Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Лень плетется так медленно, что бедность быстро нагоняет ее.(Б. Франклин)
 

Ad

Галина Белкова: «Тӑван ен историпе культури» предметӑн пуласлӑхӗ пур-и?

Галина Белкова17.02.2016 20:127393 views

Раҫҫей Федерацийӗнче икҫӗре яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Вӗсем ҫӗршывӑн нумай-нумай хулисемпе ялӗсенче час-часах ҫывӑх хутшӑнса пурӑнни те куҫ кӗрет. Нумай чӗлхеллӗ халӑха пӗр-пӗрне ӑнланса пыма РФ Конституцийӗ «патшалӑх» статусне панӑ вырӑс чӗлхи пулӑшать. Апла пулсан та кашни халӑх хӑйӗн пуян культурине, хӑйнеевӗрлӗхне, несӗлӗсенчен ламран лама куҫса пырса атӑланакан чӗлхине упраса сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшать. Ҫакна шута илсе ӗнтӗ шӑп та лӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла пирӗн Чӑваш республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан шкулсен программине «Тӑван ен историпе культури» (История и культура родного края) ҫӗнӗ предмет кӗртрӗҫ.

«Кӗртнӗ» сӑмаха калама ҫӑмӑл та, чӑннипе ӗҫе кӗртме вара питех те нумай тар юхтарма тиврӗ ун чухне: вӗренӱ программисем ҫеҫ мар, кӗнекисем те ҫук! Халиччен шкулсенче пулман-илтмен ҫӗнӗ предмета вӗрентме учительсем те ҫук! Ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗ пуҫланнӑ-пуҫланман республикӑри ялсемпе хуласенчи вырнаҫнӑ шкулсенчи тӗрлӗ предметсене вӗрентекенсем Шупашкарти вӗрентӱ институтне пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче чӑваш чӗлхипе литератури, истори, музыка, рисовани тат ытти предметсене ертсе пыракансем пулчӗҫ. Ҫак йышлӑ халӑха аудиторисенче вырнаҫтарма ҫукки паллӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗренӗве акт залӗнче ирттеретчӗҫ. Лекцисене республикӑри паллӑ ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем хутшӑнатчӗҫ. Вӗсен кашни сӑмахне тенӗ пекех курссене хутшӑнакансем хут ҫине ҫырса пычӗҫ. Ҫак конспектсем шкулсене таврӑнсан уроксене ирттерме питех те усӑллӑ пулни каярахпа лайӑх палӑрчӗ. Мӗншӗн тесен, асӑнса хӑвартӑм ӗнтӗ, ҫӗнӗ предмета вӗрентнӗ ҫӗрте усӑ курмалли пӗр вӗренӱ хатӗрӗ те пулман. Уроксене хатӗрленме библиотекӑсенче мӗн чухлӗ кӗнеке вуласа тухман-ши? Республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналти статьясене те усӑ курнӑ, кашни вӗрентекен харпӑр хӑй 5–11 классем валли ятарласа программа та хатӗрленӗ.

Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ятарлӑ брошюрӑсем туха пуҫларӗҫ, Сӑмахран: «Чӑваш халӑх уявӗсемпе йӑли-йӗрки», «Чӑваш халӑх календарӗ» тата ыттисем те. Брошюрӑсене илем енчен хаклас пирки калаҫу та пымасть: вӗсене хаҫат хучӗ ҫинче, пӗр иллюстрацисӗр тенӗ пек кӑларчӗҫ. (Мӗн каламалли ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтра рынок мелӗсем ҫине куҫнӑ май, пӗтӗм ҫӗр-шывӗпе укҫа-тенкӗ ҫитместчӗ. Халӑх уйӑхӗ-уйӑхӗпе шалу илмесӗр ларатчӗ.) Ҫапах та, вӗсенче паха материал тухрӗ, ачасене еплерех тата мӗне вӗрентмелли уҫӑмлӑрах палӑрчӗ. Часах программа та хатӗрлесе пичетлерӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра самана палӑрмалла ҫеҫ мар, пач ҫӗнӗлле улшӑнчӗ. Чылай шкулсенче предмета чунтан парӑннӑ специалистсем (сӑмахне калама хӑрамастӑп, вӗсем кашни районтах, кашни хуларах, Шупашкарта та, пур) ертсе пыраҫҫӗ. Тӑваттӑмӗшӗнчен саккӑрмӗш класс таран ятарласа хатӗрленӗ вӗренӱ кӗнеки пур. Малтанхи изданисене хура-шурӑ майпа ҫеҫ пичетленӗччӗ. Халӗ вара 4–6 классем валли тӗрлӗ тӗспе илемлетнӗ кӗнекесем ҫитнӗ шкулсене. Вӗсемпе усӑ та куратпӑр ӗнтӗ. Ку ҫеҫ те мар: 6–7-мӗш классенче уроксенче усӑ курмалли видеофильмсем, 5-мӗш класри кашни урока валли электрон хатӗрӗ, 4–7-мӗш класри ачасем валли ӗҫ тетрачӗсем — йӑлтах хатӗр. Тыт та усӑ кур, ӗҫле те ӗҫле! Анчах та…

Анчах кӑҫалхи вӗренӱ ҫулӗнче нумай шкулсенче ҫак паха предмета пӗр класра (ытларах улттӑмӗшӗнче), хӑш-пӗр шкулсенче (пит сайра!) икӗ, е виҫӗ класра ҫеҫ хӑварчӗҫ. Ларӑва вӗренӱ программинче сехет ҫитменнипе ӑнлантарса параҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва Анат Тимӗрчкассинчи тӗп шкула фестивале пуҫтарӑнна Комсомольски районӗн шкулӗсенче тӑван ен историпе культурине вӗрентекенсем хумханса сӱтсе яврӗҫ. Малалла ҫак паха предмет шкул программинчен пачах та ҫухалас хӑрушлӑх пурне те пӑшӑрхантарчӗ. Сӑмах май, фестивале Шурутпа Тукай Мишер шкулӗсенчи вӗрентекенсем те, унта кӑҫалтан пӗр класра та КРК предмечӗ ҫук пулин те, пынӑ. Пурте ачасем тӑван ен историпе культурин урокӗсене хаваспа ҫӱренине палӑртрӗҫ. Тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ: кӗнекисем илемлӗ, содержани енчен пуян, электронлӑ мелсемпе усӑ курма май пур. Ӗҫ тетрачӗсенче тӗрлӗ енлӗ хӑнӑхтарусӗм — вӗренӱ кӗнеки ҫинче хурав тупмаллисем, хӑй тӗллӗн пуҫа ватмаллисем, кил-йышпа канашласа пурнӑҫламаллисем, сӑрласа илемлетмеллисем — пурне те каласа та пӗтереймӗн. (Ҫак калама ҫук пысӑк ӗҫе — вӗренӱ кӗнекисене ҫырса илемлетессине, ӗҫ тетрачӗсене калӑплассине, электронлӑ пособисене хатӗрлесе ҫитерессине — пӗтӗмпех Е. В. Михайлова (Енькка) туса пырать. Пирӗн чӑваш халӑхӗшӗн, унӑн малашлӑхӗшӗн Елена Викторовна тӑвакан сумлӑ ӗҫ пӗлтерӗшне хаклама та йывӑр. Турӑ сывлӑх патӑр ӑна ҫак сӑваплӑ ӗҫшӗн!) Чи кирли вара — ачасем ҫак предмета алла илсе хамӑр халӑхӑн авалхи историпе культурине пӗлсе ӑнланса илни ҫеҫ мар, асаттесемпе-асаннесен халӑх педагогики, этикӑпа эстетикине пӗлсе хальхи пурнӑҫра усӑ курма пултарасси паха.

«Пӗтме парас марччӗ ҫак тӗрлӗ енлӗ предмета!», — тесе пӗтӗмлетӱ турӗҫ фестивале пуҫтарӑннисем. Республикӑмӑрта пурӑнакан ҫынсем, тулайӗнчи чӑвашсем: чӑн малтан ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсемпе ӑсчахсем, депутатсем, вӗрентӱ министерствинче тата ытти ҫӱлти вырӑнта вӑй хуракансем мӗн шутлаҫҫӗ-ши ҫакӑн пирки?

Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ: ватма-ҫӗмӗрме — ҫӑмӑл, ҫӗнӗрен тума — йывӑр. Пуррине упраса хӑварасчӗ!

 

Г.Белкова вӗрентекен

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters