Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+7.3 °C
Чтобы царствовать - надо мыслить.(Элифас Леви)

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0520307 views

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (98)]

Comments:

2019.11.06 10:14
Аçтахар Плотников
Оперӑпа балет театрӗ патӗнчен ӗнер иртсе кайрӑм. Ҫырман — куртӑм. Культура министрӗн умӗнче кашни тӗслӗх пирки ыйту тӑратмалла. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ те вырӑсла ятпа кӑна пурӑнать пулас. Яков Ухсай керменне (ҫуртӑн хуҫи патшалӑх мар теҫҫӗ-ха та...) пӑхмалла...
Атнер // 1726.84.3785
2019.11.06 13:23
А опера-балет директорӗ чӑваш халӑхӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ тата чӑваш конгрес вице-президенчӗ чӑваш чӗлхине аталантарас тесе кунӗн-ҫӗрӗн ырми-канми ӗҫлекен паллӑ юрӑҫ марчӗ-и -ха?
Agabazar // 1439.22.8571
2019.11.06 14:04
Agabazar
Патшалăх мар хуçа чăваш чĕлхине татах та ытларах хисеплеме тивĕçлĕ. Ун тĕлĕшпе саккун çук-им?

Нивушлĕ вăл, "эп — хуçа!" тесе Ухсай ячĕллĕ кермене, калăпăр, Трамп ятне пама та пултарать???

Аçтахар юлташ!
Кунта кивĕрех комментарисем чаршав хыçнелле вирхĕнсе пыраççĕ. Сăмахран, эпĕ чăн малтан леш сĕнÿсем (вариантсем) пирки каланисем ĕнтĕ халĕ çук. Ман вара вĕсене кунта тепĕр хут çырса хумалла-им? Çырса хума пулĕ, анчах урăххисен комментарийĕсем çухалаççĕ....
Валери Туркай // 4096.98.1205
2019.11.06 14:23
Аҫтахар-тӑванӑм, хӑвӑн чаплӑ фотоаппаратупа Истори валли ӳкерсе юл ЧӐВАШ ЕНӖН "ҫамки" ҫине ҫырман Оперӑпа балет театрне!
Вӑл "ҫамка" ҫинче - Правительствӑ Ҫурчӗ енче - вырӑн пур Чӑваш Чӗлхи валли!
Клементьев,ЧНК 1-мӗш вице-президенчӗ пулнӑскер, отставкӑна ХӐЙӖН ИРӖКӖПЕ каяс темесен, кӗҫех ҫыртарать!
Валери ТУРКАЙ 8-927-855-54-80
Шӑнкӑравлакан нумай пулчӗ, тата шӑнкӑравлӑр!
Agabazar // 1439.22.8571
2019.11.06 14:58
Agabazar
Енчен те кам та пулсан Клементьева "сирпĕтесси" пирки шутлать пулсан, кунта вара савăнмаллисем питех çук.

Ну, сирпĕтĕç Клементьева? Вара — мĕн? Кама хăратма пулать кунпа? Хамăрa çеç, хамăра çеç...

Илсе килсе лартĕç Клементьев вырăнне Калугăран, Рязаньтен е Ставропольтен пĕр-пĕр "шутсăр ăслă" çынна, аслă пиччене. Кун хыççăн пирĕн урса кайса алă çупмалла пулать-и? Темĕн.....

Клементьев вырăнне, калăпăр, пĕр-пĕр Упаççи пекки кĕрсе ларать тесе ан та шанăр!
2019.11.07 00:42
Станислав Убасси
Agabazar: "...пĕр-пĕр Упаççи пекки кĕрсе ларать тесе ан та шанăр!"

Agabazar, ан култар (сӑвӑ пекех пулчӗ), пӗлмен ӗҫне хапсӑнни тата мула хапсӑнни ял кулли патне ҫитереть.
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.07 01:48
Клементьев тенӗрен, "Агабазар", сӑмах кунта ҫав этем ПРИНЦИПСЕМПЕ ВЫЛЯННИ пирки пырать: сӑмахӗсем пӗр тӗрлӗ, ӗҫӗсем - пач тепӗр терлӗ.
Хутран-ситран эп Хусанти Оперӑпа балет театрӗнче пулатӑп, вӑл халь - Европӑри чи чаплӑ оперӑпа балет театрӗсенчен пӗри. Унта, театра кӗмелли алӑк ҫине те, туалета кӗмелли алӑксем ҫине те, гардеробра та, тутар тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ. Кӗсъе телефонне чарма тутарла, вырӑсла тата акӑлчанла сӗнеҫҫӗ. Кун пирки пӗр-ик уйӑх каярах Клементьева каларӑм эп. Усси пулчӗ-и - пӗлместӗп: хамӑрӑн опера театрӗнче юлашки вӑхӑтра пулман-ха.
Чӗлхесем ҫинчен калакан саккун ӗҫлемест!!! АКӐ вӑл - пирӗн Тӗп Инкекӗмӗр!!!
Пурсӑра та хисеплесе, Валери Туркай.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 05:16
Ура, ЧИНОВНИК ЭПИР каланине итлерӗ ? Ӗҫне туман пулсан ташлама ан васкӑр. Пӗрре мар ултатланӑ тата улталланнӑ. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ пулсан малтан чӑвашла ячӗ пулмаллине пӗлмен тата чухламан яваплӑ ӗҫченӗсем ыран та манса кайӗҫ чӑваш ҫинчен. Выговор и ӗҫрен хӑтарни пулсан тен ыттисем манмӑчӗҫ. Халлӗхе ан васкӑр шанма,курӑпӑр мӗнле виҫепе чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхи Республикӑра. Вырӑсла ҫырма маннӑ пулсан шавӗ тахҫанах Мускава ҫитнӗ пулӗччӗ,чиновникне те "тававй то свитания" тесе тахҫанах каланӑччӗ .
Унсӑр пуҫне,шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача пахчисем пулмалла.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 05:35
Чӑвашсем .Ыррипе чеелӗхе уйӑрма пӗлӗр. Театр ячӗ ҫумне,тытнӑ хыҫҫӑн , васкаса пӗчӗккӗн те пуллин чӑвашла ҫырса хуни вӑл чеелӗх кӑна. Чӗлхене кунран кун хӗссе пыни ҫинчен манса каяр ? Чӑвашла ҫырса пани ҫиелтен кӑна пултӑр,шалти йӑлт вырӑсла пулсан та ячӗшӗн савӑнар ?
Ҫеҫпӗл мӗн каланӑ пулӗччӗ пире тӑрмашнине курса ? Ячӗ кӑна тивӗҫтернӗ пулӗччӗ Аслӑ Сӑвӑҫа ? Мӗн тери вӗтелнӗ шухӑшсем паян тесе каламӑччӗ вӑл ? Ыйту ҫине анлӑрах пӑхма хӑҫан пуҫлӑпӑр ?
Унсӑр пуҫне,шутлатӑп, чи кирли ,Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача пахчисем пулмалла.
Agabazar // 9685.8.4174
2019.11.07 05:44
Agabazar
Ну, Упаççи музыкант мар тейĕпĕр.
Анчах та вăл — литературовед. Филологи ăславĕсен кандидачĕ.
Оперăпа балет театрĕ — оперăсем, балетсем, мюзиклсем лартать. Вĕсен никĕсĕнче пуринче те — литература.

Халĕ кÿршĕсене кайса пăхар. Хусанти Муса Джалиль ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ. Директорĕ — кам? Мухаметзянов Рауфаль Сабирович. Вăл нимĕнле музыкант та мар! 1974-мĕш çулта Хусанти .... Хусанти хими-технологи институтне пĕтернĕ.

Хусанти кнсерваторие 1919-мĕш çулта никĕслекенсем хушшинче Николай Никольский чăваш пулнă. Музыкант-и вăл? Çук.

Консерватори тенĕрен... Акă Александр Осипов пур пирĕн. Музыкант. Консерватори пĕтернĕ çын. "Телеюрăшăн" ăна — тавтапуç! Авăна-авăна пуç таятпăр! Анчах та çынни пĕр-пĕр сумлă вырăн йышăнса кураймасăрах ватăлчĕ.

Pages: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters