Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Я не лечу. Я помогаю пациенту лечиться.(C. Колпаков)
 

Ad

Виталий Станьял: Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн йышӑнӑвӗ

Виталий Станьял03.03.2017 09:117509 views

Чӑваш Республикин элтеперне М. В. Игнатьева

 

ЧӐВАШ ВАТТИСЕН ТӖП КАНАШӖН ЙЫШӐНӐВӖ

(решение Центрального совета чувашских старейшин)

Анлӑ лару 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

«Идель.Реалии» сайтра 2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче тухнӑ «Чувашский продержится не более 50 лет?» калаҫӑва Ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явса пӗр саслӑн ҫапла йышӑннӑ:

1. Чӑваш ӑс-хакӑлӗпе чӗлхине упраса хӑварасси ку чухне хуҫалӑхпа пурлӑх ыйтӑвӗсемпе танах ҫивӗч тӑнине палӑртатпӑр. Тӑван халӑх еткерлӗхне сыхланине, ӑна пуянлатса тӗнче шайне кӑларма тӑрӑшнине патшалӑхпа тӑнӑҫлӑха хирӗҫ ӗҫ тесе шутламастпӑр, ҫакӑншӑн ҫынсене айӑплама пӑхнине сивлетпӗр.

2. «Идель.Реалии» сайтра хускатнӑ ыйтусем халӑха нумайранпа пӑшӑрхантараҫҫӗ. Юлашки тапхӑрта Мускаври ертӳҫӗсем, уйрӑмах вӗрентӳ шаралӑхӗ, шкулта чӗлхесене вӗрентессине юри пӑтраштарса тӑнине, халӑхсене хирӗҫтермелли сӑлтавсем шыранине палӑртатпӑр. Тӑван ӑспурлӑха аталантарма пултаракан ӑста ачасен класӗсемпе шкулӗсене хупса пӗтернине халӑха хирӗҫ тунӑ сӑтӑрла ӗҫ тесе хаклатпӑр.

3. Чӑваш чӗлхипе ӑспурлӑхӗ Тӗнче пӗтмесӗр те пӗтмессине ҫирӗп шанса тӑратпӑр, ҫавӑнпа ӑна Чӑваш патшалӑх ертӳлӗхӗ те, ачасене пурлӑх-ырлӑхпа ҫеҫ мар (ку енӗпе пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ), вӗрентсе ӳстерес енӗпе те яваплӑха хытарасса тата шкулпа ача пахчисенчи вӗрентӗве ятарлӑн тӗрӗслеме пуҫласса, чӑвашла вӗрентӗве ячӗшӗн туса улталанине пӗтерессе кӗтетпӗр. Ҫакна тума нимӗнле хушма укҫа-тенкӗ те кирлӗ мар.

4. Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ Тӑван чӗлхе пуянлӑхне, халӑх йӑли-йӗркисен пархатарне тӗнче умне кӑларма тата вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курма ҫителӗклӗ тӑрӑшмасть. Ваттисен Канашӗ тахҫанах пӗлтернӗ сӗнӳсенчен (сайтри калаҫура вӗсене аса илтернӗ) ку тарана ҫитсе пӗрне те пӑхса тухман, пурнӑҫа кӗртмен. Чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесемпе шайлаштарса пымалли ӗҫсен кӑтартӑвне халӑха «Хыпар», «Халӑх шкулӗ» тата инҫекурӑмпа хумсас урлӑ пӗлтерме ыйтатпӑр. Хыпарлавра чӑваш ӑспурлӑхӗн тавлашуллӑ ыйтӑвӗсене ҫутатма чарни нихӑш енчен те, никама та усӑллӑ мар, хирӗҫтӑру кӑна ҫуратать тесе шутлатпӑр.

5. Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче чӑваш кил-йышӗнче, ача пахчисенче, шкулта ачасемпе куллен чӑвашла тата вырӑсла тан калаҫма, пултаруллӑ кирек хӑш ачана та ют чӗлхесене тӳлевсӗр тан вӗрентме хавхалантаракан юхӑм йӗркелеме палӑртатпӑр. Ҫакна тума Сирӗн пуҫару тата хыпарлав хатӗр-хӗтӗрӗнче ҫутатса тӑма ирӗк кирлӗ.

Пирӗн сӗнӳсене Чӑваш чӗлхи кунӗччен пӑхса тухса хурав пама ыйтатпӑр (Шупашкар, Наци вулавӑшӗ, 208 пӳлӗм).

 

Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Виктор Нави // 9067.0.0898
2017.04.05 16:33
(Шупашкар, Наци вулавӑшӗ, 208 пӳлӗм): Вулавӑш - читальный зал, Кӗнекевӗш - библиотека.
Виктор Нави // 9067.0.0898
2017.04.05 17:01
Куҫарӑнман сӑмахсене пурнӑҫра малаше те куҫарса пымасан, чӑваш чӗлхи 50 ҫултан мар, 25 ҫултан та пӗтсе ларӗ. Мӗншӗн? Халӗ эпӗр пӗтӗм тӗнчери сӑмахсене 65% чӑвашла калама пултараймастпӑр. 75%та ҫитсен, чӑваш чӗлхи пӗтрӗ тесе шутламалла. Хальхи вӑхӑтра пирӗн чӗлхен суя ӑстисем ҫӗн сӑмахсене пӗтӗмӗшле куҫарма пӑрахнӑ. 1982-85 ҫулсенчи Скворцов М.И. редакциленӗ "Чӑвашла-вырӑсла словарь" ("словарь" сӑмаха СӖМАКАВ тесе каламалла) виҫӗ пайран тӑрать: 1/3 мӗш пайӗ - халӑхра усӑ куракан чӑваш сӑмахӗсем, 1/3 мӗш пайӗ - ют чӗхесенчен кӗнӗ чӑвашла куҫарман сӑмахсем тата 1/3 мӗш пайӗ - халӑх калаҫӑвӗнчен тухнӑ (архаизм) кивелнӗ сӑмахсем. Апла пулсан, !982 ҫултах чӗрӗ чӗлхери 50%-та кӗрекен сӑмахсем - чӑвашлисем мар. Эппин, 20 пинрен тӑракан ютҫӗршывлӑ сӑмахсен сӗмакавӗнчи 10 пинне чӑвашла куҫарсан та, пирён чӗлхе чӗрӗлсе ҫӑлӑнни куҫкӗретех палӑрӗ. Ҫӗнӗ сӗмакавсем (=словарсем) хатӗрлесен тата вӗсемпе анлӑ усӑ курсан ҫеҫ, эпир чӗлхене ҫӑлса-упраса хӑварӑпӑр.
Виктор Нави // 9067.0.0898
2017.04.05 17:45
Чӑваш чӗлхинче чӗлхеҫӗсенчен килекен йывӑрлӑхӗ те пур. Хӑй вӑхӑтӗнче Н.П. Петров чӗлхеҫӗ-профессор мана пуризм юхӑмне кӗрекенсен шутне йышӑнасшӗнчӗ. "Куҫарсан, кам ӑнланать",- тесе хучӗ. Правша-левша сӑмахсене чӑвашла куҫараймарӗ. ЧГИГНри Дегтярёв "коллекционер" сӑмаха ПУХТАШ тесе тутарла куҫарса пачӗ. Петров - анат енчи, Дегтярёв - ҫӳленчи (виръял) ҫынсем. Ҫакна та ӑнлантӑм: чӗлхеҫӗ анатри пулмасан, ӑна (вӗсене) литеретура чӗлхине ӑнланма е аталантарма 25% йывӑртарах. Чӗлхеҫӗсемпе литераторсем хушшинче анатрисем ҫукӑпа пӗрех. Чӑваш чӗлхеҫисем! Ҫуттӗнчери пур сӑмахсене пурне те чӑвашла куҫарса калама май пур!
Agabazar // 1097.87.0332
2017.04.05 22:37
Agabazar
Дегтярёв — Шупашкарта пурăнать. Унта вара нимле анатри-тăваллисем те çук. Пурте — вырăсланаса пыракан чăвашсем.

Библиотекăна кĕнекевĕш мар — КĔНЕКЕСАР тесен аванрах. Сăмахран, Илле Иванов çапла калать. Анчах электорнлине апла калама хĕн. Мĕншĕн тесен унта кĕнекесенче çук хайлавсем те пайтах.
Ваççа // 9259.3.8429
2017.04.06 05:24
Акапасар,Капкăн тенине паян уçас пулсан сире ăнланмалла,анчах та капкăн хăçан та пуллин, калăпăр, чăваш чĕлхине вĕрентмен ашшĕ-амăшĕсене йĕкĕлтесе çырни пулнă-и? Пилĕкрен айалтарах кулăш паян туллиех,ăна чăвашла "куçарнинче"мĕн усси ? Куçарнинче çылăх мар ĕнте,анчах та пур япалана та ЧĂВАШЛАТАС туйăм малта пулмалла.Кулăша та ,вырăс тата ытти чĕлхесенчен куçарнă юрăсене те ,тĕнсене те. Копировать туса çеç чăваш чĕлхи çине куçарнин тĕллевĕ хавшак. Çĕнеллетсе (модернизировать),пур япалана та чăвашлатасси малта пулмалла. Чăваш çыннин чунĕ витĕр кăларса чăваша юрăхлă тумалла.Унта чăвашла куçарнисĕр пуçне татах та ĕçĕ нумай. Редактор тени çавна ăнланмалла. Пире çĕнельнĕ,чăвашлатнă Капкăн кирлĕ. Капкăна хирĕç мар,формализм тенине хирĕç.Пур ыйту çине те анлăрах пăхмалла,уйрăмăн мар. Фронт тенине тан тытса пымалла.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters