Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Надо, чтобы условия, а не управляющие заставляли людей работать.(Р. Хасимото)
 

Ad

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1742160 views

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (173)]

Comments:

2019.05.07 16:49
Алибасов, роман çырасси виçĕ предложенирен тăракан комментари çырасси мар. Хуратма вăл питĕ çăмăл, эсир шуратса пăхăр.
Agabazar // 3509.29.3189
2019.05.07 17:20
Agabazar
Вырăсла çырнă романа вырăсла роман теççĕ. Чăвашла çырнă романа чăвашла роман теççĕ.
Agabazar // 3509.29.3189
2019.05.07 17:20
Agabazar
The comment was deleted.: Дубль
Евгений Турхан // 1616.17.9721
2019.05.08 11:41
Чӑваш литературинче критика жанрӗ пачах пӗтсе ларнӑ тесе хӑранӑчче те, пурӑнатпӑр иккен ха. Апла пулсан чӑваш чӗлхи пєтмест. Калаҫӑва хутшӑннисене ҫивӗч сӑмахсемшӗн тав тӑвас килет. Ҫав шутра ячӗшӗн ҫырнӑ пушӑ пучахсемшӗн те.Хӑшпӗрисен критики адресӑр пулни пӑшӑрхантарать. Ҫавах кӑмӑл уҫӑлчӗ.Хама «хӗнемелли ача" (мальчик для битья) вырӑнӗнче туйрӑм пулин те.
Семен Микулайё // 1616.17.9721
2019.05.12 12:59
Критика мар ку, темшён тавӑрас тесе хатӗрленё сӑмах пуххи ҫеҫ. Кёнеке лайӑх, умстатйине те питё объективлӑ ҫырнӑ. Ку кӗнеке пирки урӑх ҫӗрте урӑхла хак пани нимён те мар вӑл, ҫапла пулмалла та. Пулма пултараҫҫӗ Сорокин кёнекитнче кӑлтӑксем. Анчах ҫакӑншӑн авторне вӑрҫмалла, куҫаруҫӑпа «Сувар» хаҫата мар. «Сунтал» литпӗрлешӳпе хаҫат чӑваш литературине Тутарстанра аталантарас тесе пысӑк ӗҫ ӗӗтӑваҫҫё. Кёнекен икӗ изданийё тӗрлёрен пулни, иккёшӗнче те лайӑх шухӑшне те улӑштрни, лайӑх, витёмлё сӑвӑсене киревсёр прозӑна куҫарни, е пачах кӑларса пӑрахни куҫаруҫӑсен мар, издательсемпе авторӑн айӑпё. Кӗнекене пӗр вӑхӑтрах икё типографире пичетлени те киревсёрлёх. Ҫак статьян авторё Турханах пулни те иккӗлентерет.
Андриян Григорьев // 1675.40.7002
2019.05.12 20:38
Евгений Андреевич Турхан пек вырăсла та, чăвашла та пĕр пекех чаплă хăйĕн хайлавĕсене çырма, вырăсран чăвашла, чăвашран вырăсла куçарма пултаракансем халĕ çыракан çыравçăсем хушшинче пите сахал. Чăвашла унран лайахрах çыракансем пур, паллах, вырăсла лайăхрах çыракансем вырăс çыравçисем хушшинче тата нумайрах. Анчах пĕрлĕхлĕ паллă лартсан ăна çитекенсем курăнсах каймаççĕ...
Agabazar // 1096.00.7440
2019.05.14 05:47
Agabazar
Евгений Андреевич Турханăн хăш хайлавĕсене вуласа куртăн, çавăн пирки каласа пар-ха, тархасшăн.
Вуламасов // 2903.88.4948
2019.05.14 14:20
"Сорокин хăй романĕнче вырăн-вырăн Шолохоран та иртсе кайнă" тесе Турхан хăй те мар пуль-ха, Сорокине хăех çырнă пуль-ха. Турхан ятне лартса кăна янă пуль-ха. Юмах Мишшилле ĕнтĕ. Анчах Трухане хăй ятне лартма ирĕк панă пулсан, мĕн калăн кунта? Тепрехинче Пушкинран та вăйлăрах теесси çеç юлать
Базиль Кириллов // 2497.96.0629
2019.05.14 20:10
Турхан фразеологи мӗнне, ӑна мӗнле куҫарамаллине тӗшмӗртеймест: "йытӑ сиивви" тесе куҫарса кам хӑйӗнчен култартӑр? Кунта та мӗнле пуклаккӑн палкать: каллех "мальчик для битья" текен сӑмах явӑнать ун пуҫӗнче, ӑна "патак ачи2 тесе ҫавӑрса каламаллине пӗлмесӗр "чӑмӑрла" куҫарать. Роман куҫарма ӑна мӗнле пуҫпа шаннӑ? Эх, Сорокин,,, Эс хӑв та унран мала кайман...
2019.05.15 22:56
Н. М. Сорокинăн чăвашла куçарнă "Тăлăх арăм минтерĕ" кĕнекине вуламан-ха (пирĕн паталла çитмен), анчах пĕлетĕп, Е. А. Турхан ăна пĕччен куçарман - çумавторĕ пур. Çавăнпа та, хăш йăнăшне хăшĕ тунине пĕлмесĕр, айăплама васкамалла мар... Турханăн чăвашла çырнă хайлавĕсене, "Сувар" хасатра пичетленнисене, çирĕм çул ытла вуласа тăна, "Чĕрĕлĕх шывĕ" романĕнчен тытăнса (уйрăм кĕнекепе вăл тухман). Вырăсла çырнă "Последний эльтебер", "Тайна обелиска" хайлавĕсене нумай çул каялла вуланăччĕ. Чăвашран вырăсла куçарнă Григорий Акташăн "Хасан Туфан и его земляки", вырăсран чăвашла куçарнă Ринат Маннанăн "Герои войны" тата Гавриил Державинăн "Памятник" ятлă сăвă кĕнекисене вуланă. "Герои войны" кĕнекине Юхма Мишши, "Памятник" (нумай пулмасть кăна тухнă) кĕнекине Юрий Сементер пысăк хак панă...

Pages: 1, ... 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters