Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Как басня, так и жизнь цениться не за длину, но за содержание.(Сенека)
 

Ad

Agabazar: Станьял хӑта кӑмӑлне

Agabazar28.03.2016 18:3314108 views

Виталий Петрович Станьял каллех чӑваш ҫырулӑхӗн шӑпишӗн пӑшӑрханать. http://chuvash.org/blogs/comments/2702.html

Ӗнтӗ тата мӗн туса пӑхмалла-ши?

Эп хам та ку ыйтупа тахҫантанпах ҫыратӑп. "Хыпар", "Советская Чувашия", "Илем", "Чебоксарские новости", "Сувар", "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Самар Ен", "Канаш" (Чӗмпӗр хули),... Ӑҫта-ӑҫта кӑна кун ҫути кӑтартса пӑхман-ши хам шухӑшсене!... Хӑшӗсене Интернета та вырнаҫтарнӑ. Результачӗ вара ... урлӑм ҫине пӑрҫа сапнӑ пек кӑна....

Хисеплӗрен те хисеплӗ Станьял хӑта, тен, меслетсене кӑштах улӑштарса пӑхмалла мар-ши? Атту эсӗр те, эпӗр те вӗҫӗмсӗр леш "баррикада леш енчи хӑтасен" ячӗсене асӑнатпӑр, ҫавна май хамӑр сисмесӗрех хайхисен пӗлтерӗшне капашсӑр ӳстерсе яратпӑр. Пиар туса паратпӑр. "Шултра уччоннӑйсем" имӗш...

Ҫук, кунашкал меслетсемпе ҫеҫ тӑрӑ шыв ҫине кӑларса пӗтерме май ҫук хайхисене. Ҫеҫпӗл Мишши калашле, урӑхларах ӑслайсем кирлӗ кунта.

Леш енчисене мар, хамӑр енчисене ытларах пиар тӑвас пулать. Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Горский прахвиссӑр, Георгий Ефимов, Мефодий Чернов фразеологист, Николай Петров прахвиссӑр, .... — ак пирӗн "союзниксем"!

Леш енчисем вара — "алла алӑ ҫӑвать" прициппа пӗрлешнисем ҫеҫ, тӗпрен илсен!

Ӳкерчӗк ҫинче — чӑвашсен оригиналлӑ саспаллийӗсем. Унта вара темшӗн Ӳ вырӑнне урӑххи тӑрать....

Ҫакна йышӑнас пулать: хальхи лару-тӑрура вӑйра тӑракан йӗркевсене улшӑнусем кӗрттерме питӗ хӗн. Ҫавӑнпа та пур-ҫук вӑй-хала "киввине сирпӗтесси" ҫине ямалла мар. Вӑйра тӑракан правилӑсем ҫинех таянма тивет. Унта вара ӑнлавсене ПӖРЛЕ ҫырма май паракан самантсем пайтах. Тавайӑр-ха пурте ҫаканашкал шухӑш тавра пӗрлешер!

Тата, паллах, "хамӑр майлисен" тӗрленчӗкӗсене пӗрлештерсе пӗр кӗнеке кӑларма тӑрӑшмалла пуль. Лешхайхисене ытлашши ӗрӗхсе кайма парас марччӗ.

Виталий Петрович Станьял "Ирхи тӗпел" телекӑларӑмра.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters