Атнер, кашни халăхра ĕçкĕçсем пур, кун пирки çука калаçса ан лар, хăть тутар масарне, хуть чăвашпа вырăс масарне кĕрсе пăх, мĕн чулĕ çамрăк? Е тата ятарласа чăвашсене ĕçкĕç халăх тесе ят ярасшăн-и? Паттăр, ыррине пултармасан начара пултар. Хам енчен вара, чăвашла пĕр кĕнеке тухрĕ, тепри хатĕр, вырăсла виçĕ кĕнекерен тăракан роман хутларăм. Ку основной ĕçсĕр пуçне, пушă вăхăтра. Апла вара эпĕ ĕçкĕç пулатăп-и?
Тĕрĕслĕх, чĕлхене енчен те кĕнеке кăларса аталантармасан, епле аталантарасшăн эсир? Урамра калаçса-ши тен? Айван та... Хăвăр пĕрер хайлав çырса пăхăр унтан сайт çине çырса ларăр. Кунта сирĕн йышшисем аванах, пĕр акапасар мĕне тăрать.
Чавашри Мишер // 2794.13.0625
2019.06.12 23:30
Чăваш журналисчĕсене хăйсен чĕлхипе çапла хăтланнăшăн кутран çаптармалла!!
Ку сайт çинче те пĕр журналист та палăрни çук. Е чăваш чĕлхи пурнăçĕ питех пăшăрхантармасть вĕсене? Ăнланмастăп. м Ялав, Капкăн журналсем çĕтрĕç, мĕн чухлĕ хаçат çĕтрĕ, кама-тăр пăшăрхантарать-и? Кунта пĕр ăçтиçук "Вот и" манăн "Конкурс юратап эп сана" статьяна: паянхи кун çынсем чăвашла вуламаççĕ, тесе лаплаттарса хучĕ. Чăннипе те çапла-ши? Хамăрăн тăван чĕлхене хамăр пĕтеретпĕр вĕт, никам пулăшмасăрах. Кама айăпласси пур ку чухне? Журналистсем ытларах хăйсен, айккинчисене питех çул уçмаççĕ, апла-тăк çырма кăмăл пулать-и? Паллах çук. Юрать издательствăсем пур, чăвашла та ытти чĕлхепе те çырма пулать. Хайхи статьяна та вырăсла çырнă, тен чăвашсем валли мар, ытти халăх валли, е тата чăвашĕ хăй хыçаланмасан кам-тăр ун пирки хыçаланасса шанса-ши?
Чавашри Мишер // 1054.01.2241
2019.06.15 12:21
Чăваш журналисчĕсем намăсланнăран нимĕн те шарламçççĕ кунта. Намăс вĕсене.
Çавнашкал пулас. Тĕрĕспе çыракан та çук сайт çине, те чăвашсем вулама-çырма та манăçтарнă, те тарса пытаннă. Ячĕсене те çыракансем уçма шикленсе тăраççĕ, аноним евĕр çыраççĕ. Тен, çавăнпа та чăваш чĕлхи çĕтсе пырать те. Уççăн çырма хăраççĕ, пурне те хăйĕн кĕпи çывăхрах. Тата чăвашла дубляжсем хаçатсенче çĕтсе пыраççĕ, Аксури (Тутарстан) хаçатра тутар чĕлхинчен официаллă статьясене çеç куçараççĕ, уйрăм чăвашла авторсене пичетлеме ирĕк çук, кам-тăр хирĕç пулни? Паллах çук. Сайт çинче çыракансен хушшинче те чылайăшĕ чăваш чĕлхи çĕтсен юрĕччĕ тенĕн çыраççĕ.
Микула пекех // 9259.3.8429
2019.06.16 19:16
Уҫҫӑн "суя вӑхӑт" алхаснӑ чух "шикленменнисем" кӑна кӑлӗҫ. Кӗрӗкне пӗркенсе кӗрекере ларсан аванрах пулмалла. Паянхи ассен высший пилотаж вӑл шупӑр тӑхӑнса виҫӗ сӑмах чӑвашла каласси,ун хыҫҫӑн,патриотизм тата дружба народов мӗнне тӑна кӗмесӗрех ун пирки калаҫасси. Чӑвашлӑха сутасси паян тухутлӑ. Ӑнланмалла ҫавна.
Микула пекех, тĕрĕс калатăр. Кĕрекере ларма аванрах: çутти те лекет, çыртмалли те. Анчах та хăвăн шухăшупа пурăнма аванрах, кĕреке хушшинчен сирпĕтме те пултараççĕ, кĕреке хушшинче ларманне ниепле те сирпĕтме çук.
Микула пекех. // 9259.3.8429
2019.06.19 19:46
Хӑш кун вара чӗлхе "поминки" пулче ? Республика Кунӗ темшӗн ҫавна аса ильтерме пуҫларӗ? Конституция ЧР ячӗ кӑна юлчӗ,челхе "добровольно" кӑна тата ялти шкулсем чылай хупса пынине ташласа юрласа ....