Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Ужас и рок шествовали по свету во все века.(Эдгар Аллан По)
 

Ad

Софья Савнеш: Сурхури уявӗнчи пӑтӑрмах

Софья Савнеш05.01.2017 17:437350 views

Сурхури… Темиҫе ҫул каялла ҫак уява пирӗн ялта анлӑ паллӑ тӑватчӗҫ. Шел те, халӗ ку уяв манӑҫса пырать. Эпир ача чухне ҫветке чупаттӑмӑр. Аслисем те тӗрлӗ тум тӑхӑнса килӗрен ҫӳресе пӑрҫа сапалатчӗҫ. Эх, интереслӗччӗ мӗн тери! Хӑшӗ-пӗри сурхури ачисене кӗртес мар тесе алӑка питӗретчӗ. Урамра тӗл пулнӑ ҫынсене юр ӑшне чӑмтараттӑмӑр. Пӗррехинче ҫветке супса чутах шар кураттӑмӑр. Ун чухнехи пӑтӑрмаха аса илме кӑмӑллӑ мар та, ҫапах каласа кӑтартам. Хамӑр урам ачисем пуҫтарӑнтӑмӑр та пит-куҫа капрон чӑлхапа хупласа, тӑлӑп-пальто, ҫӑмат тӑхӑнса килӗрен кайрӑмӑр. Кашнин патне кӗрсе урайне пӑрҫа сапаларӑмӑр. Кӑштахран ял вӗҫне ҫитрӗмӗр. Виҫӗ-тӑватӑ пӳрт кӑна юлнӑччӗ кӗмелли. Ҫтаппансен тӗлне ҫитсен тӑпах чарӑнтӑмӑр. «Малалла каяр мар пуль, каялла ҫаврӑнса утар», - терӗмӗр. Пурте килӗшрӗҫ.

Юрать, малалла кайман. Эпир ун чухне 11-12 ҫулсенчи ачасем ҫеҫчӗ. Ун чухне кӳршӗ пӳрте кӗнӗ пулсан, тен, хӑрушӑ ӳкерчӗк курӑттӑмӑр. Шӑпах ҫав каҫ пӗччен пурӑнакан кинемее такам тискеррӗн вӗлернӗ. Тепӗр кунхине яла милици килсе ҫитрӗ. Ҫав урамра пите хупланӑ чӑлха тупнӑ вӗсем. Пирӗн ушкӑнри пӗр ачан темле майпа ӳксе юлнӑ вӑл. Пуҫларӗҫ пире пӗрин хыҫҫӑн теприне следователь патне сӗтӗрме. Кашнине ыйтса тӗпчерӗҫ. Эпир, мӗн, ачасем, нимӗн те курман, нимӗн те илтмен. Юрать, ҫав киле пӑрҫа сапма кӗмен.

Ун чухне иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсемччӗ. Хӑрушӑ тапхӑр. Ялта унашкал тискер ӗҫ тепре те пулса иртнӗччӗ. Эпир ҫветке чупса ун пек пӑтӑрмаха ҫакланасса шухӑшламанччӗ. Унтанпа ачасемпе пӗрле тек ҫветке чупмарӑмӑр. Япӑх асаилӳсемпе ҫырӑнса юлчӗ ку уяв ун чухне. Милиционерсем нумай тӗпчемерӗҫ. Ӗҫ-пуҫа хӑвӑртрах уҫӑмлатмалла-ҫке-ха. Ялти ӗҫкӗҫе тытрӗҫ, теплен тӗпчерӗҫ те тӗрмене 10 ҫуллӑха хупрӗҫ. Ял халӑхӗ кинемей вилӗмӗшӗн кам айӑплине питӗ лайӑх чухлатчӗ. Ҫав ӗҫкӗҫ мар вӑл, кӳршӗ ялти арҫын…

Ҫав ҫултанпа ҫветке чупман эпӗ. Хӑш чухне ялти ачасем пит-куҫне хупласа пӑрҫа сапма тухаҫҫӗ-ха. Аслисем вара вырӑнтан та тапранмаҫҫӗ. Манӑҫса пырать халӑх йӑли-йӗрки. Шел…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters