Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Время есть отношение бытия к небытию.(Ф.Достоевский)
 

Ad

Agabazar: Пулхӑр чӗлхин сӑмахсарӗ

Agabazar11.01.2018 13:3113564 views

Ку сӑнсене ак ҫак тӗлсенчен илнӗ: 3), 2), 1).

 

Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур. Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчен, 13-14-мӗш ӗмӗрсем.

Юпасем ҫинчи ҫыравсенчен ытларахӑшӗ — Р,Л-сӑнарлӑ тӗрӗк чӗлхипе. Е, ансатраххӑн каласан, чӑвашла. Ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче пулхӑр чӗлхи е вӑтам пулхӑр чӗлхи теҫҫӗ.

Вӑл чӗлхене паянхи ӑслав тӗнчинче пурте пит аван пӗлеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл чӗлхен ятарласа ӑсталанӑ сӑмахсарӗ паянхи кунччен те ҫук пулас.

Ҫапла вара кирек кам та хӑй умне ҫавнашкал сӑмахсар ӑсталас тӗллев лартма пултарать. Паллах, ятарлӑ пӗлӳ, хӑнӑху тата ытти майсем пур пулсан.

Ҫапла каларӑм-ха та, анчах тепри хирӗҫлеме те пултарӗ. Мӗншӗн тесен сӑмахсара ӑсталама, — пӗлӳсӗр пуҫне, — ҫыннӑн вӑй-хал, сывлӑх, вӑхӑт, тӑрушулӑх, мул ҫителӗклӗ пулмалла. Вӗсем вара никамӑн та ытлашши мар, никамӑн та ҫав тӗлӗшпе ҫӑл тухса тӑмасть. Туса ирттернӗ ӗҫшӗн кам укҫа тӳлӗ? Пурне те песплат туса ларсан, вапше кӗлмӗҫе тухма пулать.

Ку — чӑн та ҫапла. Ҫапах та камӑн та пулсан ҫак ӗҫе те тумаллах.

Атту епле пулса пырать-ха? Хальхи чул юпасемпе ҫыхӑннӑ тӗпчев ӗҫӗсене пӗтӗмпе тенӗ пекех тутарсем туса пыраҫҫӗ темелле. Чӑвашран, хамӑр ятран, тунисем ҫукпа пӗрех. Малҫӑлкуҫсемпе ӗҫленисенчен Ашмарина ҫеҫ асӑнма пулать пуль.

Паянхи куна ҫитиччен мӗнпурӗ 400 яхӑн чул юпа тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ, каларӑмӑр ӗнтӗ, Р,Л-чӗлхеллӗ. Вӑт ҫав юпасем ҫинчи мӗнпур сӑмахсене шута илсе алфавитпа килӗшӳллӗн ҫырса тухмалла. Ӑслав стандарчӗсене мала хурса, паллах. Вӑт ҫавӑ пулать те ӗнтӗ хайхи сӑмахсар.

Темӗнле ӑнсӑрт таблицӑсем ӑсталанипе ҫеҫ ҫырлахса пурнас марччӗ.

Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр. Н.И.Ашмарин, акӑ, патша саманинче цензор пулса ӗҫленӗ. Нимӗнле кафедра та, нимӗнле тӗпчев институчӗ те пулман унӑн. Паянхи куҫпа пӑхсан, дилетант теме те пулать, — Лазарев институтне пӗтернӗ пулин те.

Ҫапах та Ашмарин "Болгары и чуваши", "Тезаврус лингве чувашорум" тата ытти япаласем те ҫырмашкӑн майсем тупнӑ. Мӗншӗн паянхи ҫынсен унран тӗслӗх илес мар?

Ӳкерчӗке илнӗ вырӑн.

Сӑмахсар тумалӑх сӑмахсен йышӗ пур-и-ха чул юпасем ҫинче?

Пур. Ҫителеклӗ. Ман шутпа темиҫе ҫӗр сӑмах пухӑнма пултарать.

Тепӗр тесен, сӑмахсар вӑл яланах сӑмахсар. Йыш хуть те мӗн чухлӗ пулсан та.

Урӑх енчен те пӑхас пулсан, чул юпасемпе ҫеҫ ҫырлахмасӑр, куршӗри финн-угор чӗлхисенчи булгаризмсене шута илме пулать. Ҫапла майпа авалхи чӑваш чӗлхинчи чылай сӑмахсене ятарласа реконструкцилемелле. Унашкал сӑмахсене уйрӑм ушкӑна пуҫтарса каллех ятарлӑ сӑмахсар ӑсталамашкӑн май пур. Паллах, чул юпасем ҫинчи сӑмахсемпе пӑтраштарса ямалла мар унашкаллисене. Реконструкциленӗ сӑмахсене, пӗлетпӗр ӗнтӗ, сӑмах умӗн, ҫӳлтен, ятарлӑ ҫӑлтарпа паллӑ таваҫҫӗ. Калӑпӑр, ак ҫапла: Пычалзе — *Пӑшалҫӑ — Сунарҫӑ. Е тата: Сарзе — *Ҫарҫӑ — "Воин".

Юлашкинчен вара чул юпасем ҫинче тӗл пулакан хӑшпӗр сӑмахсене аса илтерӗпӗр.

Хисеп ячӗсем

vec ‘три’, tuat ‘четыре’, bial или bel ‘пять’, ceti‘ семь’, säkär ‘восемь’, toxr или toxyr ‘девять’, von ‘десять’, ciarm ‘двадцать’, otyr ‘тридцать’, xyryx ‘сорок’, säkärvon ‘восемьдесят’, toxyrvon ‘девяносто’, Vur ‘сто’, cet-cur ‘семьсот’,

Вӑхӑтпа, календарьпе ҫыхӑннӑ сӑмахсем

cal ‘год’, ajx ‘месяц’, ärnä ‘неделя’, ärnäkön ‘пятница’, kici-ärnäkön ‘четверг’, xankön ‘среда’ xys-kön ‘воскресенье’(?), ärnäbaš-kön ‘понедельник’ (?),

Ытти сӑмахсем

baluk ‘памятник’, šyv ‘вода’, jal ‘селение’, išnä ‘внутрь’, mün ‘большой’, böčök ‘маленький’, ašli ‘старший’, ačkä ‘отец’, küköca ‘дед по матери’, oyl или yul ‘сын’, xir или hir ‘дочь’, hirxum ‘невольница’,

 

Асӑннӑ сӑмахсене пурне те М.З.Закиев статйинчен илнӗ. Вӗсенче кӑштах тӗрӗс мартарах транскрипциленӗ вырӑнсем те пулма пултараҫҫӗ.

Курӑр-ха, ҫак пӗчӗк ҫеҫ сӑмахсарта та мӗн тери кӑсӑклӑ япаласем пур !

Калас пулать, эпир асӑннисем — чул юпасем ҫинчи сӑмахсен пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Курӑр-ха, ҫак пӗчӗк ҫеҫ сӑмахсарта та мӗн тери кӑсӑклӑ япаласем пур! "Кукаҫи" тениех мӗне тӑрать!

Чылай сӑмах, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, паянхи чӑваш чӗлхинче ҫук. Кӑна та йышӑнас пулать. Сыхланса юлайман паянхи кунччен. (Калӑпӑр, "галим"— ӑславҫӑ, нумайлӑ хисепре — галимсем, ку тӗслӗхе тахҫан Марсель Ахметзянов илсе кӑтартнӑччӗ). Анчах ун пеккисем те ӑсталама хатӗрленекен асӑннӑ сӑмахсарта пулма тивӗҫлӗ. Епле-ха унсӑрӑн?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (17)]

Comments:

Тимĕр Акташ // 3466.11.0422
2018.01.13 19:09
Питĕ пĕлтерĕшлĕ статья, сĕнÿ! Питĕ кăсăк! Анчах, кам çак ĕçне тăвать? Пур-и халь çакăн пек ăслă, ятарлă аслă филологийĕ пĕлÿ илнĕ, хастар чăвашсем? Чăн-чăн чăваш патриочĕсем? Кам вĕсене ĕç укçи тÿлĕ? Чăваш патшалăх гуманитарийĕн ăслăлăх институчĕн ĕçченĕсем? Мĕнле чăваш чĕлхеçĕсем шутлаççĕ?
Базиль Кириллов // 3365.59.9415
2018.01.14 02:55
Хузангая хушмалла, вӑл араб графикине чухлать. Гуманитари институчӗ унпа договор тусан аван пулмалла,
Agabazar // 1473.12.1978
2018.01.14 11:47
Agabazar
Никам та хатĕр пĕлÿпе çуралмасть.
Енчен те çын араб графикине чухламасть пулсан, вăл ăна ятарласа вĕренме пултарать. Кам чарать вĕренме?
1990-мĕш çулсенче пайтах çын филологи ăславĕсен кандидачĕ пулса тăнă. Вăл шутра чăваш чĕлхине тĕпчесе те. Паян мĕн тăваççĕ çав çынсем? Эп ăнланнă тăрăх, ĕçсĕр лараççĕ е урăх енĕпе ĕçлеççĕ.Наука тени çавнашкал япала: чăннипе унта тăрăшма никамшăн та чару çук. Ав, Кĕркури Перельман Интернетра тем çут тĕнчене кăларнă та, талккăшпех паллă пулса тăнă. Кĕсъе тулли дипломсем пурри ĕçе вырнаçнă чухне кирлĕ пуль-ха ĕнтĕ, анчах та кирек кам та чылай чухне результат кăтартма пултарать. Е — пултараймасть. Результат пур-тăк — эс профессионал. Результат çук пулсан — профессионал мар. А дипломусене кун пек чухне КШ-не чиксе хур, иçмасса!
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.14 17:52
Акапасарăн киревсĕр ĕçне асăрхакан çук пулмалла. Кулса ,мăшкласа вăл ПУЛХĂР тесе çырнă. Закиевран та кунта нимĕн те туртса килме кирлĕ мар. Ун пек историк çук.
Agabazar // 4232.26.5086
2018.01.14 23:32
Agabazar
Ялтан мар, чăннипе Кремĕл таврашĕнчен килнĕ Хоспочын,
сÿпĕлтетсе лариччен тыт та асăннă сăмахсара ăстала.

Ытти енчен нимле те "чышма" çук та, çак япалана туртса кăларчĕ аптранă енне. Тÿрех паллă, çинунсемпе алаттарсен камандинчи çын.

Вăтăрмĕш, çирĕммĕш çулсенче пурте тенĕ пекех пулхăр тесе çырнă: Петĕр Хусанкай та, Митта Ваçлейĕ те .... Çапла халлĕнех çавнашкал хурăмпа вĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсене ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă.

Пулхăр чĕлхи тенĕ, Дунайçи пăлхарсен чĕлхипе пăтраштарас мар тесе. Ăславра ку, пăтрашуран пăрăннни, питĕ хытă пĕлтерĕшлĕ.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.15 05:32
Чăваш Ен вырăнне Чăваш Ĕн тесе çырнă пекех пулса тухать. Хăр тенине "засохни " тесе ăнланмалла ? Пулнă та хăрнă? Пулхар е пулкар харăс пул е пĕрле пул (патшалăх пĕльтерĕшлĕ).Çавăнтан хăрать Акапасар?
Илле // 1542.67.9238
2018.01.15 10:40
Маттур чăваш Иван Юркин чăвашсен чи малтанхи хаçатне те "Пулхăр" ятпа кăларасшăн пулнă. Шел, вăй çитереймен.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters