Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Даже вся Вселенная - всего лишь искра вечности.(Р.П.Блаватская)
 

Ad

Света Петрова: Георгий Леонидович Ефимов (Тусли) — паллӑ ҫыравҫӑ

Света Петрова20.01.2017 14:336454 views

70 ҫулхи юбилей ҫывхарнӑ май

 

Георгий Леонидович Ефимов — паллӑ поэт, прозаик, публицист, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ, Раҫҫӗй Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ. Вӑл 1947-мӗш ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Турхан Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Леонид, водитель пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ, Нина Егоровна, тӑван колхозра вӑй хунӑ. Юратнӑ ачине ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, тӗплӗ тума вӗрентнӗ.

1955-1958 ҫулсенче Георгий ялти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ. Унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Таисия Николаевна Николаева пулнӑ. 1959–1964 ҫулсенче Упири вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех район хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Сӑва-калав ҫырас туртӑм 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне аталаннӑ. 1959-мӗш ҫулта, 12 ҫулхи ача, «Лум» ятлӑ пӗрремӗш сӑввине ҫырать. Ҫак сӑвва ача ялти клуб сцени ҫинче вуласа панӑ. Халӑх сӑвва кӑмӑллани ҫамрӑка татах сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ. Ку сӑвӑ унӑн ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать.

Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче

Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум.

Касатӑп шӑн ҫӗре –

Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум.

Литература лаҫҫинче Георгий Тусли 1961-мӗш ҫулта хӗрӳллӗрех ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтра Георги Туслин «Ах, намӑссӑр Марине» шӳтлӗ сӑвви «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленет.

Пирӗн кӳршӗ Марине

Юратать аншарлине.

Юратать, юхтарать

Кашни кун вӑл ҫуттине.

Ах, намӑссӑр Марине

Эсӗ вӑтӑр пиллӗкре

Паянах, ыранах

Хутшӑн-ха колхоз ӗҫне.

Хаҫатра ӗҫлекен Петӗр Вашават сӑвӑҫ ачан пултарулӑхне асӑрхать, аталанма чылай пулӑшать. Кӗҫех Георгин «Карап» сӑвви те ҫуралать. Асӑннӑ сӑввисем пурте шкулта тухса тӑракан «Ҫавал хумӗсем» журналта кун ҫути курнӑ. Ку журнала пуҫарса яраканӗ Анатолий Иванов вӗренекен пулнӑ. Пулас ҫыравҫӑн хайлавӗсем каярахпа «Ял пурнӑҫӗ», «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсенче, «Капкӑн», «Ялав» журналсенче час-часах пичетленеҫҫӗ.

1969-1971-мӗш ҫулсенче шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнах Георгий Леонидович Пайсупин ялӗнчи клубра ӗҫлет. Ҫамрӑк каччӑ тӑрӑшнипе клубра «Туслӑх ҫӑлтӑрӗ» литпӗрлешӳ йӗркеленет, 11 автора пӗрлештернӗ вӑл. Литперлешӳ членӗсем тӑтӑшах конкурссене хутшӑннӑ. Икӗ хутчен ҫак пӗрлешӳ «Октябрь ҫулӗ» хаҫат ирттернӗ ӑмӑртура малти вырӑна тухма пултарнӑ. 1969 ҫултан вара хӑйне проза жанрӗпе ытларах ӗҫлеме пуҫлать.

1973-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Георгий Леонидовича райхаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Ҫак тапхӑрта Леонид Николаевич Николаев редактор уншӑн чи ҫывӑх вӗрентекен пулнӑ. Аслӑ юлташӗ вӗрентсе пынипе мӗнпур вӑй-халне Георгий ҫырас ҫӗре ярать. Унтанпа чылай хайлав калӑпларӗ ентеш ҫыравҫӑ. Хайлавсенче вӑл атте-анне, юрату, вӑрҫӑ, ҫынлӑх, кӑмӑл-сипет тата ытти темӑсене хускатать.

Мӗн вӑл телей?

Телей тени атте-анне пурри,

Тус-тантӑшсем хисеплени.

Пысӑк туйӑм чун-чӗрери

Ырӑ та сывӑ пурӑнни.

Телей – савнишӗнех ҫунни

Каҫ-каҫ киле вӑл ӑсатни.

Пӗрле ҫемье чӑмӑртаса,

Ача-пӑчапа савӑнни.

Телей – тӗнче тӑнӑҫ тӑни

Вут-кӑварпа алхасманни.

Ӗҫре, килте чипер пулсан,

Туслӑ та ӑшшӑн пурӑнсан.

Унӑн паллӑрах хайлавӗсем: «Ултутти» (1993), «Ватлӑхри чир» (1994), «Ҫатракассинелле утатпӑр» (1997), «Вӗсем райхаҫатра ҫунат сарнӑ», «Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӑвалла» (2000).

1976-1980 ҫулсенче Чулхулари партин аслӑ шкулӗнче вӗренет. Вӗренсе пӗтерсен те тӑван тӑрӑха таврӑнать Георгий Ефимов. Пултарулӑхне кура ӑна Красноармейски совхозӗнче парти комитечӗн секретарӗ пулма шанаҫҫӗ. Кунта вӑл 1980-1982 ҫулсенче ӗҫлет. Пултаруллӑ та ӗҫчен каччӑн ӗҫӗсене район пуҫлӑхӗсем асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Кӗҫех культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулма уйӑрса лартаҫҫӗ. 1984 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсене пурте юратсах вулаҫҫӗ. Районта ҫитмен, курман ял та юлман унӑн. Пуринпе те вӑл ӑшшӑн калаҫать.

Ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлет Георгий Леонидович. 5 ҫул хушши Н. Янкас пӗрлӗхӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать, 2010 ҫултанпа Красноармейски районӗн ветерансен канашӗн председателӗнче вай хурать. «Трак ен» фольклор ушкӑнне ҫӳрет, юрӑ-ташӑпа тата купӑс каласа ҫынсене савӑнтарать.

Ҫынра тӑхӑр тӗрлӗ талант пур теҫҫӗ. Георгий Ефимов ӑста ҫыравҫӑ, купӑсҫӑ кӑна мар, ҫут ҫанталӑк тусӗ те. Вӑл пуҫарнипе Пайсупин ялӗнче мӗн чухлӗ йывӑҫ лартман пулӗ. Хӑй лартса ӳстернӗ садра ӗҫлеме ҫав тери кӑмӑллать. Юлашки вӑхӑтра ял историйӗпе кӑсӑкланать, «Мамҫа, Пайсупин е Турхан Упи» хайлава ҫырса пӗтерсе ятарлӑ кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет.

 

Авторсем: Васильева В.В., Петрова С.В.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters