехил сире, тӑванӑмсем!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Армути // 2169.85.1550
2018.01.11 10:16
Сурхури сунӑмӗсемпе кӗлли "Чӑваш пилӗсемпе кӗллием" кӗнекере пур.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters