Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
-8.7 °C
Первое условие бессмертия - смерть.(С.Е.Лец)

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0522678 views

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (98)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2019.11.16 19:48

Чӑннипе мӗне кура ҫӗнтерӳ." Айӑплисем" малтан икӗ чӗлхепе ҫырма шут тытнӑ пулнӑ,анчах такам мантарнӑ тейӗпӗр. Тургай Валерий Владимирович Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ кун пек хӑвӑрт итлени. Чиновникӑн Путинӑн шаннӑ ҫыннине мӗнле майпа хирӗҫлес ? Кунта ытларах ҫак сӑлтав пулас? Халӗ куртӑр мӗнле майпа чиновниксемпе ӗҫлемелле.

Тургайӑн алли яланах ҫӑмӑл пулмалла ? Ҫавӑнпа та Шупашкарти ачасем валли, тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем тӑвас ыйтӑва тапратма ӑна шанса парас терӗҫ чӑвашсем. Культура министерствинче Путина тата унӑн шаннӑ ҫыннисене хисепленине пӗлтӗмӗр. Пӗлес килет Шупашкар хула администрацинче тата вӗрентӳ министерствинче тӑрӑшакан чиновниксем мӗнлерех, Путина тата унӑн шаннӑ ҫыннисене хисеплес йӑла пур е ҫук ?

Ҫеҫпӗл ячӗллӗ театр паян тем тесен те кирлех,анчах та Ҫеҫпӗл ячӗлле ача сачӗ,тӑван чӗлхепе ӳстермелли ,тата кирлӗрех.
Agabazar // 3026.24.3570
2019.11.17 00:06
Agabazar
Тавай, тавай, ĕçле, Микула юлташ!
Атнер // 3106.72.6424
2019.11.17 10:24
Тӗрӗс Микулай.Тата Тургай ним пытармасӑр,хӑрамасӑр каласа патӑр халӑха.Унӑн хӗрӗ Илемпи пирӗн ачасемпе пӗрлех ӳснӗ.Садикӗ чӑвашла пулман.Анчах та пирӗн ачасем калаҫаймаҫҫӗ тӑван халӑх чӗлхипе хамӑр заслуженнӑйсем пулсан та, а Тургайӑн пултараҫҫӗ.Тата чи тӗлӗнмелли.Эпир пурте папа мама,а Тургай вара АТТЕ.А садиксем чӑвашла кирлӗ,паллах,халӑх ыйтать пулсан.Мӗнле вӑрттӑнлӑх пур Тургайӑн ачасене тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентессинче.
Вулакан // 1843.58.5894
2019.11.20 05:43
Атнер, ман шутпа çав вăрттăнлăхĕ, Туркай çирĕп характерĕре. Вăл çине тăрсах ачи-пăчине чăвашла ăнланма та калаçма вĕрентнĕ пулас, пĕрмай тăван чĕлхипе хутшăнса та хистесе тăрса. Ĕпир вара, нумайăшĕ адаптивлĕ характерлĕ, ăçта çăмăлрах çавăнталла пăрăнатпăр. Ĕпир пурте тĕрлĕрен-çке. Туркай вара, ман шутпа паллах, кĕрешӳ характерлĕ. Хирĕçле тумашкăн кăмăлĕ те пур.
Микула вара тĕрĕс астутарса тăрать, ача пахчисем чăвашла пулмалла тесе. Ак çав çулхиех ача-пăча тăван чĕлхи никĕсне хывать та. Кайран çавă, кун-çулĕ тăршшипе упранса та астутарса пырĕ.
Валери Туркай // 3618.72.3428
2019.11.21 04:51
Тавах, "Атнер"! Тавах, "Вулакан"!
Эп, чӑнах та, Илемпипе Силпишӗн савӑнатӑп! Илемпи халӑха "Нарспиана" парнелерӗ (ун пек кӗнеке пулманччӗ-ха!), Силпи пире 2 мӑнук парнелерӗ (ку телей мар-им? Телей!)
КИЛТЕ тӑван чӗлхепе ҫеҫ калаҫмалла ачасемпе!
Вара пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать!
...ЫРАН, 22-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен театрне ("Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑскере) Ҫеҫпӗл Уявне пырӑр! ПУРНЕ ТЕ кӗртеҫҫӗ. 14 сехетре пуҫланать.
Пурсӑра та хисеплесе (юрать эсир, ШУХӐШЛАКАН ЧӐВАШСЕМ, пур!) Валери Туркай. 8-927-855-54-80
2019.11.22 12:32
KIREMET SIGCHI YURGAN TURINGE
...Ĕлĕк-авал, ĕнер, Этем хăйне хăш халăх çынни пулнине - Тăван Чĕлхепе тата Тăван Тĕнпе çыхăнтарнă пулсан.., хальхи (тата çитес) саманара, Пĕтĕм Тĕнче пĕрлешсе пынă вăхăтра.., Чăваш, çĕр çинчи кашни-тем тепĕр патшалăхĕнче пурăнма (тăван чĕлхине çухатса) пултарать пулсан.., Тăван Халăх-Чăваш пĕлтерĕшĕпе-туйăмĕпе ăнă Чăваш Чăн Тĕнĕ кăна çыхăнтаракан пулса юлма пултарать (еврейсем тĕслĕх)... Ытти çулсем ăна 100% урăх халăх çынни тăваççĕ (вăхăтран анчах килет)... Если раньше.., этнос и идентификация происходили через Язык и Религию.., то в современном (и будущем) Глобальном Мире.., где Чуваш может жить в любой точке земного шара (утрачивая родной язык).., единственной возможностью идентификации и самоопределения.., остается этническая религия (евреи пример)... Все остальные пути 100% ведут к ассимиляции (вопрос лишь в времени)... Роль религии в развитии этнического самосознания личности https://revolution.allbest.ru/religion/01059085_0.html
Agabazar // 1080.26.6732
2019.11.22 16:39
Agabazar
Валери Туркая мăнуксемпе саламлатăп. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Çапах та чĕрĕ çынсене «парне» тени вырăнлах мар пулас.

Çын вăл — çын. Пĕчĕкçеççĕ пулсан та. Япала мар, тетте мар. Çавăнпа та ăна <<парне>> темешкен май çукрах пулĕ.

Парне тесе автомобиле калама пулать, хваттере те калама пулать (вĕсене кам та пулсан тулевсĕр ыр сунса парсан). Хăш чухне парне вырăнĕнче ĕне, сурăх, путек, йытă, кушак пулма пултарать.

Анчах та çуралнă пĕчĕк çын — парне мар. Мĕншĕн çуралать çын? Кам валли? Хăй валли! Вăт çакнашкал «хăвилоссохви»» кунта...
Agabazar // 1080.26.6732
2019.11.22 16:54
Agabazar
<<Хăйшĕн хăй — парне те палăк...>> (Петĕр Хусанкай)
Атнер // 1072.29.6957
2019.11.22 21:08
Кукша ку.Туркая мӗн вӗрентен.Хӑвӑн мӑнукӑсем пирки калама пултаран.Парне и ,парне мар и?.Асатте е кукаҫей пулма пултарасси пирки шутламалла пирӗн.Атте-анне пулаймарӑмӑр,каҫарӑр пире,дедушка-бабушка пулса намӑс курас марчӗ темелле пуль, Акапасар?.
Agabazar // 1080.26.6732
2019.11.22 23:21
Agabazar
Шутла, ту, ĕçле! Сана кам чарать? Сана никам та чармасть. Е — чараççĕ-и?
Яра пар. Акапасар сана чармасть.

Анчах та сан ачу-пăчу тата сан мăнуку вăл сана такам панă "парне" мар.

Парне вырăнне сан валли нуски çыхса пама пулать. Анчах та çын нуски мар.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 10

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters