Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+4.3 °C
Коммерция - дитя фортуны, непостоянное и обманчивое,как мать.(С. Джонсон)

Ad

Леонид Сильвестров: Михаил Игнатьева асӑнса

Леонид Сильвестров21.06.2020 00:579672 viewsEdit Delete

Самант тӗксӗмленчӗ

Мӗн пур Чӑвашра:

Хӗвел саншӑн сӳнчӗ,

Чуну — уҫлӑхра.

Нумай эс хӑвартӑн

Кунти пурнӑҫра.

Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн,

Утса тӑвалла.

Шӳте ӑнланмарӗҫ

Хӑш-пӗр юлташсем,

Пит хыт айӑпларӗҫ —

Ӑҫта чунӗсем?

Тепри, ҫаратсан та,

Лармасть тӗрмере.

Ун пурнӑҫӗ янтӑ —

Пулсан кӗсьере.

Анчах Турӑ куҫлӑ,

Йӑлтах Вӑл курать.

Парсассӑн та пурлӑх

Вӑрра каҫармасть.

Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ

Ҫӑтмах алӑкне,

Сана валли тупӗ

Чи ыр сӑмахне.

Манмасть тӑван халӑх

Ятна нихӑҫан.

Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк.

Апла эс пурнан!

Леонид Сильвестров

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (20)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2020.06.22 18:09
Игнатьев М.В асра юлтӑр тесе Шупашкарти урам ятне парс пирки ыйту тӑратмалла. Кам пултарать, ун пирки чӗнсе ҫырас пулать. Палӑкӗ пирки те шутламалла.
Agabazar // 8712.8.9549
2020.06.22 19:39
Agabazar
Тăрат ыйтăвне. Кам чарать сана? Палăкĕ пирки те шутла çĕрĕн-кунĕн. Яра пар.
Тимер // 3587.22.5697
2020.06.23 07:10
Палӑк лартасси ҫӑмӑл ӗҫ мар.Вӑн пӗри каласа янӑ тавай Крымра вӑрçăпа çыхăннă сумлă палăк лартатпăр тесе,паянхи кун та пур ҫук укҫана халӑхран пухатпӑр.Лешӗ вара шӑпӑрт ларать.Окҫа ҫок.
Agabazar // 4059.80.8917
2020.06.23 14:44
Agabazar
Палăк лартасси çав тери çăмăл. Кирлех пулсан çав тери хăвăрт лартаççĕ. Сиссе те юлаймастăн!
Варык // 1726.84.3785
2020.06.23 15:56
Хаяр Йӑван па ясар Кӗтерне палӑкӗ пирки калать пулас Акапасар тете.
Agabazar // 8958.2.2239
2020.06.23 16:04
Agabazar
Палăк лартасси пăрçа миххисене йăтăрласси мар вăл.
Суранов // 4247.11.6268
2020.06.24 19:52
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион организацийĕн ĕнерхи ХХХ (!) конференцийĕнче Михаил Игнатьева асăнса пĕр самант чĕнмесĕр те тăма та ăс çитермен. Чăваш кĕнеке издательствин автономи çĕр çулне халалланă кĕнекинче те ун валли тивĕçлĕ вырăн тупăнман. Тĕрĕс асăрханă Геннадий Айхи: ытла та вĕтĕ çынсем пирĕн тăрăхра.
Херарам // 1296.33.7834
2020.06.24 21:10

Ана пула аса ессер сурет. Хайне манна хуче.
Agabazar // 7929.3.9557
2020.06.25 11:32
Agabazar
Кам вара сире кунта çак япалана çырса хума хушрĕ?
Agabazar // 7929.3.9557
2020.06.25 11:32
Agabazar
Суранов, хăвăн вĕтĕлĕхне ыттисем çине ан яр.

Халлĕхе кунта эпĕ санăн вĕтĕлĕхне çеç куратăп.

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters